Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
куҫӑм (тĕпĕ: куҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук-ҫке, эсир пӗлетӗр-ҫке эп унпа ятлаҫнине, эп ӑна, хам пурӑннӑ чух сана куҫӑм та ан куртӑр тесе, тупа турӑм.

— Нет, вы же знаете, что я с ним повздорил и даже клятву дал, что, пока я жив, мои глаза его не увидят.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хамӑра та пӗчӗк чух тӗрӗксемпе хӑратнӑ… епле хӑрамӑн-ха, ҫӗр минне анса кайччӑрах ҫав тӗрӗксем, тупӑка выртсан та куҫӑм хупӑнас ҫук.

— Нас тоже турками пугали… да и как не пугать, разрази их господь! Семьдесят лет живу на свете, а, видать, до могилы покоя не найду:

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫӑм умӗнче кӗрен ункӑсем выляма тытӑнчӗҫ.

Это было видение, от которого лиловые круги пошли перед моими глазами.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кофе ӗҫсе пӑчӑхрӑм эпӗ, кӗпеме хывма пуҫларӑм та, ыйхӑ пусса килчӗ, куҫӑм умне чи юлашкинчен мӗн курни вара — сарлака шап-шурӑ пит-куҫ, ӑна эпӗ ан курӑн тесе тӗлӗкӗмре те аллӑмпа нимӗн тӑвайми сулкаларӑм.

Мне стало жарко от кофе, я начала снимать платье, запуталась, и последнее, что ещё прошло перед глазами, было большое белое лицо, от которого я беспомощно отмахнулась во сне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Парапет ҫинче тӑракан сигнальщик пӗчӗк ялавӗсемпе тӑскаланса темӗн пӗлтеретчӗ, лерен вара, карап ҫинчен, хӗвелпе ялкӑшса тӑракан Нева урлӑ ӑна ялавсемпех ответ паратчӗҫ; ҫаксем мана пурте уяв вӑхӑтӗнчи пек туйӑнчӗҫ, кӑмӑлӑм ирӗке вӗҫрӗ, ҫапла хӗпӗртенипе куҫӑм та куҫҫульпе витӗнчӗ.

Сигнальщик, стоя на парапете, передавал что-то флажками; оттуда, с корабля, через сиянье воздуха, солнца, Невы ему отвечали флажками; и всё это было так празднично, так просторно, что у меня даже слёзы подступили к глазам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан каллех ман куҫӑм тӗтреленсе курми пулчӗ, панихида малалла мӗнле иртнине те астумастӑп.

Потом у меня снова стал какой-то туман в глазах, и я не помню, как кончилась панихида.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней