Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вӗсен хушшинче ҫав тери ҫӳллисем пур, хӑшӗ-пӗри ҫинче ӗмӗрне юр ирӗлмест; пӗлӗтсем ҫыпҫӑнаҫҫӗ те унтах ҫӗр каҫаҫҫӗ».— Меж ними есть такие, с которых век не сходит снег, а тучи пристают и ночуют там.
XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унта хуралҫӑсем пурӑнаҫҫӗ, ыттисем вара пурте Свистуновӑра ҫӗр каҫаҫҫӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кӗпертен анатарахра беженецсем: каҫаҫҫӗ; мӗнле май килнӗ ҫапла каҫакан ҫынсем хушшинче лашасемпе ӗнесем те пур.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Машинӑсемпе тупасем тата повозкӑсем умлӑ-хыҫлӑн ансӑр кӗпер ҫийӗпе Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле кӗмсӗртеттерсе каҫаҫҫӗ, унта тин вара, ирӗке сиссе, тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланса каяҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Картишӗнче, крыльца патӗнче тата чӳречесем умӗнче, хӗрсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, хӑшӗсем лаҫран тухса пӑлтӑра чупа-чупа каҫаҫҫӗ.На дворе девки толпились у крыльца и окон и перебегали из избушки в сени.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тен, чакалкӑсем сисеҫҫӗ пуль те, кӑмӑлсӑрланнӑ сӑн-питлӗскерсем, тепӗр еннелле каҫаҫҫӗ пуль; ман тӗлте, сывлӑшра, хӑйсене калама ҫук пысӑк утравсем пек курӑнакан ҫулҫӑсем хушшипе вӗҫсе, вӑрӑмтунасем нӑйӑлтатаҫҫӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, ҫӗр, пин, мӗльюн вӑрӑмтуна, вӗсем пурте вара, мӗн те пулсан каласа, е мӗншӗн те пулин ман тавра нӑйӑлтатаҫҫӗ; тата вӗсенчен кашниех, ман пекех, ыттисенчен уйрӑм Дмитрий Оленин».
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗрарӑмсем, ҫаврӑнса ҫӳрес мар тесе, тӳрех хӳмесем урлӑ каҫаҫҫӗ.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пирӗннисем, ав, ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пирӗннисем вара ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Пирӗннисем ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ ав… — ача ҫинӗ май калаҫрӗ карчӑк.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Карчӑксем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, вӑл макӑрнине илтмен пек пулса, ҫав мӗскӗн ача урлӑ асӑрхамасӑрах сике-сике каҫаҫҫӗ.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хӳме урлӑ ҫилпе тӗлӗнмелле хут татӑкӗсем вӗҫсе каҫаҫҫӗ: лентӑсем, хӑюсем т. ыт. те.Ветер переносил через забор вороха удивительно интересных обрезков: лент, полосок, бумажной лапши.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Турра ӗненекенсем кунта килсех ҫӳреҫҫӗ, ҫӗр каҫаҫҫӗ; чир-чӗртен сывалакансем те пулнӑ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Тӳррӗн ҫитме тарӑн Типҫырма урлӑ Ленти (Ленди) утма ҫулӗпе каҫаҫҫӗ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Пӑрҫа йышши культурӑсен хыҫҫӑн кӗрхисем лайӑх ӳсеҫҫӗ, аван хӗл каҫаҫҫӗ.
Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
15. Вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; 16. ҫимелли шыраса сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, выҫах ҫӗр каҫаҫҫӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак шухӑшпа кун каҫаҫҫӗ дояркӑсем.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №