Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑла сăмах пирĕн базăра пур.
йӑла (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Депутатсем вырӑна тухса лару-тӑрупа паллашни — ырӑ йӑла. Ӑна малашне те тытса пырасчӗ», — терӗ район пуҫлӑхӗ С. Николаев.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Халӗ те ҫак йӑла упранать.

До сих пор эта традиция сохраняется.

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫав вырӑнтах апатланса аслисем йӑла юррисем юрласа каялла таврӑннӑ, ҫамрӑксем ана ҫине ҫӑмарта ывӑтса юмӑҫ пӑхнӑ.

Помоги переводом

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

21-шер общежити тата ача сачӗ, пӗр тата икӗ пӳлӗмлӗ 3 пин хваттер, 7 вӑтам шкул, «Шупашкар», «Улӑп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илӳ центрӗсем, пасар, йӑла ҫурчӗ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерӗ, «Туслӑх» хӑна ҫурчӗ, кунне 600 ҫынна йышӑнакан стационарлӑ медсанчаҫ, 2 поликлиника, ачасен медцентрӗ, 3 профтехучилище, машина тӑвакансен техникумӗ, трактор тӑвакансен культура тата «Прометей» кану ҫурчӗсем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑн ытти объекчӗ тунӑ, Ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗ ҫӗкленсе ларнӑ.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӗррехинче ларма ларнӑ чух кӳршӗ ял каччи манпа паллашасшӑнччӗ, Аверкий касӑ хӗрне юта парас темерӗ-тӗр, хӑйӗн карттусне мана тӑхӑнтартса: «Эсӗ манӑн пулатӑн»,– терӗ (ун чух ялта ҫамрӑксен хушшинче ҫакӑн пек йӑла пурччӗ).

Однажды на посиделках парень из соседней деревни хотел со мной познакомиться, Аверьян наверно не захотел девушку с улицы отдавать чужаку, напялив на меня свой картуз сказал: "Ты будешь моей", (в то время в деревне среди молодых была такая привычка).

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан та хӗрӳленсе чӗрре кӗрес йӑла ҫук вӗсен, шӳте ҫавӑрма пӑхаҫҫӗ.

Если и возникнет какая-нибудь проблема, то нет привычки раздувать огонь, стараются превратить в шутку.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Хӗр аки» – авалхи йӑла.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чи лайӑх 100 выпускнике чысласси И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ырӑ йӑла пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫупа хӗл чиккинчи йӑла сӗм авалах йӗркеленнӗ пулас.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫак йӑла хӑй темиҫе пайран тӑнӑ: калӑм кунӗ, ҫурта кунӗ тата сӗрен.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫавна май ваттисене асӑнмалли ҫӗнӗ йӑла йӗркеленет — калӑм.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫапах та ун чухнехи чи пӗлтерӗшлӗ йӑла вӑл вилнисене хӑналаса ӑсатса яни пулнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫимӗк сӑмах авалхи славянсен пулнине асра тытсан, ҫав йӑла чӑвашсен малтан ҫу (авалхи тӗрӗкле jaу «поминальный обряд») ятпа ҫӳренӗ, вӑл ваттисене асӑннипе ҫыхӑннӑ тесе калама май пур.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫу чӑваш (вырӑспа тутар тӗнӗсене куҫман чӑваш) тӗнӗнче мӑсӑльмансенчен куҫнӑ сӑмах е йӑла йышлӑ пулнине Н.И. Ашмарин хӑйӗн чылай ӗҫӗнче палӑртнӑ.

О том, что в религии настоящих чуваш ( у чуваш, которые не приняли религию русских и татар), много слов и обычаев, которые исходят к мусульманству, Н. И. Ашмарин отмечал во многих своих трудах.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

«Мӗнле йӑла вӑл хӗвел тухиччен ҫывӑрасси? Кам сан упӑшку валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлӗ? Тӑр, юлхавланса ан вырт», – тетчӗ.

"Что за привычка спать до рассвета? Кто будет готовить для твоего мужа еду? Вставай, не лежи на боку", - говорил.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Уявра ирттерме палӑртнӑ пур йӑла та, пур тухса калаҫнисем те «Чемен карти» этнохулашра пулчӗҫ.

В этногородище «Чемень карди» состоялись все заявленные в программе действа и выступления.

«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html

Тӗлӗнмелле: тури тата анатри районсене темиҫе ҫухрӑм ҫеҫ уйӑрса тӑрать, йӑла вара пачах расна.

Удивительно: верховые и низовые районы разделяют всего несколько километров, а обычаи совсем разные.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Хӑш-пӗр тӑрӑхра ку йӑла манӑҫа тухман — курӑк татса сиплӗ шыв хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ милӗк хуҫма вӑрмана каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Ҫак кунранпа пирӗн килте суяс йӑла ҫуккине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней