Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Йӗркесӗр ӗҫе вӑрттӑн тума пуҫланӑ ӗнтӗ.7. Ибо тайна беззакония уже в действии, только не совершится до тех пор,
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӗркесӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрес ҫуккине пӗлместӗр-и эсир?9. Или не знаете, что неправедные Царства Божия не наследуют?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саккун кайран килнӗ, вара йӗркесӗр ӗҫ йышлӑланнӑ.20. Закон же пришел после, и таким образом умножилось преступление.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет: 7. «йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; 8. ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — 15. пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ; 10. ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ; 11. темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ; 12. йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ; 13. вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала; 28. эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ: 41. Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те 42. вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ; 43. ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран» тейӗп.23. И тогда объявлю им: Я никогда не знал вас; отойдите от Меня, делающие беззаконие.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ҫыхӑнса ларнисене, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсен айне пулнисене хуйхӑ ҫитӗ!78. Горе тем, которые связаны грехами своими и покрыты беззакониями своими!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
77. Манӑн ӳкӗтӗмсемпе Эпӗ хушнисене туса тӑратӑр пулсассӑн, ҫылӑхӑрсем сире пусса тӑракан йывӑрлӑх пулмӗҫ, йӗркесӗр ӗҫӗрсем сире ҫӗнтереймӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Турӑ — Тӳре: хӑрӑр Унран; пӑрахӑр хӑвӑр ҫылӑхӑрсене, йӗркесӗр ӗҫсем тума яланлӑхах чарӑнӑр — вара Турӑ сире пур инкек-синкекрен те хӑтарӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа сирӗн ӗҫӗрсене питӗ уҫӑмлӑн курса тӑрать, сире пурсӑра та тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ — 66. ҫав кун сирӗн ҫылӑхӑрсем ҫынсен умне тухса тӑрсассӑн, йӗркесӗр ӗҫӗрсем хӑвӑра айӑплама тытӑнсассӑн, эсир намӑса юлатӑр.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ выҫлӑхпа чир-чӗре, хуйхӑпа йывӑрлӑха, чӑпӑркка пек, ҫынсене тӳрленме ярса панӑ; 21. анчах ҫынсем пурпӗр хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмаҫҫӗ, инкек-синкеке пур чухнех те асра тытмаҫҫӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа калать те Ҫӳлхуҫа: 8. Эпӗ ӗнтӗ вӗсем ҫылӑха кӗрсе тӑвакан йӗркесӗр ӗҫсем ҫинчен шарламасӑр тӑмӑп, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене тӳссе тӑмӑп: акӑ айӑпсӑррисенӗн, тӳрӗ ҫынсенӗн юнӗ Мана кӑшкӑрса чӗнет, тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем те пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.