Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗпетнӗ (тĕпĕ: йӗпет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑвар ӑшчиккине эрехпе, коньякпа чӳхесе аппаланнӑ вӑл, суракан шӑлне чӗлӗм лаприпе, опийпе, скипидарпа, краҫҫынпа тытса та пӑхнӑ, питҫӑмартине йода сӗрсе лартнӑ, хӑлха шӑтӑкӗсене спиртпа чиксе йӗпетнӗ мамӑкпа питӗрнӗ, ҫаксем ҫапах та е нимте пулӑшман, е ӑша йӗклентернӗ.

Он полоскал рот водкой, коньяком, прикладывал к больному зубу табачную копоть, опий, скипидар, керосин, мазал щеку йодом, в ушах у него была вата, смоченная в спирту, но всё это или не помогало, или вызывало тошноту.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

— Мӗскер эсир, хӗрлӗ ураллӑ хурсем, урӑрсене йӗпетнӗ те Векшин мучи кӑмаки ҫине хӑпарса выртнӑ.

— Что, гуси лапчатые, промочили ноги да на печку к деду Векшину?

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫуртне тинӗс шывӗ йӗпетнӗ, хӗлле пулсан юр хӳсе лартнӑ.

Морская вода заливала их избу, снег засыпал до самой крыши.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Чӑнах та, Расщепей патӗнчен е ӳкерӳ ӗҫӗнчен таврӑнсан, эпӗ вырӑн ҫине выртаттӑм, атте ман ҫумма пырса ларать, ҫутӑпа пиҫӗхнӗ куҫӑмсем ҫине бор эмелӗпе йӗпетнӗ тутӑр хурать, ҫав вӑхӑтрах, хӑй пӑшӑрханнине пытарса, хӑш чухне шӳт туса та илет:

И, вернувшись от Расщепея или со съемки, я бросалась на кровать, а отец садился рядом, прикладывал мне на обожженные светом глаза холодные борные примочки и шутил, чтоб скрыть свое беспокойство:

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сывмарскер тутине йӗпетнӗ, кружкине каялла панӑ чух кашнинчех тав туса, хӑйӗн вӑйсӑр аллипе Дуньӑн аллине чӑмӑртанӑ.

Больной обмакивал губы и всякий раз, возвращая кружку, в знак благодарности слабою своей рукою пожимал Дунюшкину руку.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Дуня ун пуҫне уксус йӗпетнӗ тутӑр ҫыхнӑ та ун кровачӗ патне ҫӗвӗ ҫӗлеме ларнӑ.

Дуня обвязала ему голову платком, намоченном уксусом, и села с своим шитьем у его кровати.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Алексей пуҫӗпе кӑкӑрӗ ҫине-вӑл час-часах сивӗ шывпа йӗпетнӗ тутӑр татӑкӗ хучӗ, ҫав хушӑрах вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ ҫулӗсемпе таҫта ҫӳрекен аякри упӑшки ҫинчен шухӑшларӗ.

Она клала ему то на голову, то на грудь тряпку, смоченную холодной водой, поправляла на нем полушубок, который он то и дело сбрасывал, и думала о своем далеком муже, неведомо где носимом военными ветрами.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ваньӑн чӗлхи пӗтӗмпех кӑн-кӑвак пулнӑ, мӗншӗн тесен схема ӳкернӗ чух вӑл химически карандаша пӗрмаях чӗлхипе йӗпетнӗ.

Весь Ванин язык был в лиловом анилине, потому что, рисуя схему, он старательно слюнявил химический карандаш.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫавӑнпа ҫак ҫупа (енчен те вӑл ҫук-тӑк одеколон та юрать) йӗпетнӗ пусма татӑкне шкапри ҫӳлӗксем ҫине хурса тухма тӑрӑшӑр.

Поэтому постарайтесь пропитанные этим маслом (если же такового не имеется сойдет и одеколон) тканевые салфетки разложить по полкам шкафа.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫавӑнпа ҫак ҫупа (енчен те вӑл ҫук-тӑк одеколон та юрать) йӗпетнӗ пусма татӑкне шкапри ҫӳлӗксем ҫине хурса тухма тӑрӑшӑр.

Поэтому постарайтесь пропитанные этим маслом (в случае отсутствия сойдет и одеколон) тканевые салфетки разложить по полкам шкафа.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

8. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон парне вырӑнӗ патне пынӑ та хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳмелли пӑрӑвне пуснӑ: 9. ывӑлӗсем ун патне парне юнне илсе пынӑ, Аарон хӑй пӳрнине юнпа йӗпетнӗ те парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тухнӑ, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ; 10. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне, пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 11. ашӗпе тирне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.

8. И приступил Аарон к жертвеннику и заколол тельца, который за него, в жертву за грех: 9. сыны Аарона поднесли ему кровь, и он омочил перст свой в крови и возложил на роги жертвенника, а остальную кровь вылил к подножию жертвенника, 10. а тук и почки и сальник на печени от жертвы за грех сжег на жертвеннике, как повелел Господь Моисею; 11. мясо же и кожу сжег на огне вне стана.

Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Помоги переводом

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней