Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; 23. Ман тӗлӗшӗмрен иккӗленмен ҫын телейлӗ, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр.15. И сказал им: идите по всему миру и проповедуйте Евангелие всей твари.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир кайӑр та Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра ҫапла калӑр: Вӑл Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӗ; Хӑй каланӑ пек, эсир Ӑна ҫавӑнта курӑр тесе калӑр, тенӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ӑна тытса параканӗ вӗсене ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ; вара ярса тытӑр та Ӑна, шанчӑклӑ хуралпа илсе кайӑр, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать, 2. вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр, тенӗ.31. Он сказал им: пойдите вы одни в пустынное место и отдохните немного, -
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ: 19. ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, 20. Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр, тенӗ.65. Пилат сказал им: имеете стражу; пойдите, охраняйте, как знаете.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл каланӑ: хулана пӗр ҫын патне кайӑр та калӑр ӑна: «Вӗрентекен ҫапла калать: Манӑн вӑхӑтӑм ҫывӑхарчӗ, Эпӗ сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе Пасха тӑвас тетӗп» тет, тейӗр.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2. ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3. пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуҫа калать вӗсене: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, вара мӗн тивӗҫлине илетӗр» тет.Он говорит им: идите и вы в виноградник мой, и что следовать будет, получите.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: 5. суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; 6. Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр.23. Когда же будут гнать вас в одном городе, бегите в другой.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакна илтсессӗн Иисус вӗсене каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; 13. кайӑр та «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл вӗсене: кайӑр, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран» тейӗп.23. И тогда объявлю им: Я никогда не знал вас; отойдите от Меня, делающие беззаконие.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Ирод, ҫӑлтӑрҫӑсене вӑрттӑн чӗнсе илсе, вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ те 8. вӗсене Вифлееме кайма хушнӑ: кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна, тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫавӑнпа та тӳрӗмарлӑхпа унӑн ӗҫӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр: 53. ӗнтӗ нумай та вӑхӑт иртмӗ — тӳрӗмарлӑха ҫӗр ҫинчен сирӗҫ, сирӗн тӗлӗшшӗн тӳрӗлӗх пуҫ пулӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.