Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Виҫекен шалчипе вӑл тухӑҫ енне виҫрӗ, виҫекен шалчипе виҫсессӗн, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ; 17. ҫав шалчапах ҫурҫӗр енне виҫрӗ, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ; 18. виҫекен шалчипе кӑнтӑр енне виҫсен те, пилӗкҫӗр шалча пулчӗ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уҫӑ лаптӑкпа унти хуралтӑ умӗнче те пӳлӗмсем пур, вӗсем шалти картишӗн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ.10. В ширину стены двора к востоку перед площадью и перед зданием были комнаты.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Айккинчи пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫӑ вырӑна илсе тухаҫҫӗ: пӗр алӑкӗ — ҫурҫӗр енне, тепӗри — кӑнтӑр енне; ҫав уҫӑ вырӑнӑн сарлакӑшӗ — пилӗк чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Шалти хапхасен тулашӗнче — юрӑҫӑсен пӳлӗмӗсем; пӗри, шалти картишӗнчи, ҫурҫӗр хапхин айккинчи, кӑнтӑралла пӑхать; тепӗри, кӑнтӑр хапхин айккинчи, ҫурҫӗр еннелле пӑхать.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ытти хапханнисен пекех, кӑнтӑр хапхипе пӑлтӑрӑн шал енче тӑршшӗпех чӳрече ӗлкиллӗ путӑксем пулнӑ; ку хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан мана кӑнтӑралла ертсе кайрӗ, унта акӑ — кӑнтӑр хапхи; вӑл ӑна виҫсе тухрӗ те — унӑн айкки те, пӑлтӑрӗ те ыттисемпе пӗр виҫеллӗччӗ.24. И повел меня на юг, и вот там ворота южные; и намерил он в столбах и выступах такую же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм, Вӑл мана Израиль ҫӗрне илсе килчӗ, мана шутсӑр ҫӳллӗ ту тӑррине тӑратрӗ, ҫав ту ҫинче, кӑнтӑр енче, хула ҫурчӗсем ларнӑ пек курӑнчӗҫ; 3. мана ҫавӑнта илсе ҫитерчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ.16. И пошлю огонь на Египет; вострепещет Син, и Но рушится, и на Мемфис нападут враги среди дня.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Суккӑрсем пек, хӳмене хыпаласа ҫӳретпӗр, куҫсӑр юлнӑ пек, хыпашласа пыратпӑр; кӑнтӑр кунӗнчех, каҫ сӗмӗ ҫитнӗ пек, такӑнатпӑр, чӗррисем хушшинче вара — вилнисем пек.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар. 4. Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ. 5. Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17. аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18. Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн пекех йывӑҫ каскалакан та, унӑн пуҫлӑхӗ те каҫа кӑнтӑр кунӗ пек ӗҫлесе ирттерет: чул каскалаканӗ хӑйӗн эрешне тӗрлӗ-тӗрлӗ тума тӑрӑшать; 28. вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе ӳкерчӗкне тӗрӗс ӳкересшӗн тимлет, вӑл хӑйӗн ӗҫне пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — хӑватлӑ хӳтлӗх, ҫирӗп тӗрев, Вӑл — хӑр ҫилрен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен упраканӗ, такӑнасран хӑтараканӗ, ӳкесрен сыхлаканӗ; 17. Ҫӳлхуҫа чуна ҫӗклентерет, куҫа ҫутӑлтарать, эмеллет, пурӑнӑҫпа пиллӗх парать.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫумӑр пӗлӗчӗсем тулса ҫитсессӗн, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ; йывӑҫ кӑнтӑр еннелле е ҫурҫӗр еннелле ӳксессӗн, вӑл ӳкнӗ вырӑнтах выртса юлӗ.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, пирӗн ҫынсене, тыткӑнра юлнисене, каялла тавӑр, кӑнтӑр ҫилӗ ҫумӑр илсе килнӗ пек, каялла илсе кил вӗсене.4. Возврати, Господи, пленников наших, как потоки на полдень.
Пс 125 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӗрлехи сехметрен те, кӑнтӑрла вӗҫсе килекен ҫӗмренрен те, 6. сӗмлӗхре ҫӳрекен чиртен те, кӑнтӑр варринче хирекен муртан та хӑрамӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫурҫӗр енӗпе кӑнтӑр енне Эсӗ пултарнӑ; Фавор тӑвӗпе Ермон тӑвӗ Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ.13. Север и юг Ты сотворил; Фавор и Ермон о имени Твоем радуются.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ, 27. вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ: 28. ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ, 29. вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.