Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара Иоава тата халӑх хушшинчи пуҫлӑхсене ҫапла каланӑ: кайӑр та Израиль ҫыннисене Вирсавияран пуҫласа Дан таран шутласа тухӑр, унтан мана пӗлтерӗр, эпӗ вӗсен йышне пӗлсе тӑрам, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑй ҫыннисене Сири ҫарне йӗрлесе кайма хушса ҫапла каланӑ: кайӑр та тӗрӗслӗр, тенӗ.И послал царь вслед Сирийского войска, сказав: пойдите, посмотрите.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ Сири патши каланӑ: кайӑр та вӑл ӑҫтине пӗлӗр; эпӗ вара ӑна ҫын ярса тыттаратӑп, тенӗ.13. И сказал он: пойдите, узнайте, где он; я пошлю и возьму его.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: юрать, кайӑр, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 27. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: кайӑр, илсе килӗр ӑна, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ровоам вӗсене каланӑ: кайӑр та виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма, тенӗ.5. И сказал он им: пойдите и чрез три дня опять придите ко мне.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр, 34. Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиле каллех ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа Вӑл Давида халӑх йышне шута илме чарман, Давид ӗнтӗ: кайӑр та Израильпе Иудӑна шутласа тухӑр, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоавӑн пӗр ҫынни Амессай вилли патӗнче кӑшкӑрса тӑнӑ: Иоава парӑннисем, Давид майлисем, пурте Иоав хыҫҫӑн кайӑр! тенӗ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑйӗн тарҫисене [Авессалом] ҫапла каланӑ: куратӑр-и, ман анапа юнашар Иоавӑн ана лаптӑкӗ пур, унта вӑл урпа акнӑ; кайӑр та вут тӗртӗр, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саул хӑйпе юнашар тӑракан сыхлавҫисене ҫапла каланӑ: кайӑр та Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерсе тухӑр — вӗсем те Давидпа пӗр сӑмахлӑ, вӗсем те, вӑл тарнине пӗлсе тӑрсах, мана нимӗн те каламан, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан Саул каланӑ: халӑх хушшине кайӑр та калӑр: кашниех хӑйӗн вӑкӑрне, хӑйӗн сурӑхне ман патӑма илсе килтӗр те ҫакӑнта пустӑр, вара ҫийӗрех, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха ан кӗрӗр, юнпа ан ҫийӗр, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.