Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлне (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
37. Ҫакӑ фараона та, унӑн тарҫисене те пурне те кӑмӑлне килнӗ.

37. Сие понравилось фараону и всем слугам его.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унӑн чунӗ Иаков хӗрне иленнӗ, Сихем хӗре юратса пӑрахнӑ, вӑл хӗр кӑмӑлне ҫавӑрмалла калаҫнӑ.

3. И прилепилась душа его в Дине, дочери Иакова, и он полюбил девицу и говорил по сердцу девицы.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иаков каланӑ: вӑл мӗне кирлӗ? манӑн хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ! тенӗ.

Иаков сказал: к чему это? только бы мне приобрести благоволение в очах господина моего!

Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иаков каланӑ: [санӑн чуру] хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне тупасшӑн, тенӗ.

И сказал Иаков: дабы [рабу твоему] приобрести благоволение в очах господина моего.

Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.

Ибо он сказал сам в себе: умилостивлю его дарами, которые идут предо мною, и потом увижу лице его; может быть, и примет меня.

Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑваш мусӑкҫисем вара пентатоника мелӗпе ҫырлахсах тӑван халӑхӑмӑр ывӑлӗ-хӗрӗн кӑмӑлне ҫӗклемелли юрӑ-кӗвӗ калӑпласа кӑлараяҫҫӗ.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӗт хакне мӗнле те пулин ял ҫыннин кӑмӑлне тивӗҫтермелле йӗркелеме пулать-ши? - пӑшӑрханса ыйтрӗ Владимир Казаков фермер.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Артистсем хӑйсен сӑнарӗсене куракан кӑмӑлне каймалла, ӗненмелле калӑпларӗҫ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Николай пӗчӗккисен кӑмӑлне тупма пӗлнине тӳрех асӑрхама пулать.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫын кӑмӑлне туххӑмрах туять.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Садикре ӗҫлекенӗн вара пӗчӗксерсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлмелле.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Аслӑ Пӑла Тимешри Р.Парферьева ӗҫӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пурин кӑмӑлне те туллин тивӗҫтерет чӗкеҫ пек ӗҫчен, пӑрчӑкан пек вӑр-вар хӗрарӑм.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ачасен ашшӗ-амӑшӗпе, ял халӑхӗпе тӗрлӗ ыйтупа час-часах тӗл пулать, кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать.

С различными вопросами часто встречается с родителями детей, с деревенскими жителями, старается полностью удовлетворить их желания.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тӑванлӑх юррипе куракансен кӑмӑлне ҫавӑрчӗҫ вӗсем.

С родной песней они покорили сердца зрителей.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ҫимешкӗн Ишлейрен ятарласа килекенсем те пур, – ҫынсен кӑмӑлне тупма пултарнишӗн хӑй те хӗпӗртенине систерчӗ хастар.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней