Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ефремӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем пӗр ҫыхха ҫыхӑннӑ, унӑн ҫылӑхӗ сыхланса юлнӑ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Килсе пӑхас кунсем ҫитрӗҫ, тавӑрса парас кунсем ҫитрӗҫ; Израиль пӗлсе тӑтӑр, санӑн йӗркесӗр ӗҫӳ нумай пулнӑран, санӑн курайманлӑху пысӑк пулнӑран пулассине пӗлекенӗ ухмаха юлчӗ, хавха сӑмах калатӑп теекенӗ ӑссӑра юлчӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сусанна сӑнран питӗ хӳхӗм те хитре пулнӑ, 32. вара ҫав йӗркесӗр ҫынсем, унӑн илемне курса киленес тесе, Сусанна питне хупласа тӑнӑран унӑн питне уҫма хушнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав ҫулхине халӑхран икӗ пуҫлӑха тӳрене лартнӑ пулнӑ, тӳресем пирки Ҫӳлхуҫа: «йӗркесӗр ӗҫсем тӑвасси Вавилонран халӑх пуҫлӑхӗсенче ӗҫленӗ аслӑ тӳресенчен тухнӑ» тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшӗ тасалӗ, шуралӗ те сӑнаса тӗрӗслени витӗр тухӗ; йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ йӗркесӗр ҫынсене вӑл, йӑпӑлтатса, хӑй майлӑ ҫавӑрӗ; анчах хӑйсен Туррине манӑҫламаннисем вӑй илӗҫ те ӗҫе пикенӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пур тӗлӗшпе те тӳрӗ, анчах Хӑвӑн ҫиллӳпе хаярлӑхна Хӑвӑн Иерусалим хулу ҫинчен, Хӑвӑн таса тӑву ҫинчен сирсе ярсамччӗ; пирӗн ҫылӑхсемшӗн, пирӗн аттесен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Иерусалима тата Санӑн халӑхна таврари халӑхсем пурте мӑшкӑллаҫҫӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ хӑватлӑ аллупа Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, Санӑн яту паянхи кунчченех мухтавлӑ; эпир вара ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр, йӗркесӗр хӑтлантӑмӑр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир вара ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем туса тултартӑмӑр, чурӑслантӑмӑр, Санӑн ӳкӗтӳсенчен, Санӑн йӗркӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 6. Санӑн чурусене, пророксене, — Санӑн ятупа пирӗн патшамӑрсене, аслӑ ҫыннӑмӑрсене, аттемӗрсене, ҫӗршывӑн мӗнпур халӑхне вӗрентсе каланӑ пророксене — итлемерӗмӗр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та, патша, манӑн канашӑма итлеме кӑмӑл тусамччӗ: ҫылӑхусене ырӑ ӗҫсем туса каҫарттар; йӗркесӗр ӗҫӳсене чухӑнсене хӗрхенсе-пулӑшса ҫӗтер; санӑн канӑҫлӑху ҫапла тусассӑн ҫеҫ тӑсӑлма пултарать, тенӗ Даниил.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ пире, аттемӗрсен сӑваплӑ хулине Иерусалима пур тӗлӗшпе те тӗрӗс айӑпларӑн: хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир мӗне тивӗҫнине Эсӗ пире тӗрӗссипе тавӑрса патӑн; 29. эпир, Санран уйӑрӑлса, ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем турӑмӑр, пур тӗлӗшпе те айӑплӑ пултӑмӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль халӑхне ҫак Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен пӗлтер, вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн намӑсланччӑр, Турӑ Ҫуртне виҫсе тухчӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакна Эпӗ вӗсен ирсӗрлӗхӗшӗн тата вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн турӑм, ҫакӑншӑн Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытартӑм.24. За нечистоты их и за их беззаконие Я сделал это с ними, и сокрыл от них лице Мое.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан, 34. пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан, 35. ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун чухне вара хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсем ҫинчен, хӑвӑрӑн ырӑ мар ӗҫӗрсем ҫинчен аса илетӗр те йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн, йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсемшӗн хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑнса, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑнчӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн чӗрӗ юлӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫын, хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса, йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫларӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн вилӗ.18. Когда праведник отступил от праведности своей и начал делать беззаконие, - то он умрет за то.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.