Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳҫӗ ҫине тинӗс ҫыранӗ хӗрринче йӑвасем туса пурӑнакан питех те илемлӗ кайӑксен тӗкӗсене тӑрӑнтарса лартсан, вӑл пушшех индеец пек пулса тӑнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑпахчӗ — сасартӑк хӑлхана ҫурас пек вӗҫен кайӑксен кӑшкӑрнӑ сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫуначӗпе авӑсса вӗҫсе хумханни илтӗнчӗ!Тишина — и вдруг оглушительный птичий крик, взмахи крыльев, волнение!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак тискер кайӑксен шӑрши вара Валькӑн куҫӗ, ҫӳҫӗ, сухалӗ валли юриех пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫ вӗсене пур ҫӗрте те, горизонта ҫитичченех курнӑ, — кӑнтӑр еннелле, ҫулне-йӗрне пӑхмасӑр, темле тискер кайӑксен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ пек туйӑннӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юн шӑрши икӗ ураллӑ тискер кайӑксен сӑмси шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать.Запах непрерывно льющейся крови щекочет ноздри двуногих зверей.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унти вӗҫен кайӑксен чӗвӗлти юрри чуна тыткӑнлать.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
«Эпир ҫӗнтертӗмӗр. Хамӑрпа пӗрле хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене илсе килтӗмӗр. Вӗсен сасси вӑрман шавне, ҫулҫӑсен пӑшӑлтатӑвне, кайӑксен юррине аса илтерет. Фестивальте чӑваш юррисене кӑмӑлтан итлерӗмӗр, вӗсен илемӗпе килентӗмӗр», — терӗ.
Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Кайӑксен ушкӑнне шыранӑ, ҫывӑхнерех пынӑ, пӑшалтан персе тытнӑ чухне кимӗ хатӗрӗсем ҫинче ларса пыма юрамасть.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Вӑл ӗнтӗ ишӗлчӗк, тискер кайӑксен шӑтӑкӗ пулса юлчӗ!
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сана янаху шӑмминчен ҫекӗллесе илӗп, ҫырмусенчи пулӑсене тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫтарӑп, вара сана ҫырмусенчен, тирӳн хуппи ҫумне ҫыпӑҫнӑ пӗтӗм пулӑпа пӗрле, туртса кӑларӑп; 5. сана пушхире пӑрахӑп, сана тата ҫырмусенчи пӗтӗм пулла пушхире пӑрахӑп, эсӗ уҫӑ хире ӳкӗн, сана тирпейлесе пытаракан та пулмӗ; сана тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен апачӗ тӑвӑп.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: 4. вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑхӑракан ҫил-и е ҫӑра турат хушшинчи чӗвӗлти кайӑк сасси-и, е шарлаккӑн юхакан шыв кӗрлевӗ-и, е ишӗлекен чулсем кӗрӗслетни-и, 18. е куҫа курӑнман чӗрчунсен сикки-и, е ахӑракан тискер кайӑксен сасси-и, е тусем хушшинчен янӑраса килекен ахрӑм-и — ҫаксем пурте вӗсене сехӗрлентерсе халсӑрлатнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене тискер кайӑксен хӑрушӑ хаярлӑхӗ ҫитсессӗн те, вӗсем наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем сӑхнипе пӗтсессӗн те, Санӑн ҫиллӳ вӗҫне ҫитичченех пыман.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Тӗнче тытӑмне, ҫутҫанталӑк вӑйӗсене, вӑхӑт пуҫламӑшне, вӗҫне, варрине, хӗвел ҫаврӑннине, вӑхӑт ылмашӑвне, 19. ҫулталӑк ҫаврӑмне, ҫӑлтӑрсен вырӑнне, 20. чӗрчунсен еккипе тискер кайӑксен йӑлине, ҫил ҫулӗ-йӗрӗпе этем шухӑшне, ӳсентӑрансен уйрӑмлӑхӗпе тымарсен вӑйне пӗлсе ҫитмешкӗн Вӑл мана мӗн пуррийӗ ҫинчен Хӑй чӑн пӗлӳ пачӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.