Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, мистер Борк часах синагогран таврӑннӑ, вӑл мӑнаҫлӑ курӑннӑ, нимӗн те калаҫман, кунсӑр пуҫне Матвее вӑл питӗ хуйхӑллӑ пек курӑннӑ.
IX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Юлашки ҫулсенче вӑл никампа та калаҫман, пӗрмаях турра кӗлтунӑ е славянсен авалхи библине вуланӑ.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Эх, Бен Роджерс, енчен эпӗ санашкал вӗренмен ҫын пулнӑ пулсан, калаҫман пулӑттӑм!— Ну, Бен Роджерс, если бы я был такой неуч, я бы больше молчал.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хулара вӗсем тухса калаҫман пӗр район та юлман.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пинӗ-пинӗпе юхӑнса кайнӑ, кун ҫинчен никам та калаҫман, ун вырӑнне кашни ӑнӑҫу ҫинчен тӗрлӗ халапсем саланнӑ, вӑл халапсем вара чи инҫетри ҫӗрсене ҫитсе ҫапӑннӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Наткӑпа вӑл ытлашши калаҫман, кӑмӑллӑ пулнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Анне, эсӗ ун чухне манпа пӗрре те ӑшшӑн калаҫман.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл — тӗнчере хушса тӑма тивӗҫлӗ господасем, вӗсем валли ӗҫлеме тивӗҫлӗ ахаль халӑх пуррине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл йӑпӑлтатассинчен те, пуҫҫапассинчен те йӗрӗнсе тӑман; анчах хӑйне пӑхӑнакансемпе ӑшӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӗ пулнӑ, пӗр ыйткалакана та памасӑр кӑларса яман, час-часах сӑмах чыхма юратнӑ пулин те, нихӑҫан та никам ҫинчен те ҫисе калаҫман.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аркадий хӑйпе пӗрле йӑпанса темӗнле лӑплану шыранине Катя, уҫҫӑнах мар пулсан та, ӑнланнӑ, — ҫакна пула вӑл хӑйшӗн те, уншӑн та пулнӑ ҫурма именӳллӗ те ҫурма ӗненӳллӗ айӑпсӑр туслӑхра мӗн кирлисене пурне те туса пынӑ: Анна Сергеевна пур чухне вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫман: аппӑшӗ сиввӗн пӑхсан, Катя яланах чӑмӑртанса ларнӑ; Аркадий, юратан ҫынна тивӗҫлӗ пек, хӑй юратнӑ ҫын ҫывӑхӗнче урӑх нимӗскере те асӑрхама пултарайман; Катяпа ӑна пӗччен чухне кӑна аван пулнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ун чухне вунҫичӗ ҫул тултарнӑ Феничка ҫинчен никам та калаҫман, ӑна сайра-хутра кӑна курнӑ: вӑл шӑппӑн, йӗркеллӗн пурӑннӑ, вырсарникун кӑна Николай Петрович приход чиркӗвӗнче ӑҫта та пулин аякран унӑн ҫӳхешке шурӑ сӑнне асӑрхакаланӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпир тахҫантанпах калаҫман.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл турра нумай кӗлтунӑ, час-часах чӗмсӗр ҫӳренӗ, ҫынсене унчченхи пек тиркесе калаҫман; ун кӑмӑлӗ нӳмай ҫемҫелнӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хулана ҫитиччен вӑрӑм ҫул ҫинче вӗсем мӗн ҫинчен кӑна калаҫман пулӗ, тем ҫинчен те калаҫнӑ, ҫавна пула Корней килне ывӑлӗсемпе ҫураҫнӑ тенӗ пекех лӑпкӑ таврӑннӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вӑрманта пачах та калаҫман пек, ман ҫине пӑхса йӑл кулать-ха.— Смотрит мне в глаза, улыбается, как будто и не было того разговора в лесу.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапла чӗнни темскер лайӑх мар, тен, хӑрушӑ япала пулнине пӗлтерет пулмалла, ахальтен Коробин унпа ҫавӑн пек сиввӗн калаҫман пулӗччӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫынна курма та ӗлкӗреймен, унпа пилӗк минут та калаҫман, ун ҫине ярлӑк ҫакса та янӑ!
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кампа кӑна калаҫман пулӗ хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче генерал, анчах Суворовпа калаҫма тӳр килмен.С кем только не беседовал за свою долгую жизнь генерал, а вот с Суворовым не приходилось.
Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Ҫаплах каламалла пулнӑ, вара эп унпа калаҫман та пулӑттӑм…»— Так пусть бы так и сказала, и тогда бы я не стала с ней и разговаривать…»
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ванюша Ленӑна кунтан-кун ытларах юратнӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл унпа час-часах калаҫнӑ — мӗн-мӗн кӑна калаҫман вӗсем, ҫавӑнпах пулӗ Ванюша ҫывӑрайми те пулнӑ, ҫывӑрсан та тӗлӗкре Ленӑна курнӑ…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Калаҫман пулӑттӑм та, ҫилӗ килет.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.