Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3. «Вӗҫме хатӗрлен!»

Раздел: Ӗҫҫинче –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Яндаш

Источник: Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Год: 1955; Добавлен: 2020.08.16 22:55

Предложений: 631; Слово: 5645

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

МТС-ра улӑх-ҫаран пайӗ уҫӑласси ҫинчен пӗлсен, Авдотья савӑнсах кайрӗ:

— Акӑ хӑҫан ҫӑмӑллӑн сывласа яратпӑр! — терӗ вӑл хӗпӗртесе.

Вӑл хӑйне тахҫанах пӗчӗкленсе кайнӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын пек туйнӑ. Планпа палӑртнӑ пысӑк ӗҫсене тума ӗҫ вӑйӗ нумай кирлӗ пулнӑ, ҫынсем ҫитмен, Авдотья та хӑшпӗр чухне ҫапла каланӑ:

— Ҫуркунне ҫинчен шухӑшлатӑн та — макӑрса ярасси патнех ҫитетӗн! Выльӑх-чӗрлӗх апачӗн пусӑ ҫаврӑнӑшне ту, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑна лайӑхлат, шыв илекен вырӑнта улӑх ту, симӗс конвеер йӗркеле, выльӑх-чӗрлӗхе лагерьте усрамалла ту, анчах ҫыннисем сахал, — тенӗ.

Вӑл МТС-а ҫӗнӗ машинӑсем курма, ӗҫ ҫинчен калаҫма кайма хатӗрленчӗ.

— Сыхланмастӑн эсӗ, унта-кунта ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗн, — салхуллӑн каларӗ Василий. — Асту, пӗчӗккине сиен тӑватӑн акӑ.

Ӑна пӗчӗккишӗн шикленни мар, Авдотья каллех МТС-ра ӗҫлекен Степанпа тӗл пулма пултарасси ытларах салхулантарнӑ.

Вӑл сӑмахпа каламан шиклӗхе Авдотья пӗр йӑнӑшсӑр ӑнланчӗ, ун ҫине ачашшӑн та хыттӑн пӑхрӗ.

— Халь-и, кайран-и, кайса килме тивет. Тен, пӗрле кайӑпӑр?

— Хатӗрленнӗ пулсан, пӗчченех кай ӗнтӗ.

Вӑл Василипе лапкӑн калаҫрӗ, анчах пулас тӗлпулуран чӑннипе хӑй те хӑрарӗ.

«Мӗнле тӗл пулӑпӑр, мӗнле уйрӑлӑпӑр? Мӗнле вӑл халӗ, Степа? Ҫук, тӗл пулмастпӑр. Тӗл пулма тивӗҫлӗ-и-мӗн эпир? Эпӗ мастерскоя каймастӑп. Эпӗ тӳрех кантура, унтан — каялла. Каймасан юрамасть. Мӗн чухлӗ ӗҫ пирки калаҫса татӑлмалла!»

Улшӑннӑ кӗлеткине пытарма пысӑк тутӑр ҫыхса, вӑл ҫула май тупӑннӑ грузовикпа МТС-а кайрӗ.

Унта ҫитсен, мӗн кирли пирки йӑлтах Прохарченкӑпа тата аслӑ агроном Высоцкипе хӑвӑрт калаҫса татӑлчӗ.

Степан ниҫта та курӑнмарӗ, ун ҫинчен никам та асӑнмарӗ. Вӑл хӑюланса ҫитрӗ.

— Улӑхра ӗҫлемелли машинӑсем хӑшӗсем кунта? — ыйтрӗ вӑл тула тухсан.

Типшӗмрех алӑ вырӑнне сӑран протез ҫакса янӑ ҫын, Рубанов замполит, шурлӑхра ӗҫлемелли плугсене, канав чавмалли, тӗмсене касмалли, курӑк акмалли машинӑсене кӑтартрӗ. Авдотья вӗсен ҫирӗп аякӗсене, ӗнесемпе сурӑхсене сӑтӑрса пӑхма хӑнӑхнӑ пек, шӑла-шӑла, сӑтӑркаласа пӑхрӗ.

— Куншӑн кама ыталаса чуптумалла вара пирӗн? — ыйтрӗ вӑл.

— Пилӗк ҫуллӑх плана чуптума тивет санӑн! — йӑл кулчӗ Рубанов.

Пур ӗҫсене те пӗтернӗ ӗнтӗ. Киле кайма вӑхӑт ҫитрӗ.

«Акӑ ӗнтӗ, пурте йӗркеллӗ пулчӗ. Эпӗ Степӑна тӗл пулаймарӑм», — шухӑшларӗ Авдотья, унтан сасартӑк пӗтӗм йӗри-тавралӑх пушанса юлнӑ пек туйӑнчӗ.

МТС-ран шӑппӑн та кӑмӑлсӑртараххӑн тухнӑ чухне ун умне малтан ансӑр хулпуҫҫиллӗ типшӗм кӗлетке тухса тӑчӗ. Вӑл ҫак кӗлеткене те, ҫирӗппӗн те пӗр тикӗс утӑмпа утнине те, типшӗм питне те палласа илсен, ытла шуралса кайнипе Авдотьйӑпа Степан хушшинчи историе районти пур ҫынсем пекех пӗлекен Рубанов самантрах ҫухалчӗ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине Авдотья сиссе те юлаймарӗ.

Авдотья ҫывхарса пыракан Степан ҫине пӑхрӗ. Машинӑсем хушшине тарса пытанмалла-и, ӑна хирӗҫ каймалла-и, вырӑнтах тӑмалла-и? Вӑл комбайнӑн тимӗр аякӗ ҫумне таянса тӑчӗ. Ун тавра мартри тумла шӑпӑртатать. Ҫивиттисемпе карнизсем ҫинчен пӑр шӑрҫисем ярӑмланнӑ, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса, унта та кунта тумла вӗҫсе иртет; кашнине уйрӑм илсен, вӗсем пӗр сисӗнмесӗр тумланӑ, анчах пурте пӗрле вӗсем МТС-ӑн пысӑк килкартине кӗмӗл тӗспе ҫутатнӑ, янравлӑ сасӑпа тултарнӑ. Авдотья пуҫӗ тӗлӗнче ҫивиттинчен шӗвӗр вӗҫлӗ пысӑк пар ҫакӑнса тӑрать, ун тӑрӑх чупса анакан тумламсем аялалла, юртан тата пӑртан тунӑ пӗчӗк башньӑсем, стенасем, каҫмасем пула-пула тӑнӑ, е ҫӗрелле ишӗле-ишӗле аннӑ, — пӗр тикӗссӗн тумлаҫҫӗ.

Степан ҫывхарсах пычӗ, Авдотья вара ун ури айӗнчи ҫурхи ирӗлнӗ юр епле пусӑрӑнса юлнине, таптаса такӑрлатнӑ ҫул ҫинче хура йӗрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри палӑрса юлнине курчӗ.

…Ҫак кунтан вара нумай ҫул иртӗ, анчах темиҫе ҫултан та, ӑс-тӑнӑн ӑнланма ҫук законӗ тӑрӑх, мартри пирвайхи тумла Авдотья асӗнче Степанӑн ҫурхи шевлине кӗртсе лартнӑ пек ансӑр хулпуҫҫиллӗ кӗлеткине курнипе юлӗ, Авдотья вара, чун-чӗрипе инҫене кайса, ҫур сӑмах каласанах чарӑнма, хӑйпе юнашар ҫынсене те манма пултарӗ.

Степан инҫетрине курман, ҫавӑнпа вӑл ӑна ҫывӑха ҫитсен ҫеҫ палласа илчӗ. Авдотья ун пичӗ епле туртанса илсе, тӳрех хытса кайнине курчӗ. Степан ӑна куҫ шӑрҫисенчен тӳрех, куҫне вӗҫертмесӗр пӑхрӗ, ун патнелле васкаса утрӗ.

Анчах вӑл хӑйне алла илме пултарчӗ:
— Сывлӑх сунатӑп, Дуня, — терӗ вӑл шӑппӑн, Авдотья патне ҫитсе тӑрсан.

— Сывлӑх сунатӑп, Степа.

Вӑл Авдотьйӑна аллине тӑсса пачӗ. Ҫакӑнса тӑракан пӑртан катӑлса аннӑ пӗчӗк пӑр татки унӑн алтупанӗ ҫине ӳкрӗ. Авдотья ӑна алӑ пачӗ те унӑн ӑшӑ ӳтне, ҫурхи нӳрлӗхӗн кӑштах сивӗ тумламне туйрӗ.

— Улӑхра ӗҫлемелли машинӑсене курма килтӗн-и?

— Ҫапла, Степа.

— Аван машинӑсем…

— Вӗсенчен пысӑк пулӑшу кӗтетпӗр…

Вӗсем шӑпланчӗҫ.

— Ну, епле пурӑнатӑн, Дуня? — ыйтрӗ Степан лӑпкӑ сасӑпа.

— Аван мар теме ҫылӑх мана, Степа… Эсӗ мӗнле?

— Эпӗ те япӑхах пурӑнмастӑп…

Пӗр-пӗрне вӗсем куҫ вӗҫертмесӗр пӑхрӗҫ. Ҫак кӗске тӗлпулӑвӑн пӗр секундне те сая ярас мар тесе, вӗсем куҫа мӑчлаттарма та хӑрарӗҫ.

«Малтанхи пекех! Халӗ те малтанхи пекех!» — шухӑшларӗ Авдотья.

«Начарланнӑ. Каштах ватӑлнӑ. Ҫапах та малтанхн пекех!» — шухӑшларӗ Степан.

— Ӑҫта эсӗ, Авдотья Тихоновна? Сана кӗтетпӗр! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна лав ҫинчен ҫул май пыракансем.

Степан ҫинчен ҫаплах куҫне вӗҫертмесӗр, вӑл ӑна алӑ тӑсса пачӗ:

— Ну, тепре куриччен, Степа… Мана чӗнеҫҫӗ. Сана ырлӑх сунатӑп, Степа…

Степан унӑн аллине тытса чарчӗ. «Манман-и? Малашне манмӑн-и?» — ыйтрӗҫ унӑн куҫӗсем.

«Манса кайман. Манас та ҫук. Сан пеккине манмаҫҫӗ», — ҫирӗппӗн те тӳрӗ кӑмӑлпа ответлерӗҫ Авдотья куҫӗсем.

Степан ӑнланчӗ ӑна, унӑн пӳрнисене хытӑрах чӑмӑртарӗ, йӑл кулчӗ.

Степан нимӗне те шанман, ниме те кӗтмен. Ача чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ пӗрре пӗрлешнӗ, тепре уйрӑлнӑ, ҫавӑнпа вӑл ача чухнех хуйха-суйха ытлашшипех тӳссе ирттернӗ. Вӑл пӗрре ашшӗпе, тепре амӑшӗпе пурӑннӑ, пӗрре пӗриншӗн, тепре теприншӗн тунсӑхланӑ, ниҫта та хӑйне чӑн-чӑн килти пек туйман, таҫта кайсан та харкашусемпе тытӑҫусене кӑна курнӑ, хӑйӗн ҫемйине яланах темле, ҫынсенчен пытармалла, намӑсла чир вырӑнне хунӑ. Ҫемьесӗр ирттернӗ ачалӑх унӑн ҫивӗч туйӑмлӑ чӗрине тӳрлетме пултарайман паллӑ хӑварнӑ, вара вӑл, ҫавӑнтанпах, ачисене ниме хумасӑр ҫемьене пӑсакансене курайми пулнӑ. Вӑл харпӑр хӑй шухӑшӗнчен кӑшт та пулин тухакана та каҫарма пултарайман ҫын пулнӑ. Акӑ мӗншӗн, Авдотья ачисен ашшӗ Василий таврӑнсан, Степан Авдотьйӑна тытса чарма тӑрӑшмарӗ. Ҫакӑ унӑн вӑйсӑрлӑхӗнчен, юрату ҫителӗксӗр пулнинчен мар, Авдотьйӑпа пӗрле хӑй валли телей ҫулӗ хупӑ пулнине уҫҫӑн ӑнланнинчен килнӗ.

Авдотьйӑпа тӗл пулнӑ чухне вӑл унпа халӗ ҫӗнӗрен ҫыхланасси ҫинчен шухӑш та тытман, анчах унӑн вӑл ӑна асра тытнипе тытманнине пӗлес килнӗ. Авдотья урӑх ҫыннӑн арӑмӗ пулнӑ пулсан та, уншӑн вӑл «хӑйӗн» пулса юлнӑ. Вӑл курасшӑн пулнӑ, курнӑ, вӑл унпа пӗрле ирттернӗ вӑхӑта пурнӑҫран касса ывӑтма пултарайманнине унӑн сӑн-питӗнче, унӑн куҫӗсенче вуласа пӗлнӗ. Касса пӑрахма килӗшмест те вӑл.

Вӗсем сывпуллашрӗҫ, Степан нумайччен ун хыҫҫӑн пӑхса тӑчӗ.

Киле кайнӑ чухне Авдотья шухӑша кайрӗ. Ирӗлнӗ ҫул тӑрӑх хыҫсӑр ҫунана лаша аран-аран сӗтӗрсе пырать, вара, ерипен пынӑ майӑн, Авдотья умне пурӑнса ирттернӗ вӑхӑтсем майӗпен тухса тӑчӗҫ.

Степан пӗччен те чирлӗ ҫын пек пулнӑ. Василий вӑйпитти, лайӑх пурӑнакан ҫын пулсан та, Авдотья ҫак сехетре Василие шеллерӗ, Степана ырӑ кӑмӑлпа аса илчӗ. Вӑл ӑна мӗнпур йывӑрлӑха пӗрле тӳссе ирттернишӗн, халӗ кӑна тӗл пулнӑ чухнехи хӑйӗн туйӑмне уҫҫӑн палӑртманшӑн, ӑсатса нумай вӑхӑт пӑхса тӑнишӗн тав турӗ. Яланах тата пур ӗҫре те кирлӗ пек пулнӑ вӑл, Авдотья унран яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулма, кашни ӗҫе шухӑшласа та тӗплӗн тума вӗреннӗ. Вӑл уншӑн ыттисенчен ҫитӗннӗрех те вӑйлӑрах туйӑннӑ.

Василий патне хӗрача пек ҫамрӑкланса килчӗ вӑл, анчах чӑн-чӑн ҫамрӑклӑха, ӑшри тулли юратупа савӑнӑҫа Василий мар, Степан вӑратрӗ, пӗрле тӳссе ирттерчӗ. «Вӑл иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах пулнӑ! Пулнӑ!» — шухӑшларӗ вӑл; ҫакна пӗлсе тӑнипе хӑйне телейлӗ туйрӗ.

Степанпа мӗн тӳссе ирттерни пӗтӗмпех унӑн асне килсе кӗчӗ: хӗллехи вӑрӑм каҫсем, юханшыв патӗнче хӑратса кӑларнӑ хир чӑххи, пӗлӗтрен ӳкнӗ ҫӑмӑл ҫӑлтӑр, нумай вӑхӑта пынӑ телей.

«Вӑл пулнӑ! Пӗрле пурӑнма пӳрмен, ун пекки пулать вӑл, анчах ҫавӑ иртнишӗн пирӗн, Степанпа иксӗмӗрӗн, хурланмалла мар, ҫавӑн пек пулнишӗн савӑнмалла! Тен, эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех пурӑнма ҫав кунсенче вӑй илтӗм. Степа та ман пекех хӑйӗн кун-ҫулне тупать акӑ, тепӗр телее тупать, анчах мана манмасть».

Уҫланкӑсем хыҫҫӑн поселоксем ирте-ирте пыраҫҫӗ, пуҫра шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫуралать. Вӑрӑм та хура пуҫлӑ Василий ун умне тухса тӑчӗ те, вӑл вара, ӑна сасартӑк шеллесе, ҫапла шухӑшларӗ:

«Пысӑк та пӑхма ҫиленчӗк, анчах витӗртерех пӑх-ха — мӗн чухлӗ ачалӑх унра! Тен, вӑл маншӑн ҫавӑнпа хаклӑ та — вӑл хаяр арҫын та, пӗчӗк ача та! Унӑн пурнӑҫӗнче, мансӑр пуҫне, никам та ҫук, пулман та! Степа вӑйлӑрах. Степӑна мансӑр пурӑнма Василирен ҫӑмӑлтарах. Мансӑр пуҫне Вася килте пӑшӑрханать пулӗ, эпӗ кайса килнӗ хушӑра канӑҫлӑх курмарӗ пулӗ. Айванскер! Халь ун патӗнчен ӑҫта каям-ха эпӗ? Хӑҫан мӗн пулни иртнӗ ӗнтӗ. Асра сыхласа усратӑп, чун-чӗререн кӑларса пӑрахмастӑп, анчах тепӗр хут таврӑнмасть!»

Василий ӑна пӑшӑрханса кӗтсе илчӗ. Вӑл Степана курнипе курманнине, тӗлпулу унра епле шухӑшсене вӑратнине, ҫемьери ырлӑха каллех хӑрушлӑх кӳрекен япала пуррипе ҫуккине вӑл унӑн сӑн-питӗнче курса илме тӑрӑшрӗ. Авдотья ӑна яланхинчен ҫемҫерех, ҫутӑрах, ачашрах туйӑнчӗ. Вӑл унӑн упӑшки, унӑн ачисен ашшӗ, уншӑн пӗрмаях тӑван та хаклӑ ҫын, ҫавӑнпа Авдотьйӑн ӑна лӑплантарас, хӑйӗнче илсе ҫӳренӗ пуянлӑха, кӑмӑл-туйӑм тулӑхне мӗнле те пулин пӗрле пайлас килчӗ.

Унӑн ачашлӑхӗпе хавхаланнӑ Василий тӳссе тӑранмарӗ:

— Курмарӑн-и унта… Степӑна?

— Куртӑм, — терӗ Авдотья лӑпкӑн. — Мана вӑл улӑхра ӗҫлемелли машинӑсене кӑтартрӗ. Вася! Мӗн эсӗ ытла пӑшӑрханатӑн? — вӑл ӑна пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ. — Нимшӗн те пӑшӑрханмалли ҫук вӗт, Вася. — Унӑн пӑшӑрханӑвӗ иртменнине кура, вӑл ӑна нимрен те ытла лӑплантарма пултаракан сӑмахсене пӗр йӑнӑшмасӑр тупрӗ:  — Пыратӑп машина ҫинче ларса — пӗчӗкки тапкалашма пуҫларӗ! Ҫул килӗшмерӗ пулмалла ӑна. Арҫын ача ҫуралать, Вася. Ытла чӑрсӑр вӑл! Арҫын ача пуласси пуринчен те курӑнать.

Василий унӑн ӑшӑ сӑмахӗсене итлерӗ, таса та ҫивӗч куҫӗсенчен пӑхрӗ, вара майӗпенех лӑпланса пычӗ.

Валентина килте хӑналанчӗ. Яшка тахҫанах вӗресе пиҫнӗ, котлетсем типсе кайнӑ, анчах Андрей ҫаплах таврӑнмасть. Валентина хумханчӗ. Вӑл пӳлӗмрен пӳлӗме кӗрсе тухрӗ, сехет ҫине кашни хутрах пӑха-пӑха илчӗ, ниепле те ӗҫе тытӑнма пултараймарӗ.

Час-часах та пӗрмай тӗл пуласси ҫинчен вӗсем ҫулталӑкӗпех ӗмӗтленнӗ, анчах иккӗшин те ӗҫ нумай пулнӑ. Андрей арӑмӗшӗн ытла тунсӑхласа ҫитнипе Первомайскинчи колхоза тухса кайнӑ, анчах Валентина ҫав вӑхӑтра ытти колхозсенче пулнӑ. Ҫӗрле вӑл, арӑмне шыраса, ял Совет тӑрӑх ялтан яла ҫӳренӗ, вара, ывӑнса ҫитсен, вӑл пӗр-пӗр колхоз бригадирӗ патне ҫӗр каҫма кӗнӗ. Ҫавӑн пек те пулнӑ: Валентина каҫхине, ӗҫрен аран-аран пушанса, ун патне шӑпах унӑн васкавлӑ тухса каймалла самантра пынӑ. Хӑйсен вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреме тивекен пурнӑҫне вӗсем иккӗшӗ те ятланӑ, хӑйсене пӗрле пулма тӳр килнӗ сехетсемпе минутсене пӗр сиктермесӗр шутланӑ.

«Нивушлӗ каллех ӑна кӗтсе илмесӗрех тухса каймалла пулать? — тунсӑхларӗ Валентина, пӳлӗмсем тӑрӑх уткаласа ҫӳресе. — Иртнӗ хутра та ҫапла пулчӗ. Упӑшкапа пӗрле апатланасси ҫинчен телейшӗн ӗмӗтленнӗ пек ӗмӗтленетӗн!»

Вӑл Валентина тухса кайиччен ҫур сехет малтан, савӑнса, хавасланса, хавхаланса килсе кӗчӗ.

— Валька, чунӑмҫӑм, — алӑк патӗнченех кӑшкӑрчӗ вӑл, — епле телей! Пирӗн пата виҫӗ ҫӗнӗ агроном килнӗ, вӗсенчен пӗри кунтисем, сирӗн ял Советран. Ҫамрӑк та пултаруллӑ каччӑ — сан вырӑнна лартма пит лайӑхскер! Епле телейлӗ самант: тепӗр икӗ уйӑхран Павличенко, район агрономӗ, каять. Агроном вырӑнӗ Угреньте пушанать. Юлашкинчен эпир пӗрле пулатпӑр! Валентина савӑнчӗ те, аптраса та ӳкрӗ:

— Ку — телей! Анчах… парти организацийӗ, Алешӑн ир пулакан тулли, политзанятисем пирки мӗнле?

— Парти организацине Буянов ертсе пыма пултарать, политзанятисене ху каятӑн, ир пулакан тулӑпа ҫӗнӗ агроном ӗҫлет. Эсӗ савӑнмастӑн-и-мӗн?

— Эпӗ калама ҫук хавас, анчах… темле тӑруках!

— Валька, халӗ пире уйрӑм пурӑнасси кирлех мар-ҫке! Колхоз ура ҫине тӑчӗ, парти организацийӗ ӳсрӗ, ҫамрӑк агроном килчӗ. Мӗн кӗтмелле тата? Ҫитӗ пире куҫса ҫӳреме!

— Паллах, ҫитет. Ҫак куҫса ҫӳренӗ пурнӑҫпа эпӗ санран ытла ывӑнтӑм, анчах… тен, ака хыҫҫӑн?.. Манӑн ҫавӑн пек кӑмӑл…

Вӑл Валентина аптраса ӳкнине асӑрхарӗ, кулса ячӗ, шӳтлӗн ӳпкелесе каларӗ:

— Валька, эпӗ ватӑ вӗт ӗнтӗ! Акӑ кур! — вӑл, пуҫне пӗкрӗ, шуралнӑ темиҫе ҫӳҫ пӗрчисене кӑтартрӗ. — Куртӑн-и? Эпӗ старик ӗнтӗ. Манӑн арӑм манпа юнашар ларнине, мана валли носки сапланине курӑс килет, ку часах пулать те. Кӗҫех эпир иксӗмӗр килти йӗркеллӗ стариксем пек пурӑнма пуҫлатпӑр! Килте ларатпӑр, хӗлле картла вылятпӑр, ҫулла георгинӑсене шӑварӑпӑр.

Вӑл шӳтлерӗ, кулчӗ, анчах, Валентина кайсанах, хавасланма пӑрахрӗ.

Вӑл пушанса юлнӑ пӳлӗмсем тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ. Халь анчах сӑрланӑ, мастикӑпа сӑтӑрнӑ урай йӑлтӑртатса выртать. Килте Андрей те, Валентина та пит сайра пулнипе хваттерте ҫын пурӑнман пекех туйӑннӑ. Кунта калаҫу, кулӑ, диван ҫине пӑрахнӑ кӗнеке, кресла хыҫӗ ҫинче усӑнса тӑракан шаль тутӑр тем териех ҫитмен!

«Валентина халь анчах кунта пулчӗ, — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Андрей. Анчах ҫак шухӑш ӑна лӑплантармарӗ. — Эпир кирлӗ пек калаҫма та ӗлкӗреймерӗмӗр! Пурте васкавлӑ, пурте хыпаланса! Калаҫмалли ҫӗнӗ хыпарсемпе темӑсем яланах тем чухлӗ пухӑннипе вӗсене кӗске тӗлпулура пӗтерме ниепле те ҫук. Яланлӑхах пӗрле пурӑнма хӑҫан килӗ-ши вӑл?»

Вӑл, аллипе ӗнсине сӑтӑра-сӑтӑра, кӗтесрен кӗтесе ҫӳрерӗ, — юлашки вӑхӑтра унӑн ӗнси тапхӑр-тапхӑр ыратнипе, хӑшпӗр чухне вӑл ҫывӑрайман та, ӗҫлеме те пултарайман. Врачсем ҫакна ывӑннинчен килет тесе ӑнлантарса панӑ.

— Ӑҫтан килсе тухрӗ ку мур пуҫӗ! — ятласа тӑкрӗ те вӑл хӑйӗн ӗнсине, ӑна аллипе сӑтӑрса, ӑшри шухӑшне малалла тӑсрӗ:

«Халӗ, тӑванӑм, чирлеме юрамасть. Юрамасть. Халӗ канма та юрамасть. Акапа тырпул пухассине ирттерсен, вара унта вунӑ санаторие кай».

Унӑн пурнӑҫӗнчи чи йывӑр ҫул кӗтсе тӑнӑ ӑна.

Иртнӗ ҫул обкомра калаҫни аса килчӗ.

Кӑтартуллӑ МТС тума укҫа-тенкӗ пама облаҫри управленире татӑклӑнах килӗшмен хыҫҫӑн Андрей обком секретарӗ патне кайрӗ. Секретарь пӗр вӑхӑтрах ӑна та, ялхуҫалӑхӗн облаҫри управленин начальникне те чӗнтерчӗ. Шӑртланса, ҫиленсе кайнӑ Андрей, кӑтартуллӑ МТС валли укҫа ҫӗр айӗнчен пулсан та тупма хатӗрскер, тата облаҫри управленин лӑпкӑ та хӑй ҫине хӑй шанакан начальникӗ Алексеев пӗрремӗш секретарь кабинетӗнче ларчӗҫ.

— Хӑвӑр шухӑшсене мӗнпе ҫирӗплетсе паратӑр эсир? — секретарь Андрей ҫине лӑпкӑн та тимлӗн пӑхрӗ.

— Мӗнпе?

Ыйтӑва татса парасси унӑн сӑмахӗсем ӳкӗте кӗртмелле пулнинчен нумай килнине Андрей пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питне тата ҫиленсе йӑлтӑртатакан куҫӗсене пачах килӗшмен ҫирӗплӗхпе лӑпкӑн ответлерӗ:

— Шӑпах пирӗн Угреньте кӑтартуллӑ МТС тума тата унпа усӑ курма май пур тесе шутлатӑп эпӗ. Угрень районӗ вуншар ҫул хушши облаҫра чи вӑйсӑрри шутланать. Чи вӑйсӑр звеносене чи вӑйлӑн ҫирӗплетни кирлӗ. Кӑтартуллӑ МТС-а шӑпах пирӗн патра тума укҫа ытларах пама кирлине эпӗ ҫавӑнпа ҫирӗплетсе пама пултаратӑп. Угрень районӗ, нумай ҫул кая юлса пынӑ пулсан та, юлашки уйӑхсенче пит хӑвӑрт малалла кайса пырать, нумай пахалӑхсем енӗпе чылай вӑйлӑрах районсенчен иртсе хаять. Ҫакӑнпа эпӗ пирӗн ҫавӑн пек МТС тума май та, пултарулӑх та пуррине, эпир ӑна усӑ курма, механизаци никӗсӗ ҫинче район экономикине ҫӗклеме пултарассине ҫирӗплетсе паратӑп.

— Эсир тата? — ҫавӑн пекех лӑпкӑн та тимлӗн ыйтрӗ обком секретарӗ Алексеевран.

— Строительство валли укҫа-тенкӗне пур район валли те пӗр виҫепе пайласа панӑ, — терӗ Алексеев. — Кӗтме пултарайман нушасемпе харпӑр хӑйне уйрӑм енсем кашни районӑнах пур. Стрельцов юлташ тӗслӗхсем ҫине государство енӗпе пӑхма пӗлмест. Вӑл пӗтӗм облаҫе пӗтӗмӗшпе курмасть. Вӑл хӑйӗн Угрень районӗшӗн ҫеҫ тӑрӑшать.

— Парти мана Угрень районӗшӗн тӑрӑшма хушрӗ пулсан, эпӗ вӑл хушнине пурнӑҫлатӑп! — хӗрӳллӗн пӳлчӗ Алексеева Андрей. — Чи вӑйсӑр звенона чи пысӑк пулӑшу парассинче государствӑна хирӗҫли нимӗн те ҫук.

— Шухӑшласа пӑхӑпӑр. Канашласа пӑхӑпӑр, — терӗ обком секретарӗ, ҫур сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн. Ыран ответне парӑпӑр.

Тепӗр кунне секретарь кабинетӗнче Андрей пӗчченех пулчӗ, вӑл унӑн хыттӑн мар янӑракан сӑмахӗсене итлерӗ:

— Кӑтартуллӑ МТС тӑватпӑр. Эсир ӑна чӑн-чӑнах кӑтартуллӑ тума пултарассине эпир шанатпӑр. Анчах эсир хӑвӑр ҫине ӳкекен ответлӑха ӑнланатӑр-и? Сирӗн облаҫри чи лайӑх та чи пысӑк МТС пулать; ытти районсенче ҫавӑн пек МТС-сем тӑвиччен темиҫе ҫул маларах облаҫра ыттисене вӗрентме пултаракан опыт, ялхуҫалӑх механизацийӗн пысӑк узелӗпе пӗлсе те тӗрӗс усӑ курнин опычӗ кирлӗ пире. Эпир сирӗн умма лартакан задача сирӗн районшӑн кӑна мар, ытти районсемшӗн те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ҫавна пурнӑҫлама пултаратӑр пулсан — тытӑнӑр, районта ҫавна татса пама пултармалли майсене тупаймасан — тӳрех калӑр.

— Пултаратпӑр, — ответлерӗ Андрей кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

Ҫав калаҫӑва аса илсе, хӑй асӑрхичченех вӑл пӳлӗм тӑрӑх хӑвӑрттӑн утса ҫӳрерӗ: «Халӗ мӗн кӗтесрен кӗтесе чупмалла? Йывӑр-и? Ҫапла. Пурнӑҫлама пулать-и? Пулать. Ун ҫинчен шутлас пулать, уҫҫӑн, тӗрӗс, татӑклӑ шутлас пулать. Шухӑша йӗркене кӗртес пулать».

Йывӑрлӑхсемпе пӗчӗк ҫитменлӗхсем пит нумай пулнипе хӑшпӗр чухне ӑна вӑл вӗсен ӑшне шурлӑха путнӑ пек путассӑн туйӑннӑ. Пуласлӑха унӑн уҫҫӑнрах курас килнӗ, анчах пуҫа ҫӗршер татса паман ыйтусем тулса ларнӑ, шухӑшсем пӑтрашнӑ.

«Трактор паркӗн ҫуррине пӗтӗмпех ҫӗнетмелле. Высоцкий виҫӗ ҫул хушшинче, вӑтамран илсен, кашни ҫул мӗн чухлӗ трактор ваннине шутланӑ. Ытла хӑрушла цифра! Кадрсен ыйтӑвӗ тӗлӗшпе… МТС-ра трактористсем ҫитмӗл процент ҫеҫ, вӗсемпе нумайӑшӗсем ҫамрӑк тата опытсӑр. МТС кӑтартуллӑ пулмалла: облаҫӗпе илсен, унӑн простойсемпе ванчӑксем чи сахал пулмалла, уйри ӗҫсене ытларах механизацилемелле, горючине чи нумай перекетлемелле… Каллех пӳлӗм тӑрӑх чупатӑп эпӗ. Нервӑсене ирӗке ятӑм. Валентина кунта пулсанччӗ! Мӗн пӳлӗмре ҫаврӑнса ҫӳремелле? Райкома каятӑп: унта манӑн ӗҫ ӑнарах парать».

Вӑл хӑйӗн пушӑ хваттерӗн алӑкне шалтлаттарса хупрӗ те райкомалла утрӗ.

Икӗ эрнерен Валентина ӗҫе ҫӗнӗ агронома пачӗ, первомаецсемпе сывпуллашрӗ те, хӑйӗн чемоданӗсене машина ҫине тиесе, ҫула тапранса кайрӗ.

«Киле, — шухӑшларӗ вӑл. — Тинех киле». Юратнӑ ӗҫрен, хӑйпе тӑванлашнӑ ҫынсенчен уйрӑлма йывӑр пулчӗ, анчах ҫемьери йӗркеллӗ пурнӑҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑм мар, унта-кунта ҫӳресе, нумай вӑхат ирттермесӗр пурӑнасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленни тинех пурнӑҫа кӗресси савӑнтарчӗ.

«Эпӗ икӗ уйӑх килте ларатӑп, ӑна валли апат хатӗрлетӗп, ун ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑп, уншӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑп, пуринчен те ытла, ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хампа юнашар куратӑп!»

— Тинех сире Андрей Петрович патне яланлӑхах илсе каятӑп! — терӗ хаваслӑн шофер. — Пӗтӗм район секретаршӗн хыпса ҫунать. Ҫын машина пек ӗҫлет, киле таврӑнать — ҫерҫи тӑмани пек пӗччен. Шел этеме! Эпӗ секретарь мар, шофер кӑна, анчах ҫавӑн пек пурӑнма килӗшмен пулӑттӑм. Эпӗ киле таврӑнатӑп — манӑн килте йӗрке, арӑм: «Ванечка, Ванечка!» — тесе кӗтсе илет. Сирӗн мӗн пурнӑҫӗ вӑл? Пӗри машинӑпа пӗр еннелле, тепри, лаша утланса, тепӗр еннелле:

— Ҫав саманта эпир хамӑр ниепле кӗтсе илейместпӗр, Ванюша. Пӗтӗм пурнӑҫ туй пулнӑ кунтанах, пӗрмай уйрӑм… Минутлӑха МТС-а кӗрер-ха, мана темшӗн Прохарченко чӗннӗ.

Лӑпкӑ уй-хирсем варринче яланхи пекех кӗтмен ҫӗртен те йышлӑ халӑхлӑ, нумай саслӑ МТС тухса тӑчӗ. Валентинӑна Прохарченко килкартинче кӗтсе илчӗ.

— Каяр, каяр, хӗрӗм, — терӗ вӑл лӑпкӑн Валентинӑна. — Курмалли пур! Каяр, каяр, каяр…

— Мӗн вара, пиччеҫӗм? Ӑҫта илсе каятӑр эсир мана?

Прохарченко, ответлемесӗр, килкарти тӑрӑх утрӗ. Вӑл ӑна мастерской хыҫне илсе кайрӗ, унта, лупас айӗнче, Валентина вӗрҫӗнӗ вунпилӗк трактор ларнине курчӗ. Вӗсем парадри пек, пӗр-пӗринчен пӗр тан хушӑра лараҫҫӗ, вӗсене кунта епле савса лартса тухни ҫавӑнтан та курӑнать. Пурте вӗсем уй-хирелле пӑхса лараҫҫӗ, вырӑнтан тапранма сигнал кӑна кӗтеҫҫӗ, тейӗн.

— Вӑйлӑ-и? — ыйтрӗ Прохарченко.

— Илемлӗ! — ответлерӗ Валентина. — Илемлӗ-ҫке, пиччеҫӗм!

— Каяр!

— Эпӗ курса тӑранаймарӑм-ха!

— Каяр, каяр, каяр!

Вӑл ӑна слесарнӑй цеха илсе кӗчӗ. Пысӑк цехра, икӗ енӗпе те, сверлопа шӑтармалли виҫе ҫӗнӗ станок, ҫӗнӗ гидропресс ларать.

— Цех мар — картина! — терӗ Прохарченко. — Ҫук, эсӗ манран ыйт-ха: Прохарченко кам вӑл, МТС директорӗ е завод директорӗ? Эпӗ сана тӗрӗс калатӑп: «Эпӗ кам пулнине хам та пӗлместӗп». — Аллине вӑрӑммӑн сулса, вӑл станоксем ҫинелле кӑтартрӗ:  — Металлурги!

Вӗсем малалла — механически цеха — кайрӗҫ. Станоксенчен пӗрин умне ҫынсен ушкӑнӗ, те трактористсем те рабочисем пухӑннӑ.

— Сывӑ-и, металлургсем! — терӗ Прохарченко. — Калаҫу мӗн ҫинчен пырать?

— Вентилятор шкивӗсене майлаштарса лартаймастпӑр, — терӗ механик.

Валентинӑн таҫта ал тупанӗнче кӑтӑкланса илчӗ. Техникӑра специалист пулман вӑл, ҫавӑнпа хӑйӗн пуян мар техникӑллӑ пӗлӗвӗсемпе уйрӑмах мухтаннӑ. Пӗчӗк кустӑрмасене епле юсаса ҫӗнетнине вӑл студентка пулнӑ ҫулсенчех практикӑра сӑнаса пӗлнӗ, ҫавӑнпа халӗ унӑн, хӑй мӗн пӗлнипе ҫиҫсе илсе, «металлургсем» хушшинче те хӑй кирлӗ ҫын пулнине туяс килчӗ.

— Люблински МТС-ра шкивсене епле юсаса ҫӗнетнине курнӑ эпӗ, — тесе пӗлтерчӗ те вӑл шанӑҫлӑн, вара каласа пама тытӑнчӗ.

— Мӗнле, мӗнле? — Валентина еннелле ҫаврӑнчӗ механик.

— Ку аван шухӑш… — терӗ рабочисенчен пӗри. Тытӑнса пӑхар-и?

Валентинӑн, кунта юлса, хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫа епле кӗртнине курас килчӗ, анчах ӑна Прохарченко пӗрмаях таҫта сӗтӗрет.

— Каяр, каяр. Аван-и? — сӑмах майӗн тенӗ пек, кӑтартрӗ вӑл тракторсем ҫинелле.

— Кайӑксем! — терӗ Валентина. — Вӗсем кӑнттамас теҫҫӗ, анчах ман шухӑшпа вӗсене хуш кӑна — халех вӗҫсе каяҫҫӗ!

Прохарченко ӑна хаваслӑн куҫ хӗсрӗ:

— Акӑ эпӗ команда паратӑп та: «Вӗҫме хатӗрлен!» Унӑн сӑмахӗсенче пытанса тӑракан шухӑша Валентина ӑнланмарӗ.

Директор ӑна аслӑ агрономӑн кабинетне илсе кӗчӗ, кресла ҫине лартрӗ.

— Ну, халӗ ӗнтӗ, Валюшка, санӑн ҫакӑнта лармалла! — терӗ вӑл Валентинӑна, парне панӑ пек.

— Мӗнле апла? — ӑнланмарӗ Валентина.

— Пире вӑрлӑхсемпе ӗҫлекен агроном ҫирӗплетсе пачӗҫ. Шухӑшласа пӑхрӑмӑр та кунта: санран лайӑх кандидатура ҫук. Эсӗ ҫамрӑк пулсан та, манӑн тӑван хӗрӗ пулсан та, тӳрех калатӑп: каснӑ-лартнӑ аҫу пек! Эпир сана шанатпӑр, пире санӑн ҫамрӑклӑх кансӗрлемест! Эпир сана ҫак ҫулталӑк хушшинче сӑнарӑмӑр, ҫавӑнпа саншӑн тӑратпӑр.

Валентина хӑраса ӳкрӗ те хыттӑн кулса ячӗ:

— Мӗн эсир, пиччӗҫӗм? Тӳрех капла…

Вӑл ӑна каласа пӗтерме памарӗ:

— Вӑй мӗнлине куртӑн-и эсӗ? Пирӗн халӑха пӗлетӗн эсӗ! Санпа пӗрле, хӗрӗм, малта пыракан МТС-сен шутне кӗретпӗр. МТС-ӗпе ҫирӗм центнертан кая мар тырӑ туса илмелле — акӑ тӗллев!

Валентинӑн ӑна пӳлес килчӗ: «Кирлӗ мар, пичче, ан пӑтраштарӑр мана, ан тивӗр. Эпӗ пурне те татса панӑ ӗнтӗ, шухӑшласа хунӑ», — анчах Прохарченко ӑна сӑмах хушма та памарӗ. МТС-а ӗҫлеме чӗнсе, ӑна хисепе хунӑ, телей кунӗ тесе шутларӗ вӑл, кун пирки унӑн нимӗнле иккӗленӳ те пулмарӗ. Вӑл ун ҫине ырӑ тӑвакан ҫын куҫӗсемпе пӑхрӗ, тӗлӗнессе, тав тӑвасса кӗтрӗ. Валентина аптраса ӳкрӗ. Ҫак вӑя — вуншар тракторсене, ҫӗршер ҫынна, пиншер гектар ҫӗре хӑй аллине илмелле! Прохарченкопа пӗрле ӗҫлемелле; Прохарченко камне пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа унӑн МТС-ӗ, халех-и, каярахпа-и, кӑтартуллӑ МТС пулатех. Ҫакӑ пӗтӗмпех кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, вара унӑн пӗр вӑхӑтрах ҫак ӗҫе хӑй аллине илес те килчӗ, ҫак ӗҫрен тарас та килчӗ.

— Пиччеҫӗм… — терӗ вӑл аран-аран. — Эпӗ Угреньте ӗҫлесшӗнччӗ…

— Мӗн тӑвӑн эсӗ унта?

Валентина нимӗн калама аптрарӗ.

«Чӑнах та-ҫке? Мӗн тӑвӑп-ха эпӗ унта? Кунта ҫӗршер тракторпа комбайн. Епле вӑй! Мӗн аптраса ӳкрӗм эпӗ? Мӗн калас манӑн? Мӗнле ответлес?»

— Мӗн тӑвӑн эсӗ унта? — терӗ Прохарченко ҫине тӑрсах тепӗр хут.

— Эпӗ райзона… — анчах ӑна Прохарченко пӳлсе хучӗ:

— Райзона? «Кая юлнӑ категори», «инспектор ӗҫӗ», — тесе хӑвах каларӑн-ҫке, анчах кунта… Кур-ха эсӗ!

Валентина чӳречерен пӑхрӗ те нумай машина курнипе унӑн куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ.

«Хӑвӑртрах каймалла! — нимӗн тума аптраса шухӑшларӗ вӑл. — Пӗтетӗп. Эпӗ килӗшетӗп вӗт! Кунта татах вунпилӗк минут ларсан, эпӗ, ухмахскер, чӑнах та килӗшетӗп! Андрейка епле? Ҫурт епле? Каллех уйрӑм пурнӑҫ, куҫса ҫӳресси? Пурте аван та лӑпкӑччӗ, пурин пирки те татӑлнӑччӗ, шухӑшланӑччӗ! Пӗтӗмпех питӗ чаплӑччӗ. Кунта мӗншӗн кӗтӗм-ха эпӗ? Хӑвӑртрах тарас кунтан!.. Эпӗ ытла айванскер, ҫемҫе кӑмӑллӑскер!.. Эпӗ килӗшмен чухне хӑвӑртрах тарас пулать!»

Вӑл ура ҫине тӑрасшӑнччӗ, анчах пӳлӗме аслӑ механик кӗчӗ:

— Валентина Алексеевна, кустӑрмапа ӗҫ тухнӑ пек туйӑнать. Тӑхтӑр-ха, ан кайӑр. Эпӗ сире кӑтартасшӑн.

Вӑл механикле калаҫма пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтра Прохарченко таҫта ҫухалчӗ, пӳлӗме темиҫе тракторист, Высоцкий тата Валентина паллакан ҫывӑхри колхоз председателӗ кӗчӗ.

— Мӗншӗн-ха Белавинӑн ҫӗнӗ тракторпа, манӑн киввипе ӗҫлемелле? — терӗ агронома пӗвӗпе пысӑках мар та ырхан тракторист. — Эпир унпа пӗр вӑхӑтра пӗр пек «ХТЗ» илнӗ, вӑл хӑйӗнне утиль турӗ, эпӗ хамӑнне сыхласа усрарӑм пулсан, ӑна сӗнӗ трактор ҫине куҫараҫҫӗ, манӑн киввипе ӗҫлемелле! Манран мӗнле ирттерчӗ вӑл, кӑшкӑрашнипе-и?

— Эсӗ — пӗтӗмпе сана та сана тесе шутлатӑн! — хирӗҫлерӗ ӑна Валентина аван пӗлекен Белавин тракторист. — Сан ҫинчен хаҫатра ҫырчӗҫ пулсан, халӗ сана кӗлтумалла тесе шутлатӑн-им? Каппайланатӑн! Ҫӗнӗ тракторсене сана ҫеҫ памалла мар!

— Белавина ҫӗнӗ трактор-и? — тарӑхса кайрӗ Валентина. Хӑйӗн пулас вырӑнӗ кӑткӑс та паллӑ мар пулнишӗн тата хӑй ҫине хӑй тарӑхни ҫиеле тухма сӑлтав шырарӗ. Вӑл Белавин ҫывӑхнех пырса тӑчӗ. — Ӑна ҫӗнӗ трактор-и?! Унӑн кашни ҫаврӑмрах подшипниксем ирӗлеҫҫӗ. Подшипниксем ҫеҫ-и унта! Горючипе сӗрмелли ҫусене фильтрлама ӳркенет вӑл. Тӑрӑлтармалли савӑт айӗнче мӗн пуррине курнӑ-и эсир? — терӗ Валентина агронома. — Курман-и? Эпӗ курнӑ! Тӑрӑлтармалли савӑт айӗнче горючи шарлатса юхать, анчах вӑл ҫаврӑнкалама ӳркенет! Эпӗ ӑна ҫулла суха касси ҫинчех: «Горючи юхать вӗт», — терӗм. «Сансӑр пуҫнех пӗлетӗп», — терӗ вӑл мана. Чи тирпейсӗр ӗҫлекен ҫын пулнипе вӑл пӗтӗм ял Совета палӑрчӗ. Брак тӑвакан ҫӗнӗ трактор епле шанса памалла?

— Ну, ну, лӑпкӑнрах! — терӗ Белавин Валентинӑна хӑратас шутпа.

Анчах Валентина вӗриленсе кайрӗ те чарӑнма пултараймарӗ. Ҫӳҫӗ унӑн куҫӗ ҫине усӑнса анчӗ, анчах ӑна калпак айне чикме кирлине тавҫӑрса илеймерӗ, пуҫне сулласа, хӑйӗн сӑмахне малаллах тӑсрӗ:

— Машинӑсене Белавин пек тыткалакан ҫынсене ҫӗнӗ трактор шанса пама мар, судпа айӑпламалла!

— Ҫапла, ҫапла, — ырларӗ Валентинӑна колхоз председателӗ, — анчах МТС ҫак Белавина пирӗн колхоз ҫумне ҫирӗплетрӗ. Эпӗ мана Огородниковӑна е Киселева пама ыйтатӑп. — «Вӗсем сирӗн пата каймаҫҫӗ», — теҫҫӗ. Мӗншӗн каймаҫҫӗ апла? МТС-ра дисциплина ӑҫта?

— Эсир те лайӑх-ҫке! — тӑрӑнчӗ Валентина председатель ҫине. — Трактористсем тӗрӗс тӑваҫҫӗ, сирӗн пата каймаҫҫӗ. Ҫулла сирӗн колхоза ӑнсӑртран лекрӗм эпӗ. Пӳрте кӗретӗп, пӑхатӑп — сӗтел айӗнчен ура тухса тӑрать. «Кам ури ку?» — тетӗп. «Ку тракторист ури, теҫҫӗ. Ку, теҫҫӗ, каҫхи сменӑри тракторист сӗтел айӗнче канать». Ҫакӑ кану пулать! Трактористсене ҫаврӑнкалама та ҫук пӳрте вырнаҫтарнӑ та эсир, вырӑн та сарса памастӑр, апат та ҫитерместӗр. Эпӗ сирӗн пата пытӑм, эсир урусемпех кровать ҫинче ӳсӗр ҫыртатӑр. Ҫавна астӑватӑр-и эсир е манса кайнӑ? Сире ураран тытса сӗтел айне, тракториста сирӗн вырӑна вырттарасшӑнччӗ эпӗ, анчах ал ҫитмерӗ!

— Ҫапӑҫатӑн, Валентина Алексеевна? — Прохарченкӑн савӑнӑҫлӑ сассине илтрӗ Валентина. — Пурне те тивет-и? Сан рецепт тӑрӑх шкивсене епле юсаса ҫӗнетнине курма каяр.

«Мӗн кӑшкӑратӑп эпӗ? Хӗрарӑмах ҫав! — сасартӑк сиссе илчӗ Валентина. — Ҫаксемпе манӑн мӗн ӗҫ пур-ха? Ҫӗнӗ вырӑнта ӗҫлеме кӑшкӑрашнипе пуҫӑнаҫҫӗ-и вара?.. Эпӗ тытӑнасшӑн-и вара? Эпӗ пачах шутламастӑп! Мӗн тӑвас-ха манӑн? Нимӗн те ӑнланмастӑп».

Анчах ӑна шухӑшлама памарӗҫ.

— Сире курма хавас, Валентина Алексеевна, — терӗ аслӑ агроном. — Ларсамӑр, мӗн тӑратӑр эсир!

Вӑл пукан ҫине агронома хирӗҫле ларчӗ те хӑй тӑруках вӗренекен пек пулнине туйрӗ. Валентин Иванович Высоцкий агрономӑн районта ырӑ та мухтавлӑ чап пулнӑ чухне Валентина шкул ачи кӑна пулнӑ-ха. Угреньте унӑн тӗлӗнмелле сад ӑшӗнче ҫурт ларнӑ. Ҫав садра Угреньте курман сливӑсем, нумай тӗслӗ георгинӑсем, пӗчӗккӗ те сарӑ, виноград евӗрлӗ, тӗлӗнмелле помидорсем ӳснӗ. Угреньти ытти ача-пӑчасемпе пӗрле Валентина хӑшпӗр чух курман-илтмен пуянлӑха пӑхса савӑнма хӳме ҫине улӑхнӑ, ача-пӑчасене агроном хӑй патне илсе кайса, сливӑсемпе, помидорсемпе хӑналантарни те пулнӑ. Ун чухне те вӑл хальхи пекех сӑпайлӑччӗ, яланах лӑпкӑччӗ, ачаш та ывӑннӑ куҫлӑччӗ, кӑвак тӑнлавлӑччӗ. Ача чухне вӑл Валентинӑна питӗ ӑслӑ ҫын пек, асамҫӑ пек туйӑнатчӗ, ӑна ача чухнех пысӑк хисепе хунин палли унӑн чун-чӗринче халӗ те юлнӑ-ха.

«Халӗ те ҫавӑн пекех, — шухӑшларӗ Валентина. — Унтанпа ҫирӗм ҫул иртрӗ, анчах вӑл улшӑнманпа пӗрех: ҫӳҫӗ ҫавӑн пекех кӑвак та малта шӑртланса тӑрать, галстук та ҫавӑн пекех — сенкер те тӑрӑх йӗрлӗ. Ун патне хӳме ҫине улӑхнӑ чухне мана унпа ӗҫлеме тивесси ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ-и эпӗ?.. Ох! Анчах эпӗ кунта ӗҫлеместӗп, ӗҫлеместӗпех!»

— Эпӗ сирӗн хӳме ҫине улӑхнине, эсир мана слива ҫитернине астӑватӑр-и эсир? — терӗ вӑл.

— Астӑватӑп, астӑватӑп. Лара-тӑра пӗлменскерччӗ, урусем яланах тӑрмаланчӑкчӗ.

— Эпӗ сирӗн арӑмран хӑраттӑм: вӑл ман урасене йодпа сӗретчӗ те урана йод чӗпӗтетчӗ. Сире юратнӑ эпӗ.

— Итлеме кӑмӑллӑ! — терӗ Высоцкий. — Пӗрле ӗҫлеме епле лайӑх сӑмахсенчен пуҫларӑмӑр, куратӑр-и!

Темле ҫӗнме ҫук вӑй туртнине туйрӗ Валентина, хирӗҫ тӑма хӑтланчӗ.

— МТС-ра ӗҫлеме эпӗ ниепле те пултараймастӑп… — пуҫларӗ вӑл, анчах ӑна колхоз председателӗ пӳлчӗ:

— Культиваци тӑвассипе тата сӳрелессипе епле-ха, Валентин Иванович?

— Валентина Алексеевна, пирӗн плансене пӗрле пӑхса тухар-ха. Ҫӗнӗ тракторсем килнӗ май эпир плансене тепӗр хут пӑхса тухатпӑр.

Вӑл Валентина хирӗҫленине асӑрхарӗ, анчах ҫине тӑрсах малалла каларӗ:

— Ҫук, ҫук, эсир ӑҫта ӗҫлессине шута илмесӗр. Икӗ агроном пек, ахаль канашлар.

Валентинӑна вӑл плансемпе паллаштарчӗ:

— Пирӗн районӑн кӑнтӑр, вӑрмансӑр пайӗнче ҫӗр иртерех пиҫет, ҫурҫӗр пайӗнче — каярах. Ҫакна шута илсе, эпӗ, ҫапла калама юрать пулсан, тракторсен пысӑк ушкӑнне вырӑнтан вырӑна куҫарма тактика туса хатӗрлерӗм, — кӑштах йӑл кулнипе унӑн сӑмахӗсем шӳтлесе каланӑ пек тухрӗҫ. — Ҫурхи кунсен пуҫламӑшӗнче тракторсен ытларах пайӗ районӑн кӑнтӑр пайӗнче ӗҫлет, унтан майӗпенех ҫурҫӗрелле куҫарса пыратпӑр. Эпӗ туса хатӗрленӗ ҫак узловой йӗрке агрономилле тӗрӗслеве ирттерме те, юсавпа техника пулӑшӑвӗ пама та лайӑх май туса парать. Пирӗн тӗп вӑйсене вырӑнтан вырӑна куҫармалли тӗслӗхе туса хатӗрленӗ маршрут ҫакӑн пек.

Вӑл маршрут йӗрне лайӑх палӑрмалла ӳкернӗ ватман хучӗн листине Валентинӑна тӑсса пачӗ. Вӑл унпа мухтаннӑ пулмалла, Валентина вуншар тракторсем районӑн кӑнтӑр енчен ҫурҫӗрелле епле куҫнине хӑй асӗнче курчӗ те вӑл мухтаннине ӑнланчӗ.

— Ку чӑнах та илемлӗ, Вениамин Иванович. Танк колонни пек пыраҫҫӗ!

Валентина хӑйне ӑнланни килӗшрӗ пулмалла ӑна, вӑл йӑл кулчӗ те унӑн путӑк питӗнче икӗ пысӑк пӗрме курӑнчӗ.

— Халӗ эпӗ сире питӗ интереслӗ материал кӑтартатӑп, — терӗ вӑл, плансемпе паллашнӑ хыҫҫӑн. Яланхи пек лӑпкӑн мар, васкаса сӗтел ешӗкне уҫрӗ те вӑл унтан типтерлӗ ҫыхнӑ икӗ кӑвак хуплашка туртса кӑларчӗ:  — Ку — пирӗн МТС ӗҫне юлашки виҫӗ ҫул хушшинче сӑнани. Пӗр ӳстермесӗр калатӑп, ҫакӑн пек сӑнава эсир ытти ниепле МТС-ра та тупаймастӑр!

Яка хут листисем чӑштӑртатрӗҫ, куҫ умӗнчен цифрӑсем шӑва-шӑва иртрӗҫ, тӑрӑшса тунӑ сӑнавӑн тирпейлӗхӗнчен, вӑл йӗркеллӗ пулнинчен Валентина тӗлӗнчӗ.

— Ӗҫлемесӗр ларнисене кӑтартакан цифрсем тата вӗсене тишкӗрсе тухни, — терӗ Высоцкий. — МТС айӑпӗпе тата колхозсен айӑпӗпе ӗҫлеменни. Ӗҫлемесӗр ларнӑ тӑрӑх тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсен пахалӑхне тишкерсе тухни. Тӗрлӗ пайсем ваннипе тата подшипниксем ирӗлнипе ӗҫлемесӗр ларни.

Высоцкий хавхаланса кайрӗ, йӑл-йӑл кулчӗ, сиввӗнрех пӑхрӗ, куҫхаршийӗсене пуҫ ҫинчи кӑвакарнӑ шӑртлӑ ҫӳҫ пайӑрки куҫкалама пуҫличчен вылятрӗ. Унӑн йӑлине — хавхаланнипе сиввӗн пӑхма, куҫхаршийӗсене хыттӑн вылятма пуҫланине — Валентина ачаранпах астӑвать, — халӗ ҫак йӑла темшӗн тӗлӗнмелле лайӑх пек туйӑнчӗ ӑна. Ҫавӑн пекех унӑн кулли те — сайра хутра ҫеҫ кулни, тутисене сарса, кулма пӗлмен ҫын пек йӑл кулни — килӗшрӗ. Ҫак хут листисем унӑн юратнӑ ӗҫе пулни курӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл ун ҫинчен калаҫма май килсе тухнӑшӑн савӑнчӗ.

— Куратӑр-и, Валентина Алексеевна, ҫак цифрӑсем тӑрӑх ҫеҫ тӗрлӗ тракторсен пахалӑхӗ, кашни маркӑн вӑйсӑр та япӑх узелӗсем пирки, ҫавӑн пекех тата юсав ӗҫӗсене йӗркелессин тӗрлӗ меслечӗсем лайӑх пуласси пирки питӗ ӗнентерӳллӗ тата математикӑпа тӗрӗс вывод тума пулать.

— Интереслӗ, ӗҫсӗр ытларах ларасси трактористсен пӗр уйрӑм ушкӑнӗнчен килнӗ-и е пурте ӗҫсӗр ларкаланӑ?

— Куна пӗлме математикӑлла усӑ курни кирлӗ мар, — йӑл кулчӗ Высоцкий. — Пирӗн япӑх тата аван трактористсем пуррине эпир пурте пӗлетпӗр-ҫке.

Высоцкий материалӗсене Валентина нумай вӑхӑт хавхаланса пӑхрӗ, унтан ӑна механик кивӗ шкивсене улӑштарса ҫӗнетнине курма илсе кайрӗ, вара вӑл трактористсемпе калаҫрӗ, унпа пурте хӑйсен ҫыннипе юмахланӑ пек, калаҫрӗҫ.

МТСран вӑл шофер тилмӗрсе каласан тин тухса кайрӗ.

— Валентина Алексеевна, мана виҫӗ сехетре килте пулма хушнӑ вӗт, исполкома машина кирлӗ, анчах халӗ пиллӗкмӗш сехет! — терӗ шофер.

— Апла тепӗр икӗ кунтан ӗҫлеме тытӑнатӑн? — терӗ ӑна Прохарченко, ӗҫе татса панӑ пекех шутласа.

— Мана хамсӑр пуҫне авлантарчӗҫ. Андрейкӑна мӗн калӑп-ха эпӗ? — мӗскӗнле ответлерӗ Валентина, ҫапах та унӑн куҫӗсем лупас айне йӗркеллӗ лартса тухнӑ тракторсем ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхрӗҫ.

Машина тапранса кайрӗ.

— Кӗҫех пилӗк сехет! — ӳпкелерӗ ӑна шофер. — Андрей Петрович мана ятлать-ҫке ӗнтӗ! Вӑл сире кӑнтӑрлахи апат тӗлне кӗтнӗччӗ.

«Хӗрарӑм киле каять теҫҫӗ ҫакна… Арӑмӗ упӑшки патне каять… — кулянса шухӑшларӗ Валентина. — Анчах тепӗр майлӑ шухӑшлама май пур вӗт-ха. Андрейка мӗн калӗ-ши? Ҫав МТС-а мӗн тума кӗтӗм эпӗ? Вениамин Иванович интереслӗ тишкӗрӳ туса ирттернӗ. Ун пирки шухӑшламалла пулать… Иккӗмӗш шкивӗ епле пулӗ? Пӗрремӗшпе ӗҫ ӑнмарӗ вӗсен! Анчах манӑн унта мӗн ӗҫ пур-ха? Ҫав тери пысӑк ӗҫ!»

Андрей ӑна килте кӗтсе илчӗ. Унӑн чемоданӗсене машинӑран вӑл хӑй йӑтса кӗчӗ, васкаса ӗҫлерӗ, тӑрӑшрӗ, сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ, ӑна апатланма лартрӗ.

— Акӑ ӗнте, Валька, халӗ эпир сӗтел хушшинче кашни кунах ҫапла — пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ ларӑпӑр!

Калаҫӑва мӗнрен пуҫламаллине Валентина пӗлмерӗ.

«Епле кӳрентерес-ха ӑна? Ҫиме пултараймастӑп. Татӑк пыра анмасть. МТС ҫинчен ахаль кӑна калаҫма пуҫлатӑп».

— Эсӗ пӗлетӗн-и, Андрейчик, — терӗ вӑл юриех ҫӑмӑлттайла сасӑпа, — эпӗ МТС-ра чарӑнса тӑтӑм. Епле вӑй вӑл! Епле интереслӗ унта! Чӑнах, интереслӗ-и?

— Урӑхла мӗнле пултӑр! — чун-чӗререн килӗшрӗ Андрей.

— Ҫапла… калатӑп та эпӗ… МТС-па ҫыхӑнса тӑман агроном, эсӗ пӗлетӗн-и, — вӑл агроном мар… вӑл темле япала… кивелнӗскер… пурнӑҫран юлакан категори.

— Куна эсӗ ытлашши калатӑн!

— Пӗр-икӗ ҫултан Прохарченко хӑйӗн МТС-не малти вырӑна кӑларать тесе шутлатӑп эпӗ.

— Кун пирки кам иккӗленет! Пӗр-икӗ ҫултан Прохарченко Герой пулать!

— Унӑн помощникӗсем ӗҫчен пулсан, пулать.

— Штатсем ҫирӗплетсе панӑ вӗсене. Хӑйне валли помощниксем суйласа илет.

— Андрейчик, ҫав помощниксенчен пӗри пулма шутларӑм та эпӗ.

— Эсӗ-и?!

— Ҫапла. Анчах эсӗ ан кӳрен!..

Андрей кашӑка хучӗ те тӑруках шухӑша кайрӗ.

— Валя, ку каллех, халичченхи пек, пӗр-пӗрин патне ҫӳресе пурӑнмаллине пӗлтерет вӗт.

— Анчах МТС колхозран ҫывӑхрах.

— Пилӗк километр ҫывӑхрах ӗнтӗ!

— Пилӗк километр — нумай вӑл.

Вӗсем апатланасси ҫинчен манчӗҫ. Валентина Андрей ҫумне пычӗ, ӑна хулпуҫҫирен ыталарӗ, унӑн кресли тыткӑчӗ ҫине ларчӗ. Андрей унӑн ачашлӑхне асӑрхамарӗ, унӑн аллине пӑрса ячӗ, Валентина вӑл тарӑхса кайнине пурнӑҫра пирвайхи хут курчӗ.

— Валя, эпӗ мещен мар, обыватель мар. Кирлӗ чух эпӗ сана хамах колхоза ятӑм, сана та, хама та кансӗр пулассине шута илсе тӑмарӑм. Анчах халӗ? Халӗ кама кирлӗ ку? МТС-а? МТС валли эпир лайӑх агрономсем тупатпӑр! Халӗ суйласа илмеллисем пур пирӗн. Пӗр-пӗрне асаплантарса пурӑнасси мӗн тума кирлӗ вӑл?

— Ку пачах асап мар. Ку мана кирлӗ.

— Сана кирлӗ-и?

— Ҫапла.

— Мӗншӗн?

— Ку шӑпах мана кӑмӑла каякан ӗҫ пулнипе. Ҫӗр машинӑна яхӑн! облаҫри чи пысӑк МТС-сенчен пӗри. Прохарченко — директор. Высоцкий — старши агроном. Вӗсем мана, ҫамрӑк агронома, хӑйсем патне ӗҫлеме чӗнсе, хисепе хураҫҫӗ. Мастерскойсем епле унта! Станоксем епле!

— Эсӗ станоксем ҫинчен шухӑшлатӑн… Анчах эсӗ упӑшку ҫинчен пачах шухӑшласшӑн мар! Валя, эпӗ ҫын вӗт…

— Паллах…

Андрей унӑн аллисене сирсе ячӗ, пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫне кайса тӑчӗ, пиншака тирпейлӗн тӳмелеме пуҫларӗ. Ҫапла хӑтланнинчен вӑл хумханнине ӑнланчӗ Валентина.

Хумханнӑ чухне вӑл чӗнмен, тӳмисене тӳмелеме пуҫланӑ, вара васкамасӑр ҫӳҫне туранӑ.

«Пиншакӗнчен халех тура туртса кӑларать», — шеллесе те юратнипе ӑшӗнче кула-кула шухӑшларӗ Валентина. Вӑл, чӑнах та, пӗчӗккӗ те симӗс тура кӑларчӗ те кӑтра ҫӳҫне тӑрӑшса тураса якатма тытӑнчӗ.

— Валя, — терӗ вӑл, ҫӳҫне тураса якатсан, — хӑш-пӗр чухне эсӗ мана юратман пек туйӑнать. Ҫук, юратмастӑн мар, ку, паллах, айванла пулать-ха, анчах сахал юрататӑн. Кирлӗ чухне пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнассине ӑнланатӑп эпӗ, анчах пачах кирлӗ мар пулсан? Авлансан вунӑ ҫултан киле пырсан, манӑн хам юратакан, тунсӑхлакан арӑма курма ирӗк пур-и? Кирек мӗнле шутла та, маншӑн халӗ эсӗ хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшнӑ пек, ман ҫинчен шухӑшламастӑн пек туйӑнать. Ҫаплах. Эсӗ, хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑн. Ҫаплах. Манӑн йывӑр та татӑклӑ ҫулталӑка пурӑнса ирттермелле пулать. Тен, маншӑн пурнӑҫри чи йывӑрри те татӑкли пулӗ. Ҫак ҫул эпӗ района е лайӑххисен шутне илсе ҫитермелле, е… е эпӗ коммунист сӑмахне пурнӑҫа кӗртеймӗп. Ҫакӑ маншӑн уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра та пулин йӗркеллӗ ҫемьепе пурӑнма, хам ҫумра арӑма тытма ирӗк пур-и манӑн?

— Андрейка, эсӗ чӑн-чӑн обыватель пек калаҫатӑн!

— Акӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, кӳренсе. — Ӑҫта калаҫса ҫитрӗмӗр! Тавтапуҫ! Туянтӑм!

Валентина унӑн питҫӑмартийӗсем, куҫхаршийӗсем чӗтресе илнине курчӗ, таҫта, тӑнлав патӗнче те, куҫхаршийӗсемпе куҫсен кӗтессисенче те туртӑнса илни сисӗнчӗ. Вӑл кабинета кӗчӗ. Тепӗр минутран Валентина ун патне кӗчӗ. Вӑл, сӗтел умӗнче ун патнелле ҫурӑмпа тӑрса, хутсем хушшинче темскер шырать. Унӑн пӗтӗм кӗлетки, пуҫ тӳпинчи ҫӳҫ пайӑрки те кӳренӳллӗ курӑнать. Валентина ун ҫине хӗрарӑмла ачашлӑхпа пӑхса илчӗ.

«Чӑнах та, епле ачалла-ха вӗсем, вӗсенчен ӑслӑраххисем те ҫавах!..»

Валентина ӑна каллех хулпуҫҫирен ыталарӗ.

— Чунӑмҫӑм, ара ку ҫывӑхрах вӗт. Эпир пӗрмаях пӗрле пулатпӑр. Эпӗ кашни кунах киле килетӗп. Эпир час-часах курнӑҫӑпӑр.

— Эпир мӗнле «час-часах» курнӑҫнине ҫулталӑкри опыт кӑтартса пачӗ!

— Ҫулталӑкри опыт пире эпир епле телейлӗ пулнине кӑтартса пачӗ.

Сӑмахсем унӑн кӑмӑлне ҫемҫетрӗҫ, вара вӑл, ытла кӑмӑллӑнах мар пулсан та, ҫавах унӑн ачашлӑхне ачашлӑхпа ответлерӗ: Валентина пӳрнисене чӑмӑртарӗ.

— Андрейчик, унта мана тӗлӗкре те курӑнман сулӑмлӑ та пысӑк ӗҫ пулать. Мана интереслӗ-ҫке! — Хӑй Угрене килнӗ кун хӑйсем хушшинче мӗн пулса иртнине, ӑна ӳкӗте кӗртес тесе каланӑ сӑмахсене аса илчӗ те вӑл, йӑл кулса илсе, сӑмахне, чееленсе, малалла тӑсрӗ:  — Чунӑмҫӑм, ҫакна мӗншӗн ӑнланасшӑн мар-ха эсӗ? Пӗр вунпилӗк километр кӑна инҫере! Пирӗн машина пур. Мӗн кӳренмелли пур кунта? Трагеди тумалли мӗн пур кунта?

Валентина сӑмахӗнчи чеелӗхе туйса илчӗ вӑл, ун ҫине пӑхрӗ, кулакан чакӑр куҫӗсене курчӗ, вара ҫулталӑк ытларахра ҫак сӑмахсене вӑл ӑна хӑйне каланине аса илчӗ те йӑл кулмасӑр тӳсме пултараймарӗ.

Валентина аллисене ачашшӑн, анчах хыттӑн сирсе ячӗ те вӑл ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗчӗ. Кресла тыткӑчӗ ҫинче ларакан Валентина ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ. Вӑл ывӑннӑ, ҫавӑнпа хӑйне евӗрлӗ мар, ывӑннӑ чухнехи пек урисене сӗтӗрсе утса кайрӗ. Ҫакӑн пек утнинче те, унӑн пӗтӗм кӗлеткинче те вӑл пурнӑҫра пирвайхи хут хуньашшӗнни пек ватлӑха курчӗ, вара ҫамрӑклӑх — Андрейрен уйрӑлман япала пулас ҫукки ҫинчен, унӑн упӑшки хӑйӗн ача чухнехи пек сӑнӗпе ҫынсене тӗлӗнтерме пултарас ҫук вӑхӑт ҫитесси ҫинчен Валентина паян пирвайхи хут шухӑшларӗ. Ӑна шеллерӗ вӑл, ун хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗчӗ. Куҫӗсене хупнӑ пек туса, Андрей диван ҫинче выртнӑ. Унӑн Валентина ҫине кӳренни иртсе кайман-ха. Валентина ҫине вӑл хупӑнчӑк куҫхупаххи айӗпе пӑхнӑ.

«Утса ҫӳрет. Этажерка патне пычӗ, вулама хатӗрленет. Манӑн чӗрене ыраттарни ҫинчен шухӑшламасть те, хӑйӗн ӗҫе ҫинчен, МТС ҫинчен шухӑшлать, анчах ман ҫинчен мар. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ…»

Валентина ҫемье ҫинчен нихҫан та туллин шухӑшламан, унӑн пӗрмаях хӑйӗн тӗнчи пулнӑ. Андрей ҫакна пӗлнӗ, ҫавӑнпа Валентинӑн ҫакӑ яланах вӗресе тӑракан тӗнчипе хӑй пӗрмаях юнашар пулни ӑна яланах уҫӑлтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ, анчах паян ҫавӑ кӳрентерчӗ.

«Ҫывӑх ҫынра пӗтӗмпех ирӗлме, унпала хутӑшса кайма пултаракан хӗрарӑмсем пулаҫҫӗ. Валька ҫавах та «хӑйпе хӑй» пурӑнать. Эпӗ ӑна юрататӑп пулсан, мӗн тӑвас-ха манӑн? Тен, шӑпах та ҫавӑншӑн юрататӑп. Ҫакӑнпа, тусӑм, нимӗн те тӑваймӑн. Юрататӑп. Анчах пулӑшу урӑх ыйтмастӑп. Паян калаҫни те ҫитет».

Андрей амӑшӗ паллакан ҫынсене унӑн пӗчӗк ывӑлӗ чи пирвай ҫыхӑнтарса каланӑ пуплев икӗ сӑмахран: «Эпӗ хам», — тенинчен тӑнӑ тесе каласа пама юратнӑ.

Ҫак яланах ӗҫе хӑй тума тӑрӑшнине пӗлтерекен сӑмахсене Андрей пурнӑҫ тӑршшӗпех тытса пынӑ.

Халӗ, Валентина кӳрентернӗскер, диван ҫинче выртса, вӑл ҫак сӑмахсене ӑшра каларӗ.

«Каллех ӗнсе ыратма пуҫларӗ. Шкапра пирамидон тупма Валькӑран ыйтас-ши? Эпӗ хам хӑвӑртрах тупаттӑм, хамӑн чирсене ӑна кӑтартма кирлех те мар. Хӑйне мана хӗрхентересшӗн тесе шутлӗ тата».

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, пирамидон ӗҫрӗ, Валентинӑна ӑшӑ кӑмӑлпа каларӗ:  — Валентинка, хӑвӑн кӗнекӳсемпе кабинета кай, эпӗ пӗрер сехетлӗхе канасшӑн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней