Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче сводкӑра ҫакӑн пек пӗчӗк пӗлтерӳ курӑнса иртрӗ: «Фронтӑн кӑнтӑр енчи пӗр участокӗнче Совет Союзӗн Геройӗ, снайпер Степан Ивушкин ҫирӗм пилӗк нимӗҫе пӗтернӗ, ҫапла вара хӑй вӗлернӗ тӑшмансен шутне вӑл икҫӗр тарана ҫитернӗ».
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗншӗн тесен, унӑн чӳречисем умӗнче темӗн чухлех каснӑ-лартнӑ Кирила Петрович сӑн-сӑпатлӑ ачасем, дворовӑйсем вырӑнче шутланса, ҫара уран чупса ҫӳренӗ пулин те, Мими мамзелӗн кӑнтӑр енчи халӑхсен сӑн-пичӗ евӗрлӗ, хура куҫлӑ тӑхӑр ҫулти шаймӑк ачине вӑл хӑй патӗнче усранӑ, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ тесе шутланӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӑнтӑр кунӗнчех вӑрӑ-хурахсем, темиҫе тройкӑпа кӗпӗрне тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳренӗ — вӗсем ҫулҫӳревҫӗсене тата пуштӑна ҫул ҫинче тыта-тыта чарнӑ, ялсене кӗнӗ, улпут ҫурчӗсене ҫаратса тата ҫунтарса ярса ҫӳренӗ.
VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хирти чатӑр айӗнчи кӑнтӑр апачӗ те ӑнӑҫсӑр иртет.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшӗ яракан ҫырусем пурте пӗр пекрех пулнӑ, вӗсем ҫакӑнпа ҫеҫ уйрӑлса тӑнӑ: пӗринче амӑшӗ, хӑй турра ӗненмест пулин те, пӗр кӳршӗ карчӑкне уншӑн турра кӗл тума ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Алёшӑн таҫта кӑнтӑр енче ҫапӑҫакан, анчах нумайранпа ҫыру ҫырман пиччӗшӗсем пирки пӑшӑрханнӑ; юлашки ҫырӑвӗнче вара хӑй курнӑ тӗлӗк ҫинчен пӗлтернӗ: ҫуркунне, Атӑл сарӑлнӑ вӑхӑтра, унӑн ывӑлӗсем пурте киле таврӑннӑ пек, вӗсене вӑл ҫемьери чи юратнӑ кукӑльпе хӑналанӑ пек курни ҫинчен ҫырнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑр хӗвелӗ пуҫ ҫинчех ҫутатса тӑрать, смалапа хыр лӑссисен шӑрши кӗрет, ирӗлекен юр нӳрекӗ ҫапать, таҫта ҫӳлте, ӑшӑнса ҫитмен ҫӗртен инҫетре, каҫса кайсах тӑри хӑйӗн пӗр евӗрлӗ ҫӑмӑл юррине шӑратать.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ ӑна иртерех чӗнсе каҫӑп, шухӑшне ыйтса пӗлӗп, эсӗ вара каярах, кӑнтӑр апачӗ тӗлне, кил.Я ее позову пораньше, обговорю с ей сперва, а ты попозже, к обеду, приходи.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Атя, кӑнтӑр апачӗ тӗлне кил ыран…
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
«Алза» ООО тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупшкарти Кӑнтӑр урамӗнчи ҫуртсене туса пӗтермелли вӑхӑта виҫӗ хут та тӑснӑ ӗнтӗ.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Эпӗ хамӑр ӑҫталла килсе кӗнине те пӗлместӗп, те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑр еннелле, те хӗвелтухӑҫ еннелле.— Да еще, может быть, гораздо дальше к северу, или к югу, или к востоку, или куда бы то ни было.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӑнтӑр тӗлнелле шутсӑр ывӑнса ҫитнӗ ҫынсен ушкӑнӗсем хуланалла таврӑнма пуҫларӗҫ, анчах ҫине тӑрсах тӑрӑшакан граждансем ҫапах шырама пӑрахмарӗҫ-ха.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах кӑнтӑр тӗлӗнче суллине тупнӑ, вӑл хуларан пилӗк-ултӑ милре Миссури шывӗ хӗрриле ҫитсе ҫапӑннипе ҫынсем малаллахи ӗмӗчӗсем те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнӑ: ачасем, паллах ӗнтӗ, шыва анса кайнӑ, ахаллӗн вӗсем хырӑмӗсем выҫнӑран каҫалапа киле те пырса ҫитетчӗҫ, тен, малтанрах та ҫйтетчӗҫ пулӗ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ирхине чухӑн пулнӑ Том кӑнтӑр тӗлнелле ырлӑх ӑшнех путакан пуян пулса тӑчӗ.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Патшалӑхӗ саланса кайнӑ хыҫҫӑн пирӗн эрӑчченхи 2–1-мӗш пинҫуллӑхсенче шумерсен тата вӗсемпе ассимиляциленнӗ хурритсемпе гутисен еткерӗсен пӗр пайӗ тинӗс урлӑ Кӑнтӑр Европӑна куҫнӑ, тепӗр пайӗ Туҫи Иранра пурӑннӑ, унтан Вӑтам Азипе Центральнӑй Азие куҫнӑ, вӑрах вӑхӑт кунти иран халӑхӗсемпе, сакксемпе, пархисемпе, сӑкӑтсемпе, массагетсемпе кӳршӗллӗн пурӑннӑ.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Ҫавна пула, ахӑртнех, шумерсем хӑйсен ҫӗршывӗ саланнӑ хыҫҫӑн Кӑнтӑр Европӑпа Вӑтам Азие саланса кайнӑ, хӑйсен чӗлхипе унта пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене пуянлатнӑ тени тӗрӗс килсе тухмасть-и-ха?
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Питӗр хыҫҫӑн – Эстони, унтан кӑнтӑр енне – Балкан ҫурмаутравӗсем ҫине – ҫитме палӑртнӑ.После Питера — Эстония, потом запланировали дойти в сторону юга - на Балканские полуострова.
Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html
Юлашки ҫулсенче республикӑн кӑнтӑр районӗсенче, вӑл шутра Патӑрьел тӑрӑхӗнче те, ҫулла ҫумӑр пит ҫусах каймасть.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
«Юрма» витӗм кӳреймен: Чӑваш Ен экологи енчен таса шутланать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21606.html
Машинӑсене те кӑнтӑр ҫутипе каялла ҫаврӑнса ҫитчӗр тесе ирхине кӑна кӑларатчӗҫ.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Колоннӑпа Союза (ҫӗршывӑн кӑнтӑр чиккине) боеприпассем, апат-ҫимӗҫ, строительство материалӗсем тата ыттине илме каяттӑмӑр.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15