Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт кайсанах, эпӗ хир сыснине куртӑм.
Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Йытӑ пӗр вунӑ утӑм кайсанах путса ларчӗ.
Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Чӑнкӑ ту вӑл Карӑк ҫырми тӑвӗ, кӑшт ҫумӑр йӗпетсе кайсанах машинӑпа ниепле хӑпарма май ҫук чӑрмав.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл ачисене Саша вилнӗ хыҫҫӑнхинчен те хытӑрах хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытнӑ, вӗсене ача амӑшӗн пӗтӗм чун-чӗрипе — эгоистлах юратакан чӗрипе — юратнӑ, вӗсене хӑйӗнчен ниҫта уйӑрасшӑн пулман: унӑн ачисем унран уйрӑлсанах, ҫав хӑрушӑ Петербурга кайсанах вилеҫҫӗ-ҫке.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Анчах пӗр ҫирӗм пилӗк ярд кайсанах, линь татӑлса кайрӗ.Но едва он вытравил двадцать пять ярдов, как вдруг линь провис.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӗсем тухса кайсанах, Саша васкаса тумланчӗ, кӑмака ҫинчен хӑвӑртрах сиксе анчӗ.Как только за ними закрылась дверь, Саша торопливо оделся, соскочил с печки.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ирхине, эсесовецсен чаҫӗ ялтан тухса кайсанах, Павел Николаевич хӑй пытанса выртнӑ хӳтлӗхрен хӑюсӑррӑн тухрӗ.Утром, как только эсэсовская часть ушла из села, Павел Николаевич несмело вылез из своего убежища.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Чугун ҫул хӗрринчи вӑрман тӑрӑхне малтанхи хут тӗрӗслеме кайсанах, тӑшман самолет ҫинчен пӑрахса хӑварнӑ парашютистсен йӗрне тупса, вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вунулттӑмӗш бригадӑри ҫамрӑк салтаксем, тупӑран пенине хӑнӑхманскерсем, ҫывӑхра бомба е граната ҫурӑлса кайсанах ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
— Эпир тухса кайсанах Алешкӑна чуптар, илтетӗн-и? — тенӗ вӑл арӑмне пӑшӑлтатса, урине васкасах ҫӑпатӑ сырнӑ май.— Как уйдем, пошли Алешку, слышишь? — шепнул он, торопливо надевая на ноги лапти.
Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.
Вӑл окопран темиҫе утӑм малалла кайсанах пуля тивнипе ҫӗре ӳкнӗ, анчах ҫак вӑхӑтра окопсем пушанса та юлнӑ: богунецсем командӑсӑр-мӗнсӗрех окопсенчен тухса, винтовкисене хытӑ чӑмӑртаса уй урлӑ нимӗн шарламасӑр чупса атакӑна кайнӑ.
Прямой провод тӑрӑх пулса иртнӗ калаҫу // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ӗнтӗ майӗпен ҫеҫ утма тытӑнтӑм, йӗртен пӑрӑнса кайсанах ӑна каялла таврӑнса алпа хыпашласа тупатӑп.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Вунӑ минут пек кайсанах вара йывӑҫсем хушшипе хӳшӗрен тухакан хӗрлӗрех тӗслӗ тӗтӗме асӑрхарӑмӑр.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Емельянов ҫывӑрса кайсанах, ачасем шӑппӑн калаҫма пуҫларӗҫ.Едва Андрей Емельянов заснул, как ребята вполголоса заговорили.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Пӑртак кайсанах Юра каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.
Вӑрҫӑ кунӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тимрукӗ тухса кайсанах вӑл алӑкне питӗрсе илет те хуҫалӑхри вак-тӗвек ӗҫне тума тытӑнать; ӗҫсӗр лармасть.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӑрта хӑпарнӑ ҫӗрте, малта, тепӗр лав курӑнчӗ; Шерккей лаши, кая юлма хӑнӑхманскер, талпӑнса утма тытӑнчӗ те, ик-виҫӗ ана пӳ кайсанах, малтине хуса ҫитрӗ.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юмӑҫ кайсанах, ӗҫ пуҫланчӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак самантра Люся ҫывӑрма выртать пуль ӗнтӗ, анчах ҫывӑрса кайсанах, тревога пулсан, тӑрса подвала анмалла пулать.
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑрман касакан вырӑнтан каялла вӑтӑр, е хӗрӗх утӑм кайсанах эпӗ юр ҫинче кӑвак хупӑллӑ кӗнеке выртнине куртӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.