Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак пысӑк та яштака пӳ-сийӗ, вӑйлӑ кӑкӑрӗпе анлӑ хулпуҫҫийӗсем пулман пулсан, кунтан та ытларах, ҫак хура куҫхаршисем айӗнчен тӗксӗмрех курӑнакан пысӑк хура куҫсем ҫирӗппӗн те ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн пӑхса тӑман пулсан, тути-ҫӑварӗсем ҫепӗҫ мар, калаҫни-кулнисем ӑшӑ мар пулнӑ пулсан, унӑн пит-куҫӗ ытлашши арҫынла тата хитрех те мар курӑнма пултарнӑ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Мӗн, ясар куҫсем, юрӑсем юрламастӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӗрсене.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл вырӑнта ҫӑл куҫсем юхса тухаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Унта ҫӑл куҫсем тапса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Вӑл ҫара хӗҫ вӗҫӗпелен ури таврашӗнчи ҫӗре тимлӗн, шухӑшлӑн тӑрмаларӗ, усӑннӑ пуҫне ҫӗклемерӗ пулин те, кӑсӑкланакан, тӑрӑхлакан та мӑшкӑллакан куҫсем хӑй ҫинелле пур енчен те тинкернине туйсах тӑчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пенсне тӑхӑннӑ тата мӑнкӑмӑллӑн пӑхкалать пулин те, пичӗ унӑн пӗрре те чаплӑ йышши марччӗ, пачах-ха, ӑна, куҫсем вырӑнне иҫӗм пӗрчисем чиксе хурса, чустаран васкаваррӑн йӑвалакаланӑ та хӑяккӑн тӑратса ҫех пӗҫеркеленӗ, тейӗн.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун ҫинче, паллах, ҫунакан хӗрлӗ тутасем — мӗнлерех чуптума пултараҫҫӗ пулӗ вӗсем! — тата сарӑрах сӗмпе ункӑланнӑ куҫсем…И на нем красные, горящие губы — как они должны целовать! — и глаза, окруженные желтоватой тенью…
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак куҫсем ман ҫине шӑтарас пекех пӑхаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манах пӳлӗмӗсен чӳречисем каҫхи тӗттӗме тинкерсе пӑхакан куҫсем пек туйӑнаҫҫӗ.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эсӗ пур чух унсӑрах Пӗтӗм пит пӗҫерет, Хумханать чун-чӗре, Ҫӗрлехи ҫӑлтӑр пек Йӑлтӑраҫҫӗ куҫсем.И без них при тебе Жжет румянец лицо, И волнуется грудь, И блистают глаза, Словно в ночи звезда.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫапла, Саша, эпӗ пуринчен те илтетӗп, — хам эпӗ начар куратӑп, куҫсем манӑн хама суяҫҫӗ, анчах пурте ҫавнах кураҫҫӗ: сан куҫусем тасалсах, ҫуталсах пыраҫҫӗ, эсӗ нумайрах, вичкӗнрех курма пуҫлатӑн.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав куҫсем те нимӗн те курма пултарайман пулин те, хӑна пӑшӑлтатнӑ: кунта вӑл пачах та ҫуккине эпӗ хам та куратӑп, анчах ӑна курма ҫук-ши кунта, ҫапах та пӑхар-халӗ; вара куҫсем тинкерсе пӑхнӑ, анчах, вӗсем нимӗн те курман пулин те, тинкерсе пӑхса, кунта ӗҫ майлах маррине асӑрхама пултарнӑ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑна хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ чухне куҫсем ытла та вичкӗн куракан пулаҫҫӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйне ӗлӗкхинчен начартарах мар тытнӑ пулсан, ун ҫине пӑхакан куҫсем вара нумай асӑрханӑ, нимӗнле урӑх куҫсем те ун чухлӗ курма пултарайман, — ҫапла, нимӗнле урӑх куҫсем те асӑрхама пултарайман пулӗччӗ ун чухлӗ: Лопухов хӑй те, — Марья Алексевна откуп енӗпе кайма ҫуралнӑ тесе йышӑннӑскер те, — Кирсанов хӑйне хӑй питӗ ирӗк тыткаланинчен тӗлӗннӗ, Кирсанов пӗр самантлӑха та улшӑнман, Лопухова ҫак сӑнавсем хытӑ савӑнтарнӑ, наука енчен илсе пӑхсан, вӗсем ӑна ирӗксӗрех психологи тӗлӗшпе чаплӑ сӑнав пулнипе интереслентернӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куҫсем Лопуховӑн вичкӗн — нивушлӗ нимӗн те асӑрхамасть вӑл?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куҫсем епле пӑхаҫҫӗ тата, мӗн чухлӗ унта вӑй, Вера Павловна: нимӗнле те куҫпа пӑхса ачашланӑ пек ачашласа килентерме ҫук.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановран хурарах Лопухов тӗттӗм хӑмӑр ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ, вӗсем хура куҫсем пекех курӑнаҫҫӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑк, тутисем хулӑн, пичӗ кӑшт тӑрӑхла.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Куҫсем мӗншӗн куҫҫуллӗ?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.