Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук

Раздел: Хура ҫӑкӑр –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Год: 1989; Добавлен: 2020.11.08 20:26

Предложений: 994; Слово: 8015

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ыран ир тӑмалла пулать, ӗҫ нумай: маларах выртса канас тенӗччӗ Шерккей — ачисем халь те таврӑнман. Ҫӳреҫҫӗ ӗнте вӗсем ыйхисене татса. Чармалла пулать, чармалла вӗсене, капла юрамасть.

Шерккей улӑм илсе кӗрсе вырӑн сарчӗ, пуҫелӗкне ҫӳллӗрех турӗ, пурпӗрех тӑрассине пӗлсе, алӑкне хупмасӑр выртрӗ. Тӗксӗмленнӗ пӗлӗтре ҫиҫӗм ялкӑшса ҫиҫет, аслати янӑратса авӑтать, халь-халь ҫумӑр чашлаттарас пек сывлӑш тӑкӑскӑ, тулта хур ӳпри ҫӑмхаланса вӗҫет.

Паян мӗн чухлӗ укҫа пӗтерчӗ-ши Шерккей: икӗ лав хӑма туянчӗ, юпалӑх юман, пӑта, икӗ сапа эрех, пӗр кӗленчине тӗпне кӑна кӑшт хӑварчӗ-ха вӑл. Ирпе ирех Велюш ун патне килме сӑмах панӑччӗ, те килейӗ ӗнтӗ… Пайтах тӑккаларӗ пулать-и? Ах, укҫи нумай пӗтет-ҫке, тупата!

Шерккей выртнӑ ҫӗртен тӑрса, кӗсйинчи укҫине кӑларчӗ, витӗннӗ чаппан айӗнчех, пӳрне вӗҫҫӗн шутла пуҫларӗ. Шутласа хӗрӗх пилӗк тенкӗрен кӑна иртнӗччӗ — пӗр ҫын хӑйсем патне ҫывхарни курӑнчӗ. Шерккей укҫине, хӑпӑл-хапӑл пуҫтарса, йӗм кӗсйине чикрӗ, килекен ҫынна кӗтме тытӑнчӗ. Ильяс иккен.

— Эс… эс ӑҫта ҫӳрен ҫапла тӗттӗм пуличчен?

— Капкайсем патӗнче пултӑм.

Ильяс ашшӗне пӗр мӑшӑр ҫӗнӗ ҫӑпата тыттарчӗ.

— Кӑна та хӑвах турӑм тетне-ха?

— Хам турӑм.

— Шельмӑ ачи. Кур-ха, чӑнах, майне славни кӳнӗ пек курӑнать. Ҫӑпати пичӗн хӑрах енӗ кӑшт чалӑшрах иккен. Калӑпа пустарнӑ чух сылтӑм кантрине хытӑрах туртмалла пулнӑ.

— Кайран хамах чухларӑм та…

— Юрӗ капла пулсан та. Сырсан, ураран тухса ӳкес ҫук, капла та сырӑп.

— Эп, атте, сан валли чипертерех туса килӗп.

— Хӑҫан?

— Ырантан тепӗр кунне.

— Кӑна ӑҫта хурӑн вара? Тӑварламалла мар-ҫке?

— Кӑна Итрис папай туянма пулчӗ.

— Ак тамаша, апла та пулать-и-ха вӑл?.. Ну, ачам, пуҫланӑ ӗҫӳ ӑнса пытӑрах. Кӗрсе вырт, кӗрсе вырт шала.

Ильяс мунчана кӗрсе кайрӗ.

Шерккей енчен енне пӑхкаларӗ. Ҫын ҫуккине пӗле тӑркачӑ вӑл каллех укҫине шутлама пуҫӑнчӗ. Аллинче виҫшер тенкӗлӗх хутсем иккенне пӗлет-ха вӑл. Чаппан айӗнчен аллине кӑлармасӑрах пӗрерӗн-пӗрерӗн шутласа, вӑтӑршар туса уйӑрма тытӑнчӗ. Ҫапла виҫӗ хут уйӑрма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — Тимрук таврӑнчӗ. Шутласа пӗтереймен укҫине Шерккей каллех кӗсйине чикрӗ, мӗн шутланине пуҫ айне хучӗ. Тимрукӗ ӑна-кӑна ытла час тӗшмӗртет, вӑл пур чухне шутласа аппаланасшӑн пулмарӗ Шерккей.

— Ҫывӑр, кӗрсе ҫывӑрах, — майӗпен ҫеҫ каласа хучӗ вӑл ывӑлне.

Сулхӑн ҫил ҫӗкленчӗ, ҫумӑр ӳккеле пуҫларӗ. Шултра тумлам ҫӗре епле ӳкни мунчара та илтӗнет. Пӑчӑхса тарӑхнӑ ҫӗр кашни тумлама йӗр хӑварми ӗмсе илет. Сывлӑш тасалса ҫитет, кӑкӑр сарса сывлама пулать. Ҫакӑн пек чухне алӑка уҫса ҫывӑрма пит аван.

— Атте, ан хуп алӑка, — терӗ Тимрук.

— Хупмалла, ачам, хупмалла ҫав. Ав тулта аслати мӗнле кӗрлет, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ ашшӗ.

— Эппин, эпӗ те унта пырса выртам.

— Е тата, ҫывӑр тенӗ сана…

Канӑҫа пӗлмеҫҫӗ-ҫке, шӑпӑрлансем…

Ҫиҫӗм куҫа шартарса ялтлатать. Пӗр енче кӑна мар — пӗтӗм таврана вут хыпса илет тейӗн, хушӑран лаппипе ҫутала-ҫутала каять е туратланса хуҫӑлать те самантра сӳнсе ларать, аслати вара тарӑннӑн анасласа илет, мӗн вӑй ҫитернӗ таран кӗмсӗртетме тытӑнать. Хирте пӗрчӗ тӑраннӑ вӑхӑт. Ҫумӑрӑн кашни тумламӗ мӑн хисепре, вӑл пит те кирлӗ вӑхӑта ӳкерчӗ, тырӑ кӑҫал ӑнса пулассӑн туйӑнать Шерккее. Мунчари пӗчӗк ҫемье шӑпланать. Тӗттӗм. Ҫиҫӗм ялкӑшнӑ самантра ҫеҫ шала ҫутӑ кӗрет, кайран малтанхинчен те тӗттӗмрех пулса тӑрать.

Шерккей пуҫ ҫинченех чаппанпа витӗнсе выртрӗ. Кӗҫӗр каҫ вӑл лӑпланарах ҫывӑрасшӑн-ха. Ачисем иккӗшӗ те килте, алӑкне шал енчен хӑех шанчӑклӑ питӗрсе илчӗ, тем пӑшӑрханса тӑрасси ҫук.

Аслати аякра авӑтма тытӑнчӗ. Ҫумӑр шӗвелчӗ пулас, пӗр тикӗс шӑпӑртатать, ҫапла ирччен те пулин ҫӑвинччӗ. Ирхине Шерккейӗн каллех ӗҫе тытӑнмалла. Ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫ тупӑнсах пырать. Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланать кӑна-ха. Тыррине вырса кӗртмелле, ҫапса пуҫтармалла, ҫуртри те ӗлкӗрет, акмашкӑн та вӑхӑт ҫитет — кусем пӗтӗмпех аякри ӗҫсем-ха. Тата ҫурт та лартмалла, вити-кӗлетне тумалла, лупасайне, аслӑкне ҫавӑрмалла, вӗсенчен пӗри те пулин кӗттерсе тӑрин, пурне те пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне туса пымалла — ӑҫтан ал ҫитертӗр!

Пӗркунхи пек пулсан, Шерккейӗн пуҫӗ ҫурӑлса тухмалла та, халь апла мар: асамлӑ арчинче унӑн укҫи канса выртать. Ӑнтарнӑ пулӗччӗ-ҫке, пӗр-пӗр шанчӑклӑ ҫынна тарҫа тытса ярийӗн. Кӑҫал тырри кал-кал пухӑнать. Мишерсем патӗнче сакӑр ана-ха унӑн, Ишлӗ хирӗнче тата виҫ ҫурпилӗк, ял хӗрринче виҫӗ ят ҫӗрӗ. Вӑта шутпа кӑна пухас пулсан та, пӗр анаран ҫитмӗл пӑт ӗмӗтленме юрать пуль. Апла, эппин, вунӑ анаран ҫичҫӗр патне ҫывхарать, тата ҫитмӗл хушансан… Асран кӑна кайӑн! Виҫӗмҫул пӗри ҫапла таҫтан Утламӑша килнӗ те «чарсламан кӗнекипе» юмӑҫ пӑхса ҫӳретчӗ. Ҫӑкӑр тӗпренчӗкне пӑрҫа пек пӗтӗрсе уҫӑ кӗнеки ҫине пӑт! тутарса ӳкеретӗн те, юмӑҫӗ сана ҫавӑнтах хӑй самахне тупса вуласа парать. Ял халӑхне ҫав юмӑҫ хӑй час шутлама пултарнипе шалт тӗлӗнтерсе хӑварчӗ. Шерккей хальхинче ҫав юмӑҫран та хӑвӑртрах шутласа кӑларчӗ. Ҫичҫӗр ҫитмӗл пӑт тырра вырнаҫтарма ик кӗлет кирлӗ, пӳлмисем те хутлӑ-хутлӑ пулмалла!.. Ҫаплах пуйма пулать-ҫке, атьсемӗр? Мӗнле сывлӑш ҫавӑрса янине ҫынсем сиссе те юлаймӗҫ…

Кӑмӑллӑн кулкаларӗ Шерккей. Анчах вӑл кулнине хӑй кӑна сисрӗ, урӑх никам та курмарӗ.

Кӗл ҫине тӑрса юлнӑ ҫыннӑн хутаҫ ҫакса кантакран кантӑка шаккаса ҫӳресси ӗмӗртен юлнӑ йӑла. Шерккей кӗлем хутаҫҫи ҫӗлеттермест, хӑй пурӑннӑ чух кӗлӗмҫӗ те ыйткалакан ятне илтесшӗн мар вӑл, ҫук, илтесшӗн мар.

Мунчара шӑп.

Ҫывӑрчӗҫ-ши ачисем? Тимрук та ҫывӑрчӗ-ши?.. Чаппанне сирсе хӑрах чавсипе тӗренсе ҫӗкленчӗ Шерккей.

— Тимрук, ачам, ҫывӑратна-ха эс?

— Тем каласшӑнччӗ-и тата?

— Ҫук, ыйтса кӑна пӗлтӗм, ҫывӑрах, ҫывӑрах канса…

Ывӑлӗ ҫывӑрмасть иккен-ха. Ну, эппин, укҫа шутлас пирки шухӑша илме те ҫук, паян пулмасть ӗнтӗ. Эккее, ху ҫемйӳнтен ху ҫапла хӑраса тӑр. Пурнӑҫ — тӑхӑрвунӑ пӑрӑнӑҫ. Шерккей, куҫне чарса, енчен енне пӑхкаларӗ — нимӗн те курӑнмасть. Сӗм-тӗттӗм. Ҫумӑр юлхавлӑн шӑпӑртатать. Мунчара шӑп. Ниҫта пӗр сас-чӳ илтӗнмест. Куҫ сисӗнмесӗр хупӑнать.

Сыпӑк-сыпӑк шухӑшсем йӗркесӗр капланаҫҫӗ; пӗр-пӗрне хӑваласа иртеҫҫӗ, арпашаҫҫӗ, тӑпӑлаҫҫӗ, палӑрми ҫухалаҫҫӗ, унтан татах сыпӑнаҫҫӗ, татах арпашаҫҫӗ…

Такамӑн автанӗ авӑтса ячӗ. Ун хыҫҫӑн ялта шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайрӗ. Малтан вӑл хуллен кӑна, инҫетре пек янӑрарӗ. Кунталла ҫывхарнӑҫемӗн шӑнкӑрав ытларах та ытларах илтӗне пуҫларӗ. Ахӑртнех, пӗр шӑнкӑрав кӑна марччӗ пуль, темиҫе пек туйӑнчӗ Шерккее, миҫе иккенне ҫеҫ ниҫтан уйӑрса илеймерӗ. Шерккей кантӑкран пырса пӑхрӗ — пӗчӗк, тӑвӑр кантӑк. Тулли уйӑх савӑнса ҫутатать. Катаран лаша ура сасси илтӗнет. Кӗпер ҫинче тимӗр шинлӑ кустӑрмасем тӑнкӑртатаҫҫӗ. Акӑ пӗр тӑрантас кӗпер урлӑ каҫрӗ. Икӗ лаша, иккӗш тӗ тимӗр кӑвак, ярӑнарах утнӑ чух ташланӑ пек элчӗ пыраҫҫӗ, пуҫӗсене уха-уха илеҫҫӗ. Ҫыннисем хуп-хура тумланнӑ, пурте вӑй питтискерсем пек сарлакан курӑнаҫҫӗ. Урам варрине ҫитсен, вӗсем сасартӑк лашисене чарчӗҫ, ларнӑ ҫӗртен ҫӑмӑллӑн сике-сике анчӗҫ. Унтан хӑйсем хушшинче тем пӑшӑлтатса илчӗҫ, ихӗлтетсе кулса ячӗҫ. «Ӑҫта кайма тухнӑ-ши вӗсем?» — темшӗн пӑшӑрханса шухӑшларӗ Шерккей ҫав ҫынсенчен куҫ сиктермесӗр.

Малта тӑракансенчен пӗри ҫав самантра Шерккей мунчи еннелле алӑ тӑсса кӑтартрӗ, вара пурте тӑкӑрлӑк еннелле хускалчӗҫ. Мӗскӗн Шерккейӗн сехри хӑпса тухрӗ. «Апла пулас ҫук, апла пулас ҫук», — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. Ӗнтӗ лешсем ун мунчи енелле утса кӑна та мар, чупсах пыма тытӑнчӗҫ. Ним тӑва пӗлмен Шерккей чӳрече патӗнчен шикленсе пӑрӑнчӗ. Хура пиншаклӑ палламан ҫынсем ҫӗр варринче ырӑ шухӑшпах ҫӳрес ҫук-ха, мӗнле те пулин хур кӑтартас ӗмӗт тытмаҫҫӗ-ши вӗсем тесе пӑшӑрханчӗ вӑл. Ҫапла мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине хӑй те сиссе юлаймарӗ, чӳрече аяккинчен пӑхрӗ. Тупата, ун патнех килеҫҫӗ-ҫке!..

— Тимрук! Ильяс!.. Тӑрӑр-ха, тӑрӑр тетӗп…

Хура пиншаклӑ ҫынсем пахча вӗрлӗкӗ урлӑ вашт та вашт сиксе каҫрӗҫ.

— Тимрук, тӑр-ха тетӗп, мур илесшӗ! — урипе ҫиллессӗн тапрӗ Шерккей. Унтан пырса пӑхрӗ. Тимрук та, Ильяс та пӳртре ҫук иккен, шӑпӑрлансем тахӑш вӑхӑтра тухса тарма ӗлкӗрнӗ, ашшӗне пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварнӑ, чӑн та, мур илесшӗсем иккен. Шерккей мӗн тӑвайтӑр кунта пӗр-пӗччен? Мунча алӑкне тул енчен шаккама та тытӑнчӗҫ.

— Уҫ, Шерккей, хӑнана килтӗмӗр!..

Шерккей чӗнмерӗ.

«Кам пулчӗ ку?» Сасси илтнӗ пекех туйӑнать. Таҫта, алӑк патӗнче, пуртӑ пулма кирлӗччӗ, паҫӑр ӑна, карта тытса пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑй аллипе хӑй кӗртсе хунӑччӗ-ха. Халь ак вӑл та пулин ал айне ҫакланмасть. Ҫавӑнтахчӗ-ҫке ӗнтӗ?..

Пуртӑ вырӑнне Шерккее тимӗр туртмала ҫакланчӗ. Шерккей уншӑн та хавасланам пек пулчӗ, вӗҫне ҫитес пулсан, вӑл та ӑна пулӑшма кирлӗ-ха.

Алӑка тул енчен туртса лӑскама тытӑнчӗҫ.

— Кам унта! — чӗтренее тухакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ чӑтса тӑрайман Шерккей.

— Эпир кунта!

«Хурахсемех иккен, каснӑ-лартнӑ хурахсем!» — хӑрушӑ шухӑш вӗлтлетрӗ Шерккей пуҫӗнче. Тупата, ҫак самантра унӑн сӑн-пичӗ мӗн тӗслӗччӗ-ши? Кӗл пек кӑвакарса кайнӑччӗ-ши е шур тӑмпа сӑрланӑ пек шуралнӑччӗ-ши? Шӑлне хӗссе ҫыртнӑ-ха вӑл, ҫапах та ҫурма уҫӑ тути тем чӗтрет, тем туртӑна-туртӑна илет, ӑна вӑл хӑй те сисет. Туртмалине ик аллипех ҫӗкленӗ-ха, маччаран перӗнтерсе тӑрать те, савӑркалама меллӗ мар.

Ҫӗмрӗлет, куҫ умӗнче тусать хӑмаран катьӑр-катьӑр каркаласа тунӑ алӑк, урлӑ янӑ сӑлӑп та шарт хуҫӑлса ӳкрӗ, ҫыхнӑ пӑявӗ татӑлчӗ.

— Эсир… алӑка ҫӗмӗрсех кӗретӗр-ҫке капла, ҫӗмӗрсех кӗретӗр?

— Мӗншӗн уҫмастӑн?

Урнашка ертсе килнӗ иккен вӗсене, хайхи таҫта тӗнчене кайса янӑ Урнашка. Чармак куҫне унталла-кунталла вылятать, нихҫан кулса курман пек ҫиллес хӑй. Тепри хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хура мӑйӑхлӑ патвар ҫын. Мӑйӑхӗ вӗҫӗсене хаяр йытӑ хӳри пек кукӑртса янӑ.

— Мӗн туртмала ҫӗклесе тӑратӑн? Хаклӑ хӑнусене ҫапла кӗтсе илеҫҫӗ-и?..

— Ах, Урнашка, эс иккен. Йӗркеллӗрех калаҫ-ха. Камсем, камсем пулчӗҫ юлташусем?

— Юлташӑмсем-и? Ха-ха-ха! — илемсӗр кулса ячӗ Урнашка. — Илтетӗр-и, юл-та-шӑм-сем? — Вӑл каллех Шерккей енне шӑтарас пек пӑхса илчӗ. — Пӑрах тенӗ ҫав кирлӗ мар япалуна, мӗн туртмалапа тӑратӑн? Пире пурпӗрех ним те тӑваймастӑн, — Урнашка ҫавӑнтах Шерккей аллинчи туртмалана ҫӑтӑрласа илчӗ те, ӑна хулӑ пек авса, алӑкран кӑларса ывӑтрӗ. Мӗскӗн Шерккей аллисене шӑлкаласа илчӗ.

— Чимӗр, калӑр-ха ӗнтӗ, камсем эсир? Камсем?

Тӑнӑҫсӑр хурахсем мунчара ухтарма та тытӑнчӗҫ. Шерккей выртнӑ вырӑна сирсе пӑрахрӗҫ. Пуҫелӗкӗ айӗнче ӗнер каҫпа ҫеҫ шутлама хӑтланнӑ укҫи пурччӗ, ӑна пӗр хут татӑкӗ хаварми кӗсйисене чикрӗҫ. Ҫакна куҫкӗрет пӑхса тӑракан Щерккей чӑтаймарӗ:

— Мӗн иртехсе ҫӳретӗр ҫапла? Тухса кайӑр ман патӑмран! Хурах!.. Хурах!.. — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Лешсем ун сӑмахне ним вырӑнне хумарӗҫ. Хӗрлӗ питлӗ мӑнтӑркки пӑлтӑр урайне сарнӑ хӑмасене ҫӗклеме тытӑнчӗ. Урса каясса ҫитнӗ Шерккей, ик чӑмӑрне ҫӗклесе, ун патнелле вирхӗнчӗ. Урнашка ӑна хӑрах аллипе пусрӗ те лапах урайне лартрӗ.

— Ан хӑтлан, Шерккей, кирлӗ мара. Лар кутна хӗссе. Пире хирӗҫ тӑмашкӑн пурпӗрех вӑю ҫитмест, — аллипе сулса ячӗ хӑй.

— Вӑйӑм ҫитмест тесе, элле, ҫитмест тесе… Сана кӑна ҫитерӗп-ха вӑйӑма!.. — Урнашка енне сулса ячӗ аллине, анчах вӑйсӑр алли ун теме пула аран хускалать. — Калӑр мана, мӗн кирлӗ сире?

— Укҫа арчи, — терӗ хура мӑйӑхли, куҫне-пуҫне чалӑртса.

— Мӗнле арча? Кам арчи?..

— Ха! Пӗлмене хывасшӑн… Халех парса янӑ пултӑр!

— Нимӗн те ҫук манӑн, ҫук манӑн! — терӗ Шерккей ларнӑ ҫӗртен тӑма хӑтланса. Урнашка ӑна татах пусса лартрӗ.

— Сан арчу ҫуккине пит аван пӗлетпӗр-ха эпир, пирӗн кунта хамӑрӑн арча пур…

— Хурах!.. Хурах!.. — тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ Шерккей, сасси хӑйӗн йӑлт тытӑнчӗ. Таҫтан ҫапах та вӑй кӗрсе кайрӗ. Вӑл ҫавӑнтах туртӑнса тӑчӗ те хӑй умӗнче пӳлсе тӑракан Урнашкана ҫапса ӳкерчӗ, хӗрлӗ питлӗ мӑнтӑркка патне ҫитсе тӑчӗ. Леш ҫав вӑхӑтра шӑпах хайхи арчана кӑларатчӗ.

— Памастӑп, вӗлерсен те памастӑп!.. — Ҫулӑхасшӑн пулчӗ вӑл хӗрлӗ питлине. Лешӗ ун енне ҫаврӑнса пӑхмасӑрах арчине хул хушшине хӗстерчӗ. Шерккее урипе тапса хӑварчӗ, ытти юлташӗсене кӑчӑк туртрӗ. Часах мунчаран пурте тухса кайрӗҫ. Шерккей аран кӑшкӑрса юлчӗ:

— Хурах!.. Ялйышӑмсем!.. Арчана, арчана илсе кайрӗҫ!.. — йӗрсех ячӗ вӑл.

— Камсем? Мӗнле арчана?.. Мӗнле хурах?..

— Укҫа арчине тетӗп-ҫке, — чӗринчен тарӑхса каларӗ Шерккей.

— Атте, вӑран-ха эс, мӗн йӑнӑшса кӑшкӑрашатӑн? — Тимрук ӑна тӑрӑшсах хулпуҫҫинчен силлерӗ. Шерккей алӑк патнелле йӑваланса кайнӑ иккен, тикӗсех мар ҫара урайӗнче вырта парать. Тимрук сассине илтсен, йывӑр ыйхинчен аран вӑранчӗ.

— Эс… таврӑнтӑнам, таврӑнтӑнам? — ҫине-ҫине ыйтрӗ вӑл.

— Ара, ӗнтӗ астумастнам? Эпӗ ниҫта та кайман, эс йынӑшса кӑшкӑрашнине пула кӑна вӑрантӑм.

Шерккей выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ. Пуҫӗ тем йывӑрланнӑ, патавкка пек туйӑнчӗ ӑна, хӑй ӑҫта иккенне ҫпнлах тӗшмӗртеймерӗ-ха.

— Ӑҫта леш… хӗрлӗ питли? — ыйтрӗ вӑл чӗтренсе тухакан сассипе.

— Кам? Мӗнле хӗрлӗ пит? — тӗлӗнчӗ Тимрук. — Атте, эс тӗлӗкӗнте мӗн те пулин куртӑн пуль, темле хурахсем пирки, укҫа арчи пирки аташрӑн…

Шерккей шарт сиксе илчӗ: ара, чӑнах та, тӗлӗкре кӑна пулчӗ пулас-ха? Вӑл ҫавӑнтах хӑй выртнӑ ҫӗрелле сикрӗ, пуҫ айӗнчи укҫине тӗрӗслерӗ — унтах иккен, никам та илмен, тӗкӗнмен, кӗсйинчи те пур. Тӗлӗкре кӑна! Савӑнса, чунтан хӗпӗртесе, ҫӗкленсе ларчӗ Шерккей. Эппин, арчи пирки те иккӗленмелли ҫук, алӑкӗ те ӗнер каҫ мӗнле питӗрнӗ — ҫавӑн пекех.

— Ай, мур илесшӗне, — терӗ вӑл. — Ыйхӑллӑ пу-пуҫа мӗн кӑна килсе кӗмест, тупата, ч-чӑтма ҫук хӑрушӑ тӗлӗк куртӑм. Пулӗ, пулӗ, кӑшкӑртӑм та пуль, ара.

Сивӗ тар ҫапнӑ ҫамкине Шерккей кӗпи ҫаннипе васкамасӑр шӑлса илчӗ, ӗнтӗ чӗри те тинех канӑҫа кӗрсе йӗркеллӗ тапа пуҫларӗ. Мунчара хӑйсенчен урӑх никам та ҫук. Акӑ Тимрук ун умӗнче тӑрать, лере Ильясӗ ҫывӑрать. Шерккей лӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ. Тӗлӗкӳ-масару тем аташтарса ярӗ.

— Ҫутӑлать-и-ха? — ыйтрӗ вӑл шалалла кӗнӗ Тимрукран. Хӑй тинех лӑплана пуҫларӗ.

— Ҫутӑлать…

Кантӑкӗ пӗчӗк пулин те, кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнтарать. Шалта мунча чулӗсем палӑра пуҫларӗҫ. Шерккейӗн тула тухса кӗрес шучӗ пур, анчах хӑй пӑлтӑр алӑкне уҫса пӑхма ҫӳҫенет. Унта ӑнӑ паҫӑрхи хура пиншаклӑ ҫынсем сыхласа тӑрассӑн туйӑнать. Алӑка шакканине чӑнласах илтрӗ-ҫке-ха вӑл. Шерккей шала кӗчӗ, пӗшкӗнчӗ, кантӑкӗнчен кӗпер еннелле пӑхрӗ. Хӑрӑмланнӑ кӗленче витӗр тул ен курӑнсах каймасть. Вӑл чӳрече кӗленчине ҫӗтӗкпе шӑлкаларӗ, тата ытларах вараласа пӗтерчӗ. Кӗленчене пикенсех ҫуса тасатмалла пулчӗ. Ҫапла чӑрманса пайтах вӑхӑт иртрӗ, ҫутӑлса та кайрӗ, кӗпер енне пӑхса илчӗ-илчех. Ҫук ӗнтӗ унта нимӗнле тӑрантас та. Пулнӑ пулсан та, хальччен тӑрать-и? Тен, пулман та пуль вара, Шерккее хӑйне ҫеҫ курӑннӑ пек туйӑнчӗ пуль. Ҫав тӗлӗкех ӑна ӑнран ярать. Вӑл каллех пӑлтӑралла тухрӗ. Хӑрушӑ тӗлӗкне ҫаплах манаймасть. Пӗри Урнашкахчӗ-ха. Кам пӗлет, тӗнчере таҫта пурӑнать те пуль ҫав ӑш ҫунтармӑш. Пуҫне пултӑрахчӗ унӑнне. Ыттисем тата камсемччӗ-ши? Хӑҫан та пулин куҫа-куҫӑн курманччӗ-ши ҫав хурахсене? Е палласа илес пулсан, Шерккей малтанах сыхланмашкӑн ӑс ҫитерӗччӗ. Тупата, камсем пулчӗҫ-ши ҫав хурахсем? Шерккей хӑй асне килнӗ сӑнарсене тӗпче-тӗпче анӑш пулчӗ, вӗҫне ҫаплах тухаймарӗ. Те курсах курнӑ-ха вӗсене, шет, курман та пуль, ҫитӗ-ҫке вӗсемшӗн пуҫ ҫӗмӗрсе ларма.

Кирек мӗнле пулсан та, ҫав хаяр хурахсемпе тӗлӗкре ҫеҫ тытӑҫни Шерккей чунне йӑпатса савӑнтарчӗ. Мӗн тӑвас тейӗн, ҫавӑн пек ҫынсем ун патне пӗр-пӗр тӗттӗм ҫӗр варринче килсе кӗрӗҫин, ҫуртра йӗп хӑварми ҫаратса кайӗҫ, пӑхсах тӑрса юлӑн. Кур-ха вӗсене? Укҫа арчи ыйтаҫҫӗ. «У-ух ҫав ӑншӑртсене!.. Ырӑ пихампарӑм, упра мана, упра мана!..» — тесе пӳлӗхе йӑлӑнчӗ Шерккей. Анчах упранасси вӑл ҫавӑн пек ӗнтӗ, йӗркеллӗ ҫурт тумалла пулать ҫав, кӗме-тухма шанчӑклӑ пултӑр. Пӗр-пӗр кӗтмен йӗксӗк алака ҫӗмӗрсе кӗресрен иккӗленесси те пӑшӑрханасси ан пултӑр.

Тинех Шерккейӗн ҫывӑрас ыйхи те татӑлчӗ. Тата кӑшт выртса пӑхрӗ, енчен енне те ҫаврӑнкаларӗ, унтан тӑрсах ларчӗ. Тулта йӑлт ҫутӑлса кайнӑ! Пӑлтӑр алӑкне вӑл ҫапах та сыхланса уҫрӗ. Халиччен унта, калӑпӑр, кам та пулин пулнӑ пулсан та, мӗн туса тӑтӑр. Ҫук никам та. Пӗлӗт янкӑр таса. Хӗвел ҫутатать. Сывлӑш сывласа тӑранма ҫук уҫӑ — тӗнче ырри пулмасӑр! Кӗтӳ те кӑларнӑ пуль. Шерккей каялла васкаса кӗчӗ, ҫывӑран Ильяса ыйхинчен вӑратрӗ.

— Чуп, выльӑхсене кӗтӗве хӑвала.

Ильяс йӑпӑрт тухса чупрӗ.

Алапа Велюшӗ килме пулнӑччӗ. Чӗнмесӗр килӗ тетне ӑна? Килӗ, хӗрлӗ вӑкӑр хӑҫан та пулин ҫын пек калаҫма тытӑнсан! Кайсах чӗнмелле пулать. Пулӑшасси унӑн ҫавӑн пек кӑна та ӗнтӗ, юлташлӑха темешкӗн чӗлхи пур, Шерккее вӑл ҫавӑнпа юрама пултарайсан ҫеҫ.

Тимрук та ҫывӑрмасть, ыйхи унӑн та пӳлӗнчӗ курӑнать. Ҫав ухмахла тӗлӗке пула. Укҫа ҫук чухне Шерккейен пӗр шухӑшчӗ, халь ҫӗр шухӑш пуҫланчӗ — шалт аптрамалла.

— Ҫывӑрмастӑн пулсан, ачам, лашана тухса шӑвар та вӑрӑмкка кӳл.

Ильяс кӗтӳ ярса таврӑнчӗ.

— Ӑҫта каймалла пулать? — ыйтрӗ Тимрук.

— Ҫулне тупӑпӑр, ачам, тупӑпӑр. Лаша кӳл те хапха умӗнче кӗтсе тӑрах хам таврӑнасса. Эпӗ Велюш патне ҫитсе килем-ха.

Ак тата, ашшӗ халиччен Велюш патне ура ярса пусмастчӗ.

Шерккей ура сырма тытӑнчӗ. Ҫӑпати кӗли ҫӗтӗле пуҫланӑ, сапламашкӑн ниҫтан ал ҫитерме ҫук. Тата икӗ кун ҫакӑнпах ирттермелле пулать ӗнтӗ. Икӗ кунтан Ильясӗ ҫӗнӗ ҫӑпата туса парӑп терӗ.

— Ильяс, — йӑвашшӑн сӑмах хушрӗ ашшӗ, — тетӳпе пирӗн пӗр ҫӗре кайса килмелле-ха. Хамӑр таврӑннӑ ҫӗре чӑмӑрла улма пӗҫерсе хур. Илтетне, ачам, илтетне?

— Илтетӗп те, мӗнле пӗҫермелле?

— Шуратмасӑрах пӗҫер, тути шывакланмасть… Асту, ҫав тӑм чараран ытла ан пӗҫер. Пиҫсен, хурантах ванса ан кайтӑр.

— Юрӗ, атте.

Тимрук тӑрса тухса кайрӗ. Пуҫелӗкӗ айне хунӑ укҫине Шерккей каллех кӗсйине чикрӗ, унтан Алапа Велюшне чӗнме васкарӗ.

Чухӑн пурӑнать Велюш. Хӑй евӗрлех вӗҫкӗнленме хӑтлантарса, ҫуртне вӑл тем ҫӳллӗш никӗс ҫине лартнӑ. Пӳртӗнчен урӑх нимӗн те ҫук, пӑлтӑрне те пулин туман, тул енчен тӑпрасне те купаламан. Хӑрах енчи чӳрече хуппи пӗр тӑпсинчен хӑйпӑннӑ та халь тухса ӳкем-и, вара тухса ӳкем-и тесе йӑлӑнать, ирхи ҫилпе сулӑна-сулӑна чӗрене кайса тивес пек чӗриклетет. «Ҫавна та пулин ҫапса хумасть-ҫке, иҫмасса, наян тесен наян», — хӑй ӑшӗнче ятласа илчӗ Шерккей Велюша. Велюш пӳрчӗ ӑна кӗпе-йӗм тӑхӑнмӑн ҫын урам варрине тухса тӑнӑ пӗк туйӑнчӗ. Пӗр ятлӑ ҫын та пӗр пек пулмасть ҫав, ҫӳлти касра ав ял вӗҫӗнче Лискав Велюшӗ пурӑнать, сывлӑхӗ йӑвашрах пулсан та ял кӑмӑлне килмелле илемлӗ ҫурт туса лартрӗ, кӗрсен, ытарса тухас ҫук. Ӗҫчен ҫав вӑл. Алапа Велюшӗ мар — Лискав Велюшӗ…

Алапа Велюшӗн картиш вырӑнӗнче пӗр пӗрчӗ акмасӑрах ыраш ӳссе сӗрӗшнӗ. Ыраш халӗрех кӑна шӑркана ларнӑ, шалта тем чухлӗ чӑх-чӗп хӗвӗшет. Пӳртне алӑкран кӗрес ҫӗрте малтанхи пусма вырӑнне мӑкланса кивелнӗ валашка вырттарнӑ, иккӗмӗш пусма вырӑнне — вутӑ вакламалли каска пуканӗ. Кун ҫутипе ҫакӑнтан хӑпарса анмашкӑн тем мар пуль те, тӗттӗм каҫхине тесен Алапи хӑй епле ҫӳрекелет-ши? Хӑнӑхнӑ пуль ҫав, ан хӑра.

Шерккей сыхлана-сыхлана ҫӳлелле хӑпарчӗ.

Велюш килтех иккен-ха: хӑрлатса та шӑхӑрса ҫывӑрни таҫтан илтӗнет. Шерккей пӗр кана Велюш мӗнле ҫывӑрнине итлерӗ. Велюш ҫинҫен кӑна шӑхӑрса ярать те сывлӑшне хӑрлаттарса туртать, унтан татах шӑхӑрса ярать. Канса, ыр курса ҫывӑрать-ҫке, тупата, епле хапсӑнас ҫук Велюша? Хӑй вӑл, ав, тӗлӗкпе урмӑшсах ҫывӑраймарӗ. Шерккей урипе пускаласа илчӗ, шӗвӗр пӳрнипе ҫеҫ алӑкне тӑкӑртаттарчӗ, вара кӑштах тӑхтаса тӑчӗ. Велюш ҫаплах ҫывӑрать-ха. Ӳсӗркелем пек туса пӑхрӗ Шерккей:

— Кхм, кхм… Килтехчӗ-ши хуҫи?

Хирӗҫ сас-чӳ пулмарӗ. Епле апла? Илтмерӗ-шим тата?

Шерккей пӳрт алӑк хӑлӑпӗнчен ярса кӑна тытрӗ — алӑкӗ яри уҫӑлчӗ. Шалта вӗлле хурчӗ ҫӑвӑр уйӑрать тейӗн — выҫӑхнӑ шӑнасен йышлӑ ҫӑмхи чарӑна пӗлми сӗрлет. Шӑна сӗрлени хӑйне илтӗнет, Велюш ҫывӑрни хӑйне уйрӑм юрӑ пек янӑраса тӑрать. Пӑчӑхса ҫӗрӗшнӗ сывлӑш. Велюш кутник сакки ҫине выртнӑ. Ун айӗнче ҫара хӑма, пуҫелӗк вырӑнне ҫӑмламас ҫӗлӗк. Кулленхи тумне хывман. Ҫӑпатине хӑраххине салтнӑ, хӑраххи уринчен тухса ӳкнӗ те тӑпӑлнӑ кантри вӗҫҫӗн ури тунинчен ҫакӑнса тӑрать, хӑй ҫаплах шӑхӑрта-шӑхӑрта харлаттарать. «Кур-ха эс ӑна, — шухӑшласа илче Шерккей, — алӑкне питӗрмесӗрех ҫывӑрать, енчен хӑй патне хурахсем кӗрес-тӑвас пулсан?..» Унтан йӗри-тавра пӑхкалать: мӗн пур ара кунта? Хӑлтӑр-халтӑр сӗтелӗ пур иккен те, хӑй пекех уксах виҫ ураллӑ тенкелӗ, витри пур тата. Куҫ тӗлне урӑх нимӗн те ҫакланмасть. Кам кӗтӗр кунта вӑрра? Алапине хӑйне вӑрласа кайсан раҫ? Вӑл та пулин никама кирлӗ мар чун…

Шерккей, чӗриклетекен урай тӑрӑх пускаласа, кил хуҫи пат-не майӗпен ҫеҫ ҫывхарчӗ; ҫывӑракан ҫынна хулӗнчен тӗкрӗ.

— Сан патна килсеттӗм те, Велюш, те тӑрайӑн ӗнтӗ, те тӑрайӑн… — ытла та йӑваш илтӗнчӗ ун сасси.

Велюш хӑнк та тумарӗ.

Шерккей ӑна тепӗр хут вӑратма тытӑнчӗ:

— Велюш, илтетне, теп те, Велюш!..

— Амм-нь-ям-нямм… — темӗн чӑмлана пек каласа хучӗ Велюш, шӑлӗпе хӑрушшӑн шӑтӑртаттарчӗ, хӑй ҫаплах вӑранмарӗ.

— Тӑр-ха, Велюш, тӑр тетӗп ӗнтӗ! — тарӑхсах каласа хучӗ килнӗ ҫын, ӑна кӑштах хулӗнчен те силлесе пӑхрӗ. Анчах лешӗ те илтсе, те илтмене хыврӗ, те чӑнласах илтмерӗ — ырӑ та, хаяр та чӗнмерӗ. Аптраса ҫитрӗ Шерккей. Пурпӗрех вӑратса пулмасть пуль кӑна тесе, килне кайма ҫаврӑнса тӑчӗ, унтан тепӗр хут сӑнаса пӑхасшӑн пулчӗ.

— Ӑлапа тетӗн, шуйттан ҫури! Мӗн кӳпчесе выртатӑн! — хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл, капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр.

Шартах сиксе вӑранчӗ Ӑлапа. Ҫавӑнтах выртнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ.

— Э?!. Мӗн пулчӗ?.. Кам пулчӗ ку?

— Ну, ыйха туртан та иккен, ача, вӑратса вӑранмастӑн. Сан патна сан патна килтӗм.

— А-а, эс иккен… Ну, ну, килни юрать-ха вӑл… Иртсе лар ҫавӑнта тӗпелелле, — ӑҫта лармаллине кӑтартмасӑрах аллипе сулам пек турӗ Велюш. — Калатӑп-ҫке, ҫынна кӑрнатирла ҫывӑрма памаҫҫӗ, машельниксем. Ман пек ҫынна канӑҫ кирлӗ мар теҫ пуль, тупата. Ӗнер пулчӗ — ӗнер ами ҫапла, ҫутӑлнӑ-сутӑлман тутлӑ ыйхӑран вӑратса, картла выляма ҫавӑтса кайрӗҫ. Паян та акӑ… — аллипе вӑл лапсӑркка ҫӳҫне шӑлкалам пек турӗ.

Шерккей капла калаҫса сӑмах вӗҫне тухас ҫуккине ӑнланчӗ, Велюша хӑвӑртрах пӳлесшӗн пулчӗ:

— Вӑл юрӗ-ха, юрӗ-ха, — терӗ Шерккей, — эпӗ сан патна ӗҫпе килнӗ ҫын, ҫавна аса ил.

— Кала, итлетӗп. Мӗн кирлӗ сана?

— Эс Велюш, пит маттур ҫын, мӗн пултарнине пӗтӗмпе, пӗтӗмпе тума пултаратӑн…

— Каларӑн! Эпӗ тесен-и?

Алапа хӑйне кура ҫирӗп те ҫивӗч калаҫать. Сассине илтсенех никам пултараймасан та вӑл пултарать темелле.

— Мӗн тумалла? — хӗрсе кая пуҫларӗ Велюш.

— Ара ӗнтӗ… — аптрасах каласа хучӗ Шерккей. — Ӗнер чиперех калаҫса татӑлтӑмӑр-ҫке, астӑваймастнам ҫавна?

Велюш ик аллипе пуҫне ячӗ тытрӗ, куҫӗ тарӑхса хӗсӗнчӗ.

— Пуҫӑм ыратать, тупата, халь-халь ҫурӑлса тухас пек. Мухмӑрӗ кастарать, ҫӗр ҫӑтасшӗ. Эс пур — хӗвел тухнӑ-тухман хам ҫуртӑма килсе кӗретӗн те славни ҫывӑракан ҫынна Ӑлапа та Ӑлапа тесе вӑрататӑн. Ху та Лаша кӑна-ҫке?

— Каламарӑм-и сана, пӳрсӑмӑр та кӑштах лашасем темерӗм-и?

— Эй! Э-эй!.. Эс лаша-тӑк, эп ӑҫтан лаша пулам? Микул патшан пирвӑй кӑрнатирӗ ӑҫтан лаша пултӑр вӑл?.. Ан тив, эпӗ Ӑлапах пулам та, Лаши эс хӑвах пул, Шерккей шӑллӑм… Ах турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм, мӗншӗн ҫуратса янӑ-ши пире? Пуҫӑм ниҫта кӑйса кӗме ҫук ыратать. Эс те пулин…

Шерккей пӑшӑрханмасть-ха хӑйне мӗншӗн ҫуратса янӑшӑн. Ӑлапа хутне кӗрес шухӑшӗ те ҫук унӑн. Хальхинче вӑл сӗмах йӗркине кӑна чипер тытасшӑн.

— Мухмӑрне чӗртӗпӗр-ҫке ӑна, — сарӑмсӑр кӑна каласа хучӗ вара вӑл. Сӑмахне тем пек шӑппӑн каларӗ ӑна ҫийӗнчех ӑнланчӗ.

— Э? Мӗн терӗн? Мухмӑрне чӗртсен-и?.. Эх, Шерккей шӑллӑм, мухмӑр чӗртсен, калам сана, Хвалын тинӗсӗнчен пӗччен пуҫпа патша карапне тӑвалла сӗтӗрсе ҫитерӗп те ху патна кӗртсе пуҫтарӑп — мухмӑр чӗртсен…

— Е, ун пирки мӗн каласси пур? Каларӑм пулсан, пулать ҫав ӗнтӗ.

— Вӑт ку ырӑ сӑмах, — Велюш шӑп ларнӑ ҫӗртен тинех мӗшӗлтете пуҫларӗ. Ҫӑпатин пураннӑ кантрине салта-салта тертленсе ҫитрӗ, кантрине туртса татсан ҫеҫ темле майпа ҫыхкаласа яма мел ҫитерчӗ.

— Апла эс пыратӑп тетӗн, пыратӑп тетӗн?

— Пыратӑп! Халех ак, каларӗ тейӗн, пыратӑп.

Велюш халех пыратӑп тет пулин те, ӑна кӗте-кӗте чылай вӑхӑтламалла-ха, Шерккей ҫавна пит лайӑх сисет. Юрать-ха, вӑл ӑна хальхинче мухмӑр чӗртессипе сӑхлантарчӗ. Апла тумасан та майӗ ҫукчӗ ҫав. Вӑл шухӑшланӑ ӗҫре Алапа Велюшӗ питех те кирлӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

— Кала, Шерккей шӑллӑм, мӗн тумалла пулать-ха ман унта? — куҫне-пуҫне шӑлкаласа ыйтрӗ Велюш.

— Пырсан, хӑвах курӑн, хӑвах курӑн.

— Ха! Йӑпатрӑм терӗн пуль. И-и, ачам, пӗлнӗ пул, Шерккей шӑллӑм: суха туса пулмасть манран, пӑттаму ура ыратать. Нӳхреп те чаваймастӑп — пилӗкӗм авӑнми пулчӗ. Япала-тавраш ҫӗклейместӗп — ӳпкем анса ларасран чунӑм ҫук, снаш. Утма-чупма та хӑю ҫитереймӗп — ҫак вӑхӑтра вӑл пирвӑй кӑрнатирӑн ӗҫӗ мар темелле. Иртнӗ эрнекунччӗ-и ҫав, Чалӑш ҫӑвар Мехти пуссинчен сивӗ шыв ӗҫрӗм те, ҫав та юрамарӗ курӑнать, мӑя шӑнтрӑм. Мӑй вӑл, ачам, ал-ура мар, куран пуль — халь те, шарикленӗ карӑш пек, мӑя ниҫталла пӑраймастӑп…

Ҫапла нарастаран инкек вӗҫҫӗн инкек тупса темле майпа та тӳрре тухнӑ пулӗччӗ Велюш, енчен ӑна Шерккей пӳлмен пулсан. Шерккей пӗлет-ха Велюш кирек мӗнле ӗҫе те тиркенине, вӑл ӑна ҫийӗнчех лӑплантарчӗ: ӗҫӗ унӑн сухаламаллн те, чавмалли те ҫук, йӑтмалла пулсан та, Велюша шанса тӑмасть-ха, хӑех пултарать. Велюшӑн куҫӗ чакӑр, ҫивӗч, енчен енне кӑна пӑхкаласа тӑмалла пулать, тата кампа та пулин калаҫма тӳре килсен, чӗлхи тӗрӗс ҫакӑнса тӑтӑр, ҫав кӑна.

— Ҫав кӑна-и? Ҫав кӑна-и, ами?.. Ах, Шерккей шӑллӑм, мана, эппин, эс тасур салтак ӗҫне тупса паратӑн-ҫке? — хӗпертем пек турӗ Алапа Велюшӗ, усӑнса аннӑ ҫӳҫне пуҫ ухнӑ вӗҫҫӗнех каялла лӑст вырттарса. — Ун пеккине пит пултаратӑп, ами. Ху пӗлен, куҫӑм ман тулли эрех черкки пек, чӗлхем те пыр тӗпӗнчех ҫакӑнса тӑрать. Салтакра чуне, ҫапла, тӑсланка ехветтӗр мана пӗр ӑстӑрккӑ лӑпланса ларма хушнӑ пулнӑ иккен те, сӑмахне хӑлха урлӑ ирттернӗ пулинех, санпа пулмас-ҫапла?.. Шӑпах ӑна итлесе ларас чух пӳкле сӑмах пер яр. Хайхискер мана тӑрӑнсах тӑрӑнчӗ. Чӗлхӳне кӑларса кӑтарт-ха тет, вӗт, ами. Эп ӑна кӑлар та кӑтарт. Алли унӑн, сана калас кирлӗ алсатулӗ пысӑкӑш. Хайхискер мана чӗлхерен ҫавӑрчӗ тытрӗ. Кала, Шерккей шӑллӑм, мӗн тунӑ пулӑттӑн, енчен шӑпах сан тӗлне ҫавӑн пек инкек килнӗ пулсан?

Шерккей куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ.

— Вӑт ҫапла ҫавӑ, — терӗ Алапа Велюшӗ, — ехветтӗр мана чӗлхерен туртрӗ-туртрӗ — а снаш, туртса кӑлараймарӗ. Чӗлхесӗр тӑрса юласран чунӑм ура тупанне анса ларчӗ вӗт, ами. Турра шӗкӗр! Татаймарӗ. Халь те пулин хӑй вырӑнӗнчех ҫакӑнса тӑрать-ха. Акӑ ме, кур! — Велюш ҫавӑнтах вӗҫлеке те вӑрӑм чӗлхине тӑсса кӑларчӗ. Хӗпӗртесе пӑхрӗ Шерккей ун хӗрлӗ чӗлхине: пырать, аптрасах каймасть пуль-ха. Шӳтле кӑмӑлне пытараймасӑр кулкаласа тинкерчӗ Ӑлапа Велюшӗн чӗлхине.

— Апла пырас тетӗн? — сӑмах хушрӗ вӑл кулкаланӑ маях.

— И-и-и, кайрӑмӑр ӗнтӗ, — ура ҫине тӑчӗ Велюш.

— Ара, эс питне-куҫна ҫума ӗлкӗреймерӗн-ҫке?

Велюш пӗр самант хушши ун сӑмахӗ мӗне пӗлтернине шухӑшларӗ те унтан тавҫӑрса илчӗ.

— Чӑрманмастӑп. Ҫук, ҫук, чӑрманмастӑп, — терӗ вара. — Упа ав, ҫур ҫулта пӗрре питне ҫӑвать — иксӗмӗртен таса, сывлӑхлӑ, снаш. Эп те чӑрманмастӑп. Салтакра чуне те, ами…

— Хӑвӑнне ху пӗлен ҫав ӗнтӗ, ху пӗлен, — питех мухтамасӑр килӗшрӗ Шерккей. Велюш ҫав хушӑра алӑкӑн-тӗпелӗн сиккелесе ҫӳрерӗ.

— Патака та илес пуль, ами, чысла улпут пек пултӑр-и? Элле, патаксӑр та юрать-и?

— Е, патакпах ытла вӗҫкӗнленмесен те юрӗ, — чарам пек турӗ ӑна Шерккей.

Велюш пӗр хушӑ шухӑшласа тӑчӗ, кайран аллипе сулчӗ.

— Эс каланӑ пек пултӑр эппин…

Чӗриклетекен урай тӑрӑх ҫепӗҫ пускаласа, вӗсем пӳртрен тухрӗҫ. Ҫӳлтен ансан, Велюш хӑй картишӗнче ӳсекен ыраш хушшине кӗрсе кайрӗ. Тата тем кирлӗ пулчӗ ӗнтӗ ӑна, шухӑшларӗ Шерккей. Велюш ҫав вӑхӑтра пӗр ҫӗре ҫитсе пӗшкӗнчӗ, унтан ура ҫине тӑчӗ, тепӗр ҫӗре ҫитсе пӗшкӗнчӗ — татах ҫӗкленчӗ, виҫҫӗмӗш ҫӗре ҫитсе пӗшкӗнчӗ, васкамасӑр пӑркаланса тухрӗ. Аллине темӗн тытнӑ хӑй.

— Паян, мур илесшӗсем, пӗтӗмпе те ик ҫӑмарта ҫеҫ тунӑ. Кунсерен улттӑ-ҫиччӗ пуҫтараканччӗ — халь тем кутӑнлашаҫҫӗ.

— Камсем кутӑнлашаҫҫӗ, ара?

— Чӑхсем ӗнтӗ…

— Миҫе чӑх усратӑн?

— Кам? Эпӗ-и?

— Санран ыйтатӑп.

— Хӑ! — аяккинелле пӑхрӗ Велюш, — Кур-ха, манран ыйтать! Ха-ха! — хӑрах аллинчи ҫӑмартине ҫамки ҫине ҫат ҫапса ҫӗмӗрчӗ те ӗҫсе ячӗ. — Ман хаман пӗр чӑх та ҫук, пӗлессӳ килсен, кӳршӗсенне шутламан, пӑттаму пӗлместӗп. Вӗсен чӑххи-автанӗ ман патӑмран туха пӗлмест, ҫӑмарта та тӑвӑҫҫӗ, снаш. Кӑрчӑкӗ вӗсен, тухатмӑш хӑраххи, виҫӗмкун пӗр чӗнмен-туман ҫӗртен кунта килсе кӗчӗ те чӑххисене хӑвала-хӑвала картишӗнчи пӗтӗм ыраша ашса пӗтеретчӗ пуль, ай пӑскӑртса ятӑм хӑйне те! Халь ав, пуҫне те кӑтартми пулчӗ. Чӑххисем хама ырӑ сунса килеҫҫӗ-ҫке, илӗртсе хӑтланмастӑп, ами. Килес ҫул пӗтӗм Утламӑш чӑххине ҫакӑнта илештерес тетӗп-ха, вӑрӑм качаллӑ паттӑр автан туянса ярас теп. Шӑмӑршӑри пӗр ирҫенне курсаччӗ ҫавӑн пек вӗҫкӗн автан. Качи, пӗлессӳ килсен, шит тӑршшӗ. Авӑтасса та, ами, ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарса кӑна авӑтать. Ҫавӑн пек автан-и? Пӗтӗм ял чӑххине ертсе килме пултарать!

Шерккей пуҫне сулкаларӗ.

— Пурӑнан та пурнӑҫа, — терӗ вӑл.

— Майне, снаш, пӗлмелле.

Тӑкӑрлӑкпа вӗсем иккӗшӗ васкамасӑр анчӗҫ. Шерккей ӑна ӗнер Илюк арӑмӗпе тытӑҫса пӑхнӑ вырӑна кӑтартасшӑнччӗ. Унтан урӑх шут тытрӗ. Хӗн чӑтса курнӑ ҫынна ун ҫинчен асӑнтарса кӳрентересшӗн пулмарӗ. Ҫав вырӑнтан вӗсем пӗр-пӗрне сӑмах чӗнмесӗрех иртсе кайрӗҫ.

Лашине кӳлсе хунӑ Тимрук вӗсем пырасса паҫӑрах кӗтсе тӑратчӗ. Шерккей тилхепе тытма ӗлкӗрчӗ кӑна — Ӑлапа ӑна асӑнтарса та хучӗ.

— Чим, ара, чим-ха тетӗп. Илӗртсе ҫеҫ чӗнмерӗн пуль-ҫке мана?

— Э? — ун еннелле пӑхса илчӗ Шерккей. — Тем каласшӑнччӗ тата?

— Хӑ! Пӗлмене хывать!.. Калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ. Пуҫӑм ыратать терӗм, тӳрлетӗпӗр терӗн, ами. Юрамасть апла, Шерккей шӑллӑм.

— Э-е, эс ҫавӑн пиркиех иккен-ха… Тимрук, ачам чуп-ха пилеш айне. Ҫавӑнти ещӗкре пушатса пӗтермен кӗленче сапа пур. Илсе кил ҫавна кунта, илсе килех.

Тимрук часах кайса илсе килчӗ.

— Курка тавраш та кирлӗччӗ ӗнтӗ?

— Ху васкамалла тетӗн, чӑрманса вӑхӑт ирттерер мар, ами. Кӗленчере пӗртен-пӗр шӑтӑк, тумламне тӑкмасӑр ӗҫӗпӗр.

— Хыпкаламалли…

— Хӗрнӗ тутана ҫанӑпа шӑлкалатпӑр, — Велюш выҫӑхнӑ пек пӑхса илчӗ Шерккей аллинчи симӗс кӗленчене.

— Ме, ӗҫ, ӗҫ эппин кӗленчеренех.

Велюш кӗленчене ярса тытрӗ, хӑй мелсӗр каҫӑрӑларах тӑчӗ. Вахӑтсӑр пӗркеленнӗ пит-куҫӗ йӑл кулчӗ, унтан, Шерккей енне пӑхса, пуҫне савӑнӑҫлӑн сӗлтрӗ:

— Сан сывлӑхӑшӑн!

— Тавах, ӗҫ.

— Алла панӑ куркана, мӗлле калаҫҫӗ-ха, пушатмасӑр лартсан, леш тӗнчери атте-аннесем кӳренеҫҫӗ тет, — кӑмӑллӑн лӗкӗртетрӗ Велюш.

— Ырӑ кур, — терӗ ӑна Шерккей.

Велюшӑн ҫара карланкине вӑл ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ. Карланки мӑкӑлӗ вылянса кӑна тӑрать. Шарикленӗ карӑш тенӗ сӑмаха асне илчӗ Шерккей, Велюшӑн вара, хӑйне кура, мӑйӗ те чиперех пӑркаланать иккен, хӑй каланӑ пек, пӑркаланмасть мар. Ӑлапа темерӗн. Эрех сыпнӑ чух питне-куҫне кӑштах та пулин чалӑштарин! Кай, тупата, ӑҫта кӑна ҫаплах ӑсталанса ҫитнӗ!

— Ара, хӑвар ӗнтӗ пӑртак, хӑвар пӑртак, — шӳтлесе ҫеҫ сӑмах хушрӗ Шерккей.

Велюш хӑварма та пултаратчӗ, ҫапах чарӑнса тӑмарӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе ячӗ, йӑлтах пушатнӑ кӗленчине Шерккее тыттарчӗ. Тепӗр ҫӑмартине ҫӗмӗрсе ӗҫрӗ. Чакӑр куҫӗ йӑлкӑшса кӑна пӑхать.

— Ну, ыр куртӑм та, ами… Ара, сан валли те хӑвармаллаччӗ пуль-ҫке, мӗншӗн маларах каламарӑн? Ай, тупата, кӑшт кӑна маларах систернӗ пулсан та… — ӳкӗнем пек турӗ Ӑлапа Велюшӗ. — Калатӑп-ҫке, е систерсе хурасчӗ.

— Юрӗ-ҫке, — тере Шерккей. — Ӗҫре кӑна аптрамалла ан пултӑр. Мана тесен, тумламне шӑршласа пӑхмӑттӑм.

— Ӗҫ пирки-и? Халь-и? Кӳл мана лашу вырӑнне — иксӗре вӑн ҫав Пӑхаллӑ сӑртне туртса ҫитерӗп.

— Ларӑр, ларӑр эппин, каяр хӑвӑртрах.

Шерккей тилхеперен туртрӗ. Кӗпер урлӑ каҫсан, вӗсем сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, Ӑҫтиҫук кассине кӗчӗҫ, Тухтар умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

— Ҫак пӳрте, — терӗ Шерккей, вӑрӑмкка урапи ҫинчен чи малтан анса, — ҫак пӳрте эпӗ хам аллӑмпа хам лартнӑ! Пӗччен! Ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ вӑхӑтра ҫак хӳшше те пулин хам пата куҫарса лартас тетӗп. Илтетне, Велюш? Сана ҫак ӗҫре пулӑшма чӗнетӗп.

— Мимене ӗнтӗ.

— Кирек те мӗнле кала.

Шерккей, ҫил хапхине уҫса ярса, лашине ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса, картишне кӗртрӗ.

— Мана, — терӗ вӑл, — ҫак ӗҫре кам та кам кансӗрлеме пӑхсан, Велюш, сан ҫине шанас ӗмӗтӗм пур.

— Тӗрӗс шухӑшлатӑн.

Кӗтмен ҫӗртен сӑмаха Тимрук хутшӑнчӗ.

— Атте, мӗне кирлӗ пулчӗ ун пек хӑтланма? Ку ӗҫе ман алӑ та ҫӗкленмест.

— Мӗнле «хӑтланма» тата?

— Эй, ами, каларӑн, ҫӗклесен ҫӗкленет вӑл алӑ, — сӑмах хушрӗ Велюш.

— Тухтар тете хӑй таврӑнсан пире мӗн калӗ?

— Хӑравҫӑ!

— Чӑн та, хӑравҫӑ, чӑн та, хӑравҫӑ. Мӗн калатӑр пире Тухтар?.. Тата, вӑл кунта те килет-ха, те килмест. Килсен, ара, ытах… хамӑр пата пурӑнма куҫать, ҫав кӑна, ҫав кӑна.

— Эй, ами, Шерккей шӑллӑм, тухать санран паян! Пар-ха кунта сенӗк, ҫурчӗ тӑррине хамах хӑпарса каям.

— Кансӗртерех пулӗ сана. Велюш, кансӗртерех пулӗ.

— Кансӗр мар. Никаккуй та кансӗр мар. Калатӑп вӗт, чи ҫӳле хӑпарса каятӑп.

— Ах, тупата, хамах шутларӑм ҫав. Ҫак ӗҫре терӗм, Велюш пек ӑста та пултаракан ҫынна, терӗм, урӑх кирек ӑҫта пырсан та тупса пулмӗ, терӗм.

Шерккей ҫаплах йӑпалтатса калаҫма чӗлхе ҫитерет. Велюшӑн вӗҫес кӑмӑлне тӗрӗс сисет вӑл. Мӗскӗн Велюша ҫапла мухтани акӑш-макӑш хӑпартлантарса ячӗ, ҫӗклентерчӗ, Велюш темӗн тытса, темӗн тума хатӗр пулчӗ.

Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пӗр ырӑ хавал пур. Ах, кун курасчӗ тенипе ҫеҫ ирттересшӗн мар вӑл хӑй кунҫулне, ӗҫлесе савӑнасчӗ тесе хӗтӗрӗнет. Ҫавӑнпа пӗрлех, кашни ҫыннӑн хӑйне виҫере картас йӑла та пур. Хӑшӗ тӗнчере тӗрӗс-тӗкел ӗҫпе те пархатарлӑ ятпа пурӑнма тӑрӑшать. Ҫавӑн пеккисем хамӑр хушӑрах пит нумай. Мӗн ҫиттӗр иккен ырӑ ята? Тарпа витӗннӗ сӑн-пит сивӗ чухне тата ҫутӑрах курӑнать. Пӗр ачалӑх та пӗр ҫамрӑклӑх, пӗр ӗмӗр килет кашни ҫынна. Чӑн-чӑн ҫын ҫавна кирек хӑҫан та асӗнче тытнипе вӑй-хӑватлӑ вӑхӑтне йытӑллӑ-мачӑллӑ ирттересшӗн мар, хӑй кунне вӑл манӑҫми уяври пек ирттерме шутлать, унӑн кашни ҫитес кунӗ таса шанчӑкне тӳрре кӗртес ӗмӗтпе тулать. Тӗрӗс каламасть-и-ха чӑваш хӑшне-пӗрне тӗнчен ӑшши те сивӗтет, сивви те ӑшӑтать тесе? Мӗн ҫиттӗр иккен хамӑр йышшисем пӗрне-пӗри хисеплемешкӗн те сума сумашкӑн пӗлнине? Эс таса хӑватпа пурӑнни ыттине те савӑнӑҫ кӳтӗр, вӑхӑтна ӑсталанса ӗҫлени еткер ятне упратӑр, хамӑр хыҫҫӑн килес ӑрусене ырӑ ят хушма пулӑштӑр, тата пикенерех ӗҫлеме хӗтӗртсе тӑтӑр, ҫунат хушса ҫӗклентертӗр. Хаклӑ-ҫке пирӗншӗн сумлӑ ҫын хамӑр йышши пин-пин ҫынна, чун патӗнчи пек ҫывӑх курса, вӑхӑтра пулӑшма ӑс ҫитерет пулсан, вӑхӑтра хута кӗрсен, вӑхӑчӗпе ӳкӗтлесен, кирлӗ чух питӗмӗре хӗретсе вӑтантарсан, вӗрентсен, таса кӑмӑлпа ырӑ сывлӑх сунать пулсан! Ун умӗнче эпир пурсӑмӑр та ӗмӗрхи парӑмра. Ун пек ҫынна хак виҫипе виҫмеҫҫӗ — кирек мӗнле хакран та ҫӳллӗрех вӑл, чӑн-чӑн ҫын вӑл! Енчен ун патне пӗр-пӗр ҫамрӑкки пархатарлӑ ӗмӗтпе туртӑнать пулсан, вӑл ӑна алӑ тӑсать, кирлӗ пулсан, ҫавӑтма тӑрӑшать; тӳрӗ ӗҫпе шӑпа ҫулне хӑпарасшӑн пулсан, ун валли пулӑшу чикмекӗ хурать — ан тив, ҫамрӑкки улӑхтӑр, ҫӗклентӗр, пурне те курас вырӑна ҫиттӗр, пиҫӗхсе тултӑр, ун малашнехи вӑйӗ сулӑмлӑрах пулмалла, халӑх хутне кӗрес ӑсӗ ҫивӗчрех туптанмалла. Тӳрӗпе пурӑнса курнӑ сухала ӗмӗр хисепӗ шуратать, ырӑ ӗҫ пӗрсе хытарнӑ алла ӗмӗр сӑвапӗ витет, сайратнӑ ҫӳҫе ӗҫчен вӑхӑт сума сӑвать. Ват асаннен шурӑхнӑ пит-куҫӗнчи кашни пӗркеленчӗк хамӑра та чыс парать, чипер пурӑнма ыр сунать. Ӗҫчен те тӳрӗ ҫын вӑл кирек хӑҫан та, кирек ӑҫта та — пурнӑҫ тӗпелӗнче, вӑл тертлӗ те телейлӗ пурнӑҫӑн ятлӑ уртмахҫи.

Кашни амӑш хӑй ачине чипер ҫын пултӑр тесе ҫуратать. Вӑрӑ та хурах тӑвасшӑн мар вӑл ӑна, ирсӗр те тискер ӗҫе вӗренесрен ик куҫпа сыхлать. Хӑй ачине вӑл ултавҫӑран сивӗтесшӗн, мухтанчӑкран тартасшӑн. Анчах ялан ӗмӗтленнӗ пек пулмасть-ҫке пурнӑҫра. Ҫыннӑн кӑмӑлӗ ҫавӑн пек ӗнтӗ, енчен ура ҫине ҫӗкленчӗ пулсан, вӑл хӑй тӗллӗнех тапаҫланса пӑхасшӑн. Хӑш чухне малтан тӗрӗс туратланнӑ тымарах инкекле пулать. Калӑпӑрин, Турикасра Кӑптӑрмӑш Кӑрмасунӗ пур. Кӑмӑлӗ чапрасне пула хӑйне тем пек асӑрхаттарасшӑн ҫунать. Ытти вара ӑна, тем, асӑрхасах каймасть. Кӑрмасун хӑй пурӑннӑ пирки тепри мӗнле сӑмах каласса, мӗнле хак парасса кӗтет-кӗтет те — ниҫтан кӗтсе илеймест. Тепри хӑйне ҫилӗ хывтарасшӑн мар иккен, утас утӑмӗнчи ҫемҫе тислӗке таптаса шӑршӑ-маршӑ сариччен вӑл Кӑрмасун пеккисенчен пӑрӑнарах утма пӑхать. Кӑптӑрмӑш Кӑрмасун йӑлт аптраса ӳкет: мӗншӗн ун пирки пӗри те ырӑ ятпа асӑнмасть, мӗншӗн ӑна курмаҫҫӗ. Тарӑхать, тилмӗрет вӑл хӑй ӑшӗнче. Текех Кӑптӑрмӑш пулас килмест унӑн, ӑна ят та чап кирлӗ. Хайхискер вӑл хӑй пирки хӑех пӗрре — ӑнсӑртран ҫеҫ — эпӗ те пултаратӑп пек-ха тесе, ҫын ҫинчех систерсе хурать. Мӗскӗне каллех асӑрхамаҫҫӗ. Вӑхӑтра чарӑна пӗлмен Кӑптӑрмӑш Кӑрмасун юла юпма тытӑнать: эпӗ маттур, эпӗ чаплӑ, мана хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма та юрать, эсӗр, тет вӑл ыттисене, ман хӳтӗре пурӑнакан вӗт-шакӑрсем, пурсӑр та йӗксӗксем, тесе евитлет. Халӑх ҫаплах ун ҫинче хӗрлӗ кӗпе пуррине асӑрхамасть. Кӑптӑрмӑш Кӑрмасун кулленхи пурнӑҫри хӑйне шӑпах тивӗҫекен чӑн виҫерен кӑштах та пулин, чӗрне хури чухлӗ те пулин, ҫӳллӗрех курӑнасшӑн хӗрӗнет, хапсӑнать, ҫавӑнпа ҫеҫ мана хам ӗмӗтленнӗ хисеп пулать иккен тесе шутлама пӑхать. Хайхискер, тинех вӑл хӑйне тӗнче кӑвапи вырӑнне хурать, виҫерен иртсе мухтанма тытӑнать, чысран тухса вӗҫкӗнленсе каять. Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне хӑй: «Тайма пуҫӑм!» тенипех савӑнать, ӗмӗтӗм тулчӗ тесе каҫӑхать. Шанмаллипех шанать вӑл хӑй ӑспуҫӗпе туртса кӑларнӑ ҫак халаплӑ шухӑша. Тинех ӗнтӗ ытти ҫынсене те палласшӑн мар — хӑй шӳреке, чи ҫывӑх ҫыннин суранӗ те ӑна ыраттарми пулать, иртен кунҫулра урӑм-сурӑм хирӗҫсе пурӑннипе сивӗннӗ чӗри те — енчен вӑл, элле, тахҫан ӑшӑ пулнӑ пулсан та — тепӗр хут ӑшӑнаймасть, ӑшӑнмалӑх хӗлхемӗ юлман. Пурӑнать вара вӑл ҫапла хӑй тӗллӗн тӗнче ҫӗртсе.

Кӑптӑрмӑш Кӑрмасунӑн йӗкӗреш тӑванӗ Хулай Пӑрӑмсанӗ пур. Паллаятӑр-ши эсӗр ӑна? Вӑл ҫамрӑк чухнех, паттӑр ятне илтесшӗн ҫунса, пӗр тӗттӗм кӗтесре хӑйӗн тӑван ашшӗне пуҫӗнчен туртапа ҫапса вӗлернӗ. Ӑсран кӑна кайӑн: уншӑн ӑна никам та паттӑр темен. Ҫынсем унпа куҫа-куҫӑн тӗл пуласран таҫтан аякран пӑрӑнса ҫӳренӗ. Вара ку: «Эпӗ, чӑн та, паттӑр иккен, ав, манран хӑраса, ҫынсем епле ҫӳреҫҫӗ», — тенӗ. Пӑрамсан нихҫан та тарличчен ӗҫлесшӗн пулман. Малтанласа ӑна кун курмашкӑн ашшӗнчен юлнӑ пурлӑх та ҫырлахтарнӑ. Анчах, калать-ҫке-ха чӑваш, пуҫтарасси ҫулталӑк, тустарасси ҫур талӑк, тет. Хулай Пӑрӑмсанӗ шӑпах ҫак йӗркепе ыр курса алтуйи вӗҫне ҫеҫ тӑрса юлать. Вӑл ҫавӑншӑн хӑйне айӑплать тейӗр-и? Апла ан пултӑр! Вӑл хӑй инкекӗ пирки ҫур тӗнче халӑхне айӑплама хатӗр, пӗр хӑй кӑна айӑплӑ мар. Вӑл чӗрре кӗрет, сурчӑк сирпӗтсе ятлаҫать, куҫ-пуҫӗнчен юн сирпӗтсе сан ҫинелле пӑхать, вӑтанасса-мӗне пӗлмесӗр теприн ырӑ ятне те ҫӗртӗччӗ вӑл — вӑйӗ ҫитменни тарӑхтарать, вӑйӗ ҫитмест пулсан та, кӑшкарашать-ха вӑл, карланки пӑхӑр унӑн. Ӗҫчен кӳрши чун хавалӗпе тӑрӑшса ӗҫлесе пурнӑҫне ӑнтарса яма хӑват ҫитернӗшӗн кӗвӗҫсе, Хулай Пӑрӑмсанӗ тем тума хатӗр. Вӑл тарӑхать, шалт ҫурӑлса кайиччен ҫилленет, чакалашать, ятлӑхне ҫӗртет, сутӑнчӑка тухать, юлашкинчен вара капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр шалкӑмпа-мӗнпе хутланса ӳкет те тытамак чирӗпе хӗне кайса вилет. Шалчи тулчӗ иккен хайхискерӗн теҫҫӗ вара ун пирки.

Ҫавӑн пеккисем вӗсем пурте чӑн этемсенчен катӑлса юлнӑ тӗлешкесем кӑна-ха, ҫапах та вӗсем хӑйсене пурнӑҫ патши вырӑнне хураҫҫӗ. Чӑн пурнӑҫра вӗсем тӳрӗ те пултаруллӑ ҫыннах тепӗр чух пысӑк инкек кӑтартма пултараҫҫӗ. Тепӗр каласан, чипер ҫынсене пурӑнмашкӑн ытлашши канӑҫлӑ та кичем е салху ан пултӑр тесен, иртен кунра ҫав йӑх-яхсем те кирлӗ пуль ҫав, чи хӑватлӑ ама — ҫутҫанталӑк — ҫуратса янӑ-ҫке вӗсене. Ӗнтӗ вӗсем ӗмӗр ӳкӗтне кӗме пӗлмеҫҫӗ пулсан, кӗме тӑрӑшмаҫҫӗ те пулсан, чӗн чӑпӑрккапа та ӑса кӗртсе ҫитереймӗн. Ун пеккисемшӗн халӑх айӑплӑ мар…

Алапа Велюшӗ ҫакӑн йышши ҫынсен хушшине те шӑнӑҫаймасть. Унӑн мухтанасси те, чапшӑн ҫунни те, ҫынна кураймасси те тата ытти ҫавӑн пек киревсӗр енӗсем те хӑйпе пӗрлех ҫуралнӑ. Шӑпах ҫаксене шута илсе суйларӗ те ӑна Шерккей, хӑйне ҫакӑн пек чӑрмавлӑ ӗҫре Велюш кӑна пулӑшма пултарӗ тесе. Тен, йӑнӑшмарӗ те пуль. Акӑ халь ӑна Шерккей пултаратӑн та ӑста тесе хӗм парса тӑчӗ-ха. Велюш хӑй те хӑй мар — хӗвелпе юнашар ларнӑ пек туя пуҫларӗ хӑйне.

— И-и, тӑванӑм, — терӗ вара вӑл куҫне шӑлкаласа, — мана вӗт, ху пӗлен, тӑван ялта кӑна Ӑлапа теҫҫӗ. Салтакра чуне эс мана курнӑ пулӑсӑнччӗ! Чӑн калатӑп — паллайман пулӑттӑн. Ак, кур, хӳме-и? Ҫӳллӗ хӳме. Пӑхсан куҫ-пуҫ чарӑлса каймалла. Пӗлӗт патнелле кармашать, калам сана. Ун ҫине хӑпармалла, снаш. «Утламышкин!» — тетчӗҫ. Ҫапла чӗнетчӗҫ мана салтакра, хисеплесе. Кам чи малтан ҫавӑн тӑррине хӑпарать? Велюш! Шыв урлӑ ишсе каҫмалла. Сарлакӑш-и? — Велюш сасартӑк Куршанкӑ енне пӑхса илчӗ — ӑна ытла ҫывӑх пек туйӑнчӗ, унтан ҫич-сакӑр ҫухрӑмра курӑнакан Тенкешек сӑртне куҫларӗ, Тенкешек инҫӗшӗ те ҫырлахтараймарӗ пулас, каласа хучӗ вара:  — Тинӗс тейӗн! Тӗпне, сана калам, тӑсса ура ҫитмест. Кам малтан ишсе каҫать? Каллех Велюш! Хельхепӗл калатчӗ вара: «Ай, пултаратӑн та», — тетчӗ. Утламышкин пулнӑ ҫав ун чуне хам та. Тата калам сана, чавсапа упалентеретчӗҫ. Туртӑнса шунӑ май, ыттисен чӗркуҫҫийӗсем юн суракан пулатчӗҫ — Велюшӑн хӑнк та пулман, тӑхланран шӑратса тунӑ пек ҫуталатчӗ чӗркуҫҫи. Чупмалла пулсан та, ура лаппи ҫӗре перӗнместчӗ. Халь ав, виҫӗмкун, Яхвисен вилеймен йыттине хӑваларӑм та урам тӑрӑх, тӗнче мӑшкӑлӗ мар-и, ӑшша пиҫрӗм, ҫапах та ҫитсе-тытса пулмарӗ. Юлашкинчен лач сурса хутӑм та, урӑх чупассӑм та килмерӗ. Ҫав ура айӑпланниех хур кӑтартать ҫав мана, — сывлӑшне лаш ҫавӑрчӗ Велюш.

Улах урам. Ҫын иртсе ҫӳрени курӑнмасть. Шерккей хӑй ӗҫне хускатса ярасшӑн васкарӗ. Пӳрт хыҫӗнче тӑват-пилӗк урлашкаллӑ чикмек пурччӗ, Велюша ҫавӑн тӑрӑх хӑпарса, йӳрт тӑрринчи улӑма сирсе антарма хушрӗ. Велюш, уксахлать пулин те, ҫӳле чиперех хӑпарса кайрӗ. Шерккей ӑна аялтан сенӗк тӑсса тыттарасшӑн пулчӗ. Велюш ун сӑмахне илтмерӗ. Вӑл енчен енне пӑхкаларӗ, выҫӑхнӑ хур пек, вӑрӑм мӑйне тӑсса тата ҫӳлерех улӑхрӗ, унтан аллисене сарса ейкеленме те тытӑнчӗ:

— Эй!.. Камсем эпӗр! — терӗ вӑл, ял еннелле хуҫа пек пӑхкаласа. — Салтак пулккисем эпӗр… Микул патшан пирвӑй кӑрнатирӗсем! Паллатӑр-и пире?.. Эсӗр камсем!.. Камсем теп те…

— Ан кӑшкӑраш-ха, тархасшӑн, — тарӑхса йӑлӑнчӗ Шерккей, — шӑп пул, шӑп пул тетӗп-ҫке ӗнтӗ…

Алапа Велюшӗ, тата тем каласшӑн хӑпартланса, аллисене тӑскаларӗ ҫеҫ, ҫавӑнтах мелсӗр тайӑлчӗ-тайӑлчӗ, ҫӗрелле персе те анчӗ.

— Ай!.. Ай, Шерккей шӑллӑм… — йынӑшрӗ вӑл. — Пилӗкӗм тинех ҫичче суйланчӗ пулмалла. Ҫакӑн пек ҫӳллӗ ҫӗре мана хӑпармасан та юрать тесе хамах шухӑшларӑм та, ҫук ҫав, ак халь ахлатса вырт ӗнтӗ ҫапла, атте-аннен ятлӑ ҫӗрӗ ҫинче. Ай!..

— Ҫук чун! — ҫӗткеленсе илчӗ Шерккей. — Юрать-ха, ҫӗрӗшнӗ улӑм ҫине кӑна персе антӑн, персе антӑн.

— Шерккей шӑллӑм, хӗрхенччӗ мана кӑштах…

— Нимӗн те ыратмасть санӑн, нимӗн те ыратмасть. Ӑлапа та иккен, чӑнах. Ӳсӗрӗлсе те кайрӑн пулас, мулла месинӗ пек, мулла месинӗ пек кӑшкӑрашатӑн. Сана мухмӑр чӗртме мар, тумламне шӑршлаттарма юрамастчӗ…

— Ай, чим-ха эс, тӑванӑм…

— Пӗтрӗн-ҫке ӗнтӗ, выртнӑ ҫӗртен те ху тӗллӗн тӑраймастӑн. Теплелле лавпа килне ҫитерсе тӑкмалла пулать-ха ӗнтӗ сана, чӑрмав-ҫке, тупата…

Велюш йынӑшма чарӑнчӗ.

— Чим-ха, чим, — терӗ вӑл, — ура ҫине тӑма хамах вӑй ҫитерӗп, — мӗшӗлтете пуҫларӗ хайхискер. Унтан сассине кӑштах ҫемҫетсе каласа хучӗ:  — Эс ак, Шерккей шӑллӑм, ҫапла калатӑн та мана, эппин, ху ҫавӑнта хӑпарса кӑтарт-ха. Э? Эп аялтан пӑхса тӑрам.

Шерккей унпа сӑмахласа тӑмарӗ, ывӑлне пуҫ сӗлтрӗ. Ывӑлӗн Тухтар пӳртне ишес ӗмӗчӗ ҫукчӗ, ашшӗ мӗн хушнине илтмене хурасшӑн пулчӗ, аяккинелле пӑрӑнса утрӗ.

— Тимрук, эс мӗн, халӑх пуҫтарӑнасса кӗтетнем? Хӑпар тенӗ хӑвӑртрах!

Ашшӗ тепӗр хут хистесе асӑнтарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Тимрук пӳрт ҫине хӑпарчӗ, аллине виҫӗ юплӗ сӗнӗк тытрӗ, ҫӳлте сайхах ҫыххисене салта-салта тухрӗ, ҫӗрӗшнӗ улӑма ҫӳлтен вӑйкӑнтара пуҫларӗ. Ваннӑ улӑм пӗрчипе тусан сывлас сывлӑша пӳлес пек сирӗле пӗлми мӑкӑрланса тӑчӗ.

Ашшӗ ҫав вӑхӑтра, пӳрт алӑкне ҫыхнӑ пӑява салтса, пӑлтӑра кӗчӗ, кунта мӗн пуррине пӑхкалама тытӑнчӗ. Тӗттӗм кӗтесре сарлака ывӑспа витнӗ ырҫа пур. Шерккей ҫав ырҫана хускатасшӑн мекеҫленсе пӑхрӗ. Ырҫи хускалмарӗ. «Мӗн тултарнӑ-шн вара ҫакӑнта?» Вӑл ывӑсне ҫӗклесе пӑхрӗ. Ыраш иккен. Пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа тасатнӑ пек шултра ыраш, вунӑ пӑт та пулать пуль. Ахӑртнех, вӑл акнӑ тыррине Элентейпе пӗрле пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫапса-сӑвӑрса хӑй патне кӗртсе хунӑ пуль. Епле ӑна хальччен шӑши-тавраш касман-ха?

Шерккее хирӗҫ сӑмах тавӑрса каланӑ пек, пӑлтӑрта йӗтӗр пек мӑнтӑр хура кушак, хӑйне кӗтмен ҫӗртен чӑрмантарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса, алӑк патӗнчен васкамасӑр йӑпшӑнса иртрӗ, хулӑн сасӑпа вӑрӑммӑн макӑрса илчӗ, хунар пек йӑлтӑркка куҫпа Шерккее асӑрхаса пӑхрӗ, унтан, тепӗр кӗтесри пуш ещӗксем хушшине кӗрсе, куҫран ҫухалчӗ. Шерккей ун-кун пӑхкаларӗ: юратмасть, ай, юратмасть вӑл хура кушака. Те кушак-ха вӑл тата, шет, кушак та мар-тӑр, пӗр-пӗр хаяр тухатмӑш шӑп ҫак самантра хура кушак пулса кӗчӗ пулсан?.. Шерккейӗн ҫанҫурӑмӗ шӑнса кӳтнӗ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ӳт-тирӗ ҫӳҫенсе сӑрӑлтатрӗ. Хӑтланать-ҫке Шерккей. Ӗҫлет пулать. Мӗне кирлӗччӗ-ши ӗнтӗ ӑна ҫак телейсӗр Тухтарӑн ҫуртне тустарса хӑй патне куҫармашкӑн? Вӑл, Шерккей, ҫавӑн пекех тарӑхса, кӑх пулса ҫитнӗ ҫынччӗ-ши? Тухтарӗ хӑй ҫакӑн пирки пӗр сӑмах калӗ, халӑх ӑна ҫӗр хут йывӑрлатӗ те пин хут асӑнтарӗ. Шерккей ҫак хура кушака пула ҫавӑн пирки асне илчӗ те, унтан хӑйне хӑй йӑпатма хӑват тупрӗ: иртнӗ вӑхӑтри мар ӗнтӗ халь, ытла кирлӗ пулсан, вӑл халь кирек кампа калаҫма та пултармалла. Укҫа чул касать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль-ха. Шерккейӗн хӑйӗн щухӑш пур. Ҫурт ӑна ятшӑн кӑна кирлӗ. Килӗнче мӗн чухлӗ мул пуррине ыттисем ан пӗлччӗр, ҫакӑн пек пӗчӗк ҫуртпах курнӑҫмалла пулнӑ иккен мӗскӗн Шерккейӗн теччӗр. Ҫаплах пултӑр ҫав. Кӑҫал пуҫтарас тыррине вӑл икӗ хут ытларах пуҫтартӑм тейӗ. Ура ҫине тӑрса ҫитетӗп ӗнтӗ, тесе сӑмах сарӗ. Хапсӑнччӑр, кӗвӗҫчӗр, вӗчӗхчӗр ялйышсем. Тата-и? Тата вӑл ыранах урапине шӑналӑк картарӗ. Тимрукне ялсем тӑрӑх кӑларса ярӗ. Ан тив, Тимрукӗ, ҫунса кайрӑмӑр-ҫке тесе, ялтан яла ҫитсе ҫӳретӗр, ывӑҫласа та пулин пӗрчӗ пуҫтартӑр. Халӑх чӗри хӗрхенет ун пек ҫынна. Хырӑма урлӑ ярас пек саркалантармасан та, ҫакӑн пек чухне ура ҫине тӑмашкӑн мелне ҫитермелле. Шерккей начар ҫын-им, Лаша-им вӑл? Вӑл кӑтартӗ-ха хӑй кам иккенне. Тухтар ҫуртне куҫарса лартнӑшӑн тӗрлӗрен сӑмах пулӗ, ӑна усал та тейеҫ, сӑхӑ та тейӗҫ. Калӗҫин. Ҫын сӑмахӗ ҫилӗм мар, хыҫа ҫыпӑҫмасть, калаҫӗҫ-калаҫӗҫ те чарӑнӗҫ. Тухтар, енчен инҫетри ҫултан тӗрӗс-тӗкел таврӑнас пулсан, тен, ун патнех пуҫҫапма пырӗ. Вӗсен халь пӗр-пӗрин хушшинче темӗн уйӑрмалли ҫук, мӗн пулни — иртнӗ. Йыснӑшӗ ӑна, лешӗн кӑмӑлӗ пулсан, тахҫан иртнӗ ҫулхисенчен те ҫывӑх курӗ, турам ҫӑкӑртан хӑвармӗ, кӗрӗк-пиншак ҫӗлетсе парӗ, ӗҫленине кура ун ҫипуҫне те питӗрмешкӗн тӑрӑшӗ…

Шерккее хаяр сунакан татах та пулӗ-ха, ытларах та пулӗ. Хапсӑнас непсӗ хӑшӗн-пӗрин чӗри ҫумӗнчех вӗчӗлтетет куран. Ҫавсем пеккисем мар-и-ха ирӗн-каҫӑн пӗр-пӗр курайман ҫыннӑн ҫуртне вирт ярса ҫунтарма хатӗррисем?.. Сыхӑрах пулмалла ҫав. Тӑнӑҫсӑр Урнашкасем, ав, тӗлӗкре те канӑҫ памаҫҫӗ. Таҫта тарса пытанчӗ пулать-ха ҫав хура кушак. Шерккей тӗрлӗрен ещӗк купаласа хунӑ кӗтесе пырса каптӑртаттарчӗ. «Пӗрӗс тенӗ сана!..» — ҫилле илсех каларӗ вӑл, ури тӗлне килнӗ япаласене тапса шанкӑртаттарчӗ. Хайхи кушак хӑйне ҫаплах хӑратнине сисрӗ пулас, хӳрипе васкамасӑр пӑтраткаласа, пӑлтӑртан юлхавлӑн тухса кайрӗ. «Кансӗрлерӗҫ имӗш ӑна кунта, кур-ха эс, кнеҫ тейӗн, кнеҫ тейӗн, ылханса тухса каять-ха тата. Ӑ-ӑ, пӗтме маннӑскер! Пуҫна пултӑр!..» — шӑлне ҫыртса илчӗ Шерккей.

Пушӑ катка та пур иккен кунта. Пӳртӗнче тата пит чипер арча курӑнать, ал вӗҫҫӗн тунӑскер. Арчи пит илемлӗ вара. Кравачӗ, сӗтелӗ пур — ҫуртра мӗн кирли малтанласа Шерккее хӑйнех ҫитмелле. Ҫавсене туянса, ахалех укҫа тӑккалама кирлӗ те мар иккен. Ҫакӑнта мӗнпуррине Шерккей пӗтӗмпе хӑй патне тиесе каять. Тасатсах кайнӑ-ҫке тенӗ сӑмах пурпӗрех пӗрре пулать ӗнтӗ. Эппин, турпасӗ те ан юлтӑр.

Ҫапла мӗнпуррине пӗтӗмпе пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн Шерккей картишне тухрӗ. Тимрук тӑрринчи улӑма сирсе ывӑтнӑччӗ, урлӑш каштасене, ӳкерсе ватасран сыхланса, йӗркипе шутара-шутара антарчӗ. Мачча ҫинче кӗтӳ пушши пулнӑ иккен. Пушӑ аврине пӑхӑрпа кӑшӑлланӑ та, пӑхӑрӗ тутӑхса симӗслене пуҫланӑ. Пушӑ вӗҫне шур хӗлӗхпе явса питӗрнӗ. Кам пушши пулнӑ-ши ку? Тимрук ӑна мачча ҫинчен картиш варринелле ывӑтрӗ. Вӑрӑм пушӑ, ҫӗлен пек явкаланса, ҫӗрте тӑсӑлса выртрӗ.

Мачча каштине пусса тӑракан пӗренесене антарнӑ чух картишне кӳршӗ ҫынни, курпун старик Эпти, килсе кӗчӗ. Кунта мен ӗҫленине вӑл пӗр сӑмах чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те шап-шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне кӑмӑлсӑр сулкаларӗ, тата ик-виҫӗ утӑм малалла ярса пусрӗ, каллех чарӑнса тӑрса пуҫне сулкаларӗ.

— Эс, мӗн, иййе хӑрахӗ, канӑҫа ҫухатса кунта сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн? Пуҫна юмӑҫ пек сулкаласа тем пӑхатӑн-ха тата, — ҫакӑн евӗрлӗ саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ ӑна Ӑлапа Велюшӗ.

— Апла. Иййе хӑрахӗ иккен. Юмӑҫ пек тет.

Ват ҫын куҫне мӑч-мӑч хупкаларӗ, Шерккей патнерех иртрӗ, чӗтренерех тухакан сассипе сӑмах хускатрӗ:

— Пӑхса тӑтӑм-тӑтӑм та картишӗмрен, мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха кӑсем тетӗп, эсӗр ак мӗн тӑватӑр иккен, — шӑхӑрса тухнӑ пек илтӗнет шӑлсӑр старикӗн васкамасӑр каланӑ сӑмахӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, Эпти папай, — терӗ ӑна Шерккей, хальхинче питех хапӑл пулмасӑр. — Ҫунса кайрӑмӑр-ҫке кӑҫал, ҫунса кайрӑмӑр. Халь ҫакна та пулин куҫарса лартас тетпӗр. Хӳтӗ кирлӗ-ҫке пирӗн ҫынна та.

— Ют хӳтӗ ӑшӑтас ҫук, ачам, эс ҫуннӑшӑн Тухтар айӑплӑ мар пуль-ҫке, ҫавна хӑвах тӗшмӗртетӗн. Хӑтланма кирлӗ марччӗ ҫакӑн пек. Ырӑ пархатарна ан ҫухат, Шерккей шӑллӑм.

— Пархатарне ӑна пӳлӗх кӑна пӗлет-ха, Эпти папай. Ҫакӑншӑнах, ҫакӑншӑнах ятӑм каяс ҫук-ха ман ял ҫинче.

— Хам шутӑмпа, хам ҫакӑнта хурала кӗрӗшрӗм пулать те, хытарса калатӑп сана, кун пек ан хӑтлан. Тустарасси темӗн мар вӑл, пуҫтарма тытӑнсан ниҫтан ҫитерме ҫук. Ҫӗнӗрен хӑпартса хӑвар та каялла ҫавӑрах каяс ҫулна, ачам. Пурсӑр та чипер кайӑр.

Ӑлапа Велюшӗ ун патнерех сиксе пычӗ.

— Эс, Эпти папай, ватӑлнӑ, йӳте пуҫланӑ, — терӗ вӑл. — Санӑн кун пек ӗҫе хӗсӗнмесен те юрать. Ак сана ҫак кӗтӳ пушшине тыттарар та, утах ху ҫулӑпа.

— Ай, Велюш, — терӗ ватти. — Ытла хытӑ калатӑн. Кӗтӳ кӗтес пушӑ ӗмӗртен вӑрӑм мар, ӑна ҫакмашкӑн хӑвна ан пӳртӗр.

— Эс, ами, апла-и-ха? — хӗремеслене пуҫларӗ Алапа Велюшӗ. — Чӗкеҫ чӗлхипе каланине те итлесшӗн мар, кур-ха ӑна. Халех тухса кай кунтан, вӑрӑ! — кӗтмен ҫӗртен кӑшкӑрса пӑрахрӗ Ӑлапа Велюшӗ.

— Мӗн тен? Вӑрӑ тетне? Кама вӑрӑ тетӗн эс, Велюш?

— Сана калатӑп. Санран пуҫне кам пултӑр.

Старикӗн шурӑ тути чӗтреве ӳкрӗ. Вӑл мелсӗр чакса-чакса пычӗ те урапа ӳречинчен тытӑнчӗ.

— Ак тамаша! Мӗн вӑрларӑм-ши вара эп хам ӗмӗрте?

— Кур-ха, пӗлмене хывать! Пӗлмеҫҫех тетӗн пуль ҫав! Каларӑн та. Мукаҫей кӗлечӗн леш енче сирӗн анӑр пур-и?

— Пур-ҫке ара, ҫурпилӗкӗм унта мукаҫей кӗлечӗпе ҫума-ҫумӑнах-ха…

— Ҫав ҫурпилӗкпе юнашар Хемитсен ҫурпилӗкӗ те пур. Пӗлтӗр эс, кӗлте турттарма кайсан, ҫав Хемитсен ани ҫинчен икӗ ҫӗмел ыраш кӗлти вӑрласа килтӗн, хам куҫпа хам куртӑм.

— Йӗркеллӗ калаҫ, Велюш! — шартах сиксе илчӗ старик.

— Йӗркеллӗ тетӗн. Пит йӗркеллӗ калатӑп-ха. Тата… ҫуркунне, кӗтӳ антарсан, выльӑхна хӑвах хапха уҫса кӗртеттӗн, манса та кайрӑнам?

— Кӗртмесӗр ара, ҫавӑн пек кирлӗ пулнӑ пуль, вӑл ӗҫе кам тумаллине ҫуртра ӑна-кӑна шутласа тӑман ҫав ӗнтӗ.

— Питех те кирлӗ пулнӑ ҫав! Ун чухне те эс ху выльӑхупа пӗрле Апӑльхасен качака такине… Астӑватна, ҫӑмламас кӑна мӑкла такаччӗ… Ҫавна хуса кӗртрӗн те вӑрттӑн пусса ҫирӗн. Какайӗ пит тутлӑ пулчӗ пуль?

Аптраса тӗлӗнсе ҫитнӗ Эпти сӑмах ҫавӑрса калаймасӑр тӑчӗ. Ай, тупата, мӗн каласа, мӗнле хӑртмасть-ши ҫав Велюш. Ҫав самантра Эптийӗн аслӑ ывӑлӗ Мулентей ҫитрӗ.

— Мӗн шапалтататӑр кунта? — ыйтрӗ вӑл.

— Ак кунта, ами, пире, чип-чипер ӗҫлекенсене, аҫӑр чӑрмантарса ҫӳрет. Эс те пулин ӳкӗте кӗртсе яр-ха ӑна, Мулентей, ӗҫлӗ ҫын патне ҫӳриччен тесе кала… — мӗн калассине те каласа хучӗ Велюш. Мулентей, ҫакӑнти сӑмах вӗҫне хӑй тӗллӗнех тухасса шанса, ашшӗне кунтан пӑрӑнма сӗнчӗ. Мӑшкӑл вӗҫне юлнӑ старик тыттарнӑ пушша пӑрахмасӑрах хӑйсем патнелле уттарчӗ. Мулентей ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

— Мӗн тӑватӑр эсӗр кунта? — терӗ вӑл, сарӑ мӑйӑхне шӑлкаласа.

— Утӑ ҫулатпӑр, — каласа хучӗ Велюш.

— Утӑ ҫулмастӑр та-ха эсӗр, ӑна хамах куратӑп.

— Куртӑн пулсан, мӗн тӗпчесе тӑрассу пур? Курнӑ — кайнӑ, ҫав кӑна. Туй мар вӗт кунта.

Шерккей маларах иртрӗ.

— Аптрасах ҫитрӗм-ҫке, Мулентей, — терӗ вӑл, сассине ытла янӑратмасӑр, — ҫак ҫурта куҫарса лартас пӗрех хут терӗм, куҫарса лартас терӗм.

— Ку ҫурт Тухтарӑн-ҫке? Мӗншӗн пӑсрӑр?

— А кам тунӑ тетӗн вара ӑна? — куҫа кӗрес пек каласа хучӗ Велюш. — Пӗлессӗнех килет пулсан, ку пӳрте Шерккей ак ҫак аллисемпе тунӑ, — Шерккее аллинченех сӗртӗнчӗ Алапа Велюшӗ. — Эппин, урӑххисен кунта ҫӑвар тутине ямашкӑн та не стуйӑт. Сана та калатӑп, пире ан кансӗрлесе тӑр!

— Ӑлапа, эс шӑпрах пул-ха. Санпа калаҫмастӑп. Иштерместӗп ку ҫурта.

— Камӑн шӑпрах пулмалла? Ман шӑпланмалла-и? Манӑн-и? Кур-ха, мӗнле, ӗҫлекен ҫыннӑн шӑпах пулмалла, вӑл пур — Чӗмпӗр майри пек, кӑллин-кӑллин кӑна пускаласа ҫӳретӗр. Иштерместӗп тесе сӳпӗлтетет-ха… Пӑрӑннӑ пул кунтан!

— Эс кама ҫапла калатӑн? — хӗрсе кая пуҫларӗ Мулентей те, — кама ҫапла калатӑн?

— Сана ара. Пӗлместӗп тетне эс камне? Эс кам иккенне эпӗр пи-ит лайӑх пӗлетпӗр…

— Кам вара эпӗ? — чӑннипех тӗпчесе пӗлес пек ыйтрӗ Мулентей.

— Хӑ! Эп кам тесе тӑрать-ха, ами, — шухӑшласа илем пек турӗ Алапа Велюшӗ, унтан ӑҫтан кӑна сӑмахне туртса кӑларчӗ-тӗр: — Хурах эс, акӑ кам! — тесе лаплаттарса та хучӑ.

— Мӗн терӗн эс, Велюш? Мӗн терӗн?.. — ун патнелле ҫывхарчӗ Мулентей. Ҫак самантра ӑна, чӑн та, хурах теме пулатчӗ пуль: сарлака та вӑйлӑ аллисем Велюшӑн хытанка мӑйне ним мар ҫавӑрса тытассӑн курӑнса кайрӗҫ. Велюш ҫийӗнчех тимӗр юплӗ сенӗке ярса тытрӗ.

— Ну, ну, ҫулӑхас тетнем?

— Эс мӗнле каларӑн ҫак мана? Мӗн каласа хӑртрӑн ҫӗлен каяшӗ?

— Хурах терӗм, урӑх мӗн калассӑм пур тата? — тесе хучӗ Велюш. — Хайпӑлара пуҫану пурӑнать вӗт сан?

— Пурӑнать пуҫанам, пурӑнать. Сӑмах кунта ун ҫинчен пымасть-ха. Эс ман пуҫанана ан тӗкӗн…

— Э-э, ан тӗкӗн иккен! Сурхури вӑхӑтӗнче пӗрле ӗҫкӗре пултӑр, астӑватна? Ӑна эс ҫӗр варринче Утламӑша лартса килтӗн. Тен, ман ҫавна та пӗлмелле мар пуль?

— Астӑватӑп-ха ӗнтӗ, астумасӑр ара. Ун чухне сана эпӗ пӗр курка кӗрчеме ӗҫтернӗ пек те астӑватӑп…

— Ак, ак, шӑпах ҫавна калатӑп та! Шерккей, ами, эс те илтнӗ пуль, хӑех мана кӗрчеме ӗҫтертӗм терӗ.

— Ӗҫтернине астӑватӑп та, ӗҫтертӗм тетӗп ҫав ӗнтӗ.

— Ӗҫтертӗн ҫав. Ӑлапа Велюшӗ ан шавлатӑр терӗн пуль. А хӑвӑр ҫав каҫхине, пуҫанӑрпа иксӗр… Илтемес ятлӑччӗ-и-ха пуҫану?

— Элтимер ятлӑ та-ха вӑл, мӗне кирлӗ пулчӗ сана, ҫавна ниҫтан пӗлеймӗстӗп.

— Пӗлӗн, час пӗлӗн ак. Ҫав Элтимерпе иксӗр Турикас ҫырминче Нятяка ҫыран хӗррине чикӗлентерсе ярса вӗлертӗр…

— Ҫ-ҫӑпан тухтӑр чӗлхӳне! — хӑрушшӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ Мулентей. — Мӗн сӳпӗлтетен эс нихҫан пулмана? Ӑҫтан шухӑшласа кӑларан ҫавӑн пек ӗренкесӗр сӑмах?

— Ӗренкесӗр тетне? Ак хӗрелен, ак хӑвах хӗрелен! — ейкеленсе илчӗ Велюш.

Шерккей ҫак хыпара илтсе куҫне-пуҫне чалӑртса пӑрахрӗ. Сурхури вӑхӑтӗнче Нятяк ялта чӑнах та ҫухалнӑччӗ. Ҫуркунне юр ирӗлсе пӗтсен кӑна, ун виллине Турикасри чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ял ачи-пӑчи тупса тухнӑччӗ. Утламӑшра халиччен пурте Нятяк хӑй ҫавӑнта ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тетчӗҫ, вӑл ав мӗнле пулса тухнӑ пулать иккен…

Ҫилли килнӗ Мулентей пӗр хӗрелсе те пӗр шӳралса кайрӗ. Аллине хытӑ чӑмӑртаса вӑл Велюш патнелле пычӗ. Лешӗ сенӗкне ҫӗклесе тата хытӑрах кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

— Ҫулӑхса кӑна пӑх! — терӗ вӑл. — Халех ак хурах кӑшкӑратӑп та, эс Нятяка вӗлерни ҫинчен пӗтӗм Утламӑша евитлӗ пулӗ. Кала, евитлӗ пултӑр-и? Евитлӗ пултӑр-и?.. Ну, Мулентей, хӑвӑнтан килет!

— Эс тем хӑямат та туртса кӑларӑн, — терӗ вара Мулентей, хайхи Велюш чӑнласах хурахлатса кӑшкӑрашма пултарасран шикленсе. Мӗн тесен те, ялта Мулентей пирки Велюш евӗр шухӑшлакан ҫук, ун ячӗ хисепреччӗ-ха. Велюш ҫапла тӗк тӑнӑ ҫӗртен ун ятне ҫӗртме пултарать, ҫавна пула вӑл каллех хӑй сӑмахне тепӗр хут каларӗ:  — Тем те шухӑшласа кӑларӗ сан ирсӗр пуҫу.

— Шухӑшласа тетӗн! Вӑт ҫут хӗвел, эппин, хам куҫпа хам куртӑм. Нятяк арӑмӗ тилпӗрен вӑрринчен пӑтӑ пӗҫерсе типӗтӗ, наркӑмӑш юхтарӗ. Упӑшкине эс тӗртсе ярса вӗлернӗ текен хыпара илтсен, сана-и? Тепӗр кунхинех сан пыршӑна кумса хурать.

— Ухмах эс! — тесе лачлаттарса сурчӗ те Мулентей, урӑхран сӑмах йышне ӳстермесӗр, хӑй патнелле йывӑр кӑмӑлпа сулӑнчӗ.

— Эп мӗн мар ҫав, — терӗ Велюш, — элекҫӗ мар эп. Хам мӗн пӗлнине те урӑххине каласа кӑтартмастӑп… — унтан вара Шерккее куҫран пӑхрӗ. Шерккей ним тӑва пӗлмесӗр анӑраса тӑрать. — Ну, пӗр пӳлӗннӗ ӗҫе малалла ярар пуль, Шерккей шӑллӑм.

— Эс… мӗнле апла?

— Ан ҫӳреччӗр пире кансӗрлесе. Ав, пӑрӑнчӗҫ ӗнтӗ.

— Нятяк пирки, чӑн та, ҫапла пулман пуль-ҫке?

— А пулин-пулмин, тинех ман ӗҫ ҫук унта. Халь вӗсем пире ашшӗпе иккӗш кӑна мар, пӗтӗм ҫемйипех никаккуй та ҫыхланаймаҫҫӗ. Пуҫӗсене хӳмерен ирттерсе кӑтартма хӑраҫҫӗ. Ҫав кирлӗ вӗсене.

Тӗлӗннӗ Шерккей пуҫне сулкаларӗ.

— Ай, тупата, ӑҫтан кӑна сӑмахна ҫапла килтерсе пытӑн?

— Эс мана пултараймастӑн тесе тӑраттӑн пуль-ха?

— Пултаратӑн, ним калама та ҫук. Ну, Велюш, рехмет сана, рехмет ҫакан пек чухне ман хута кӗрсе калаҫнӑшӑн.

— Рехметӳпех эрех тупас ҫук та-ха. Халь санран черкке кӑна мар, пулӑштухӗпех тухать, тепрехинче те хутна кӗресси пултӑр.

— Тавтапуҫ, тавтапуҫ. Ҫурт куҫарса пӗтерер-ха, эрех илме хӑвна манит тыттарса ярӑп…

Вӗсем лав тиеме тытӑнчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней