Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, сӑмах парӑр, мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗр; Ун тавра тӑраканӗсем пурте Хӑрушӑскерне парне кӳччӗр: 13. Вӑл пуҫлӑхсенӗн кӑмӑлне пусарать, Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасемшӗн — хӑрушӑ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумайӑшӗ пирӗн хуҫасем ытла та ырӑ пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнӑран ытлашшипех мӑна тухрӗ, пире пӑхӑнса тӑракан ахаль ҫынсене ҫеҫ мар усал тума тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен мӑн кӑмӑлне тӑрантараймасӑр, хӑйсене ырӑ тӑвакан хуҫисене те сӑтӑр тӑвасшӑн вӗсем, пархатарлӑ пулма пӗлменни ҫеҫ мар, ӑсран тайӑлнӑ пек, хӑйсен чапӗпе каппайланса усалла шухӑшлаҫҫӗ, яланах пурне те курса тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлма шутлаҫҫӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ вара патша кӑмӑлне йӑвашлатнӑ, вӑл васкасах хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑнӑ та тӑна кӗреймен Эсфире ыталаса илнӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак сӑмахсем патша кӑмӑлне килнӗ те, вӑл вара ҫавӑн пек тунӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗретлӗ те танлӑ пынӑ, никам та никама хистемен, мӗншӗн тесессӗн патша хӑй керменӗнче ӗҫлекенсене ҫавӑн пек тума, кашни ҫын кӑмӑлне шута илме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлти Турӑ мана Енемессар кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма, унӑн ырӑлӑхне курма пӳрчӗ: эпӗ патшана мӗн кирлине кӳрсе тӑраканӗ пултӑм; 14. эпӗ Миди ҫӗрне кайса ҫӳреттӗм, унта Рага хулинче пурӑнакан Гаваила, Гаврий тӑванне, эпӗ вунӑ талант кӗмӗл сыхласа усрама панӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чура пулса пурӑннӑ чухне пире Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пӑрахмарӗ; 77. Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн енне ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире тӑрантарса усрарӗҫ, 78. пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне мухтава кӑларчӗҫ, пире пушанса юлнӑ Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклеме, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чуруна пулӑшма васкасамччӗ, ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне ман майлӑ ҫавӑрсамччӗ, терӗм.И благопоспеши рабу Твоему теперь, и введи его в милость у человека сего.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн еннелле ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире вӑй илме, Туррӑмӑр Ҫуртне ишӗлчӗкрен ҫӗклесе ҫӗнӗрен туса лартма, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша чӗрине Иерусалимри Ҫуртне илем кӳрес шухӑш хыврӗ, 28. патшапа унӑн канашҫисен, патшанӑн пур хӑватлӑ ҫулпуҫӗсен кӑмӑлне ман еннелле ҫавӑрчӗ!
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн, 26. Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫынни Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫавӑрнӑ, патша алли, хуҫланса, малтанхи пекех пулса тӑнӑ.И умилостивил человек Божий лице Господа, и рука царя поворотилась к нему и стала, как прежде.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Иеровоам] патша Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа Туррун кӑмӑлне ҫавӑрсам, кӗлтусам маншӑн: аллӑм хам еннелле хуҫлантӑрччӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Адер фараон кӑмӑлне тупнӑ, фараон ӑна хӑй арӑмӗн йӑмӑкне, Тахпенеса майра патша йӑмӑкне, качча панӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ, 11. ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ.10. И давал Хирам Соломону дерева кедровые и дерева кипарисовые, вполне по его желанию.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Давид хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шаннипе кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, вӑл Авиафар священника, Ахимелех ывӑлне, ҫапла каланӑ: мана ефод илсе килсе пар-ха, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.