Поиск
Шырав ĕçĕ:
Теприсем кивҫене кӗреҫҫӗ те ниҫта кайса кӗрейми ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, пӳрте шуйттан ернӗ пек, ҫывӑрма та пӗлмеҫҫӗ.Другие займут да потом и мечутся, работают, не спят, точно демона впустят в себя.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кивҫене кӗрес!» — ҫиҫсе илчӗ ун пуҫӗнче, анчах вӑл ку шухӑша сирсе ячӗ.«Занять!» — блеснуло у него в голове, но он оттолкнул эту мысль.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Манӑн ҫук, кивҫене кӗрес пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл нихҫан та, никам умӗнче те вӑтанмасть, сӑмахшӑн кивҫене кӗмест, пӗрмаях тата пуринпе те, юлташӗсемпе те, хӑйне хӑй хытӑ кӑмӑллӑ тыткалать, ҫынна сӑмах хушсан та, ир-каҫ ҫын патӗнче апатлансан та, вӑл пурин умӗнче те мӑнаҫлӑн курӑнма тӑрӑшать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кивҫене чупма ан васкӑр.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
в) 5-мӗш пайра «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн республика резервне тытса пыракан органӗн ертӳҫин йышӑнӑвӗпе» сӑмахсене «полномочиллӗ органсен ертӳҫисен йышӑнӑвӗсемпе» сӑмахсемпе улӑштарас, ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса хурас: «Республика резервӗнчен пурлӑха кивҫене илнӗшӗн тӳлемелли тӳлев виҫи пирки ҫавнашкал тӗслӗхсенче Чӑваш Республикин Финанс министерствипе тата Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министертвипе килӗшсе татӑлмалла.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, хырӑм тутлӑхне, ҫӑкӑр перекетлӗхне пар, ҫын патне кивҫене ан яр, кӗлмӗҫ хутаҫҫи ҫакассинчен хӑтар.
Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Икӗ ҫул каялла сӗт-ҫу фермине юсаса ҫӗнетме Раҫҫей ял хуҫалӑх банкне 11 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗме тиврӗ.
Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Кӑҫал ҫураки ирттерме те банка кивҫене кӗнӗ.И в этом году, чтобы провести весенние посевные работы, заняли у банка.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
8. Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, 9. мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аннӗре Эпӗ уйӑрӑлнине пӗлтерекен ҫырупа кӑларса янӑччӗ — ӑҫта ҫавӑ? е Эпӗ кивҫене кӗрсе, сире парӑмшӑн сутса янӑ-и?
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ].
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.