Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хирӗҫ тухнисемпе секундантсем, йӑла тӑрӑх, пӗр-пӗрне пуҫ тайса илчӗҫ; тухтӑр ҫеҫ, ним пулман пек анасласа илчӗ те, курӑк ҫине ларчӗ: «Манӑн рыцарьсем пек чыслӑ пулма вӑхӑтӑм ҫук», терӗ пулас.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Филькӑн пӗр тӗлӗнмелле йӑла пур: вӑл хушӑран хуша пӗр-пӗр шухӑшпа пуҫне ватма юратать.Усвоив себе странную привычку время от времени размышлять, Филька подумал.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах тӗлӗнмелле йӑла сирӗн шкулта.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл мана ирӗк памарӗ: ку начар йӑла тата питӗ тирпейсӗр япала терӗ, манӑн туртма пӑрахмалла-мӗн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пупсем улшӑнчӗҫ пулин те, ҫӑва ҫине килсен, малтан Михха аслашшӗ ҫинче кӗлтума пуҫлас йӑла пӗтмерӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Нимех те ҫук, мӗнле йӑла вӑл сирӗн ҫийӗнчех хӑраса ӳкесси? — калаҫма пуҫларӗ упӑшки, кашни сӑмах каламассерен кирлӗ мар ҫӗртенех тутине чалӑштарса.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенева, тӗп вырӑс ҫыннине, Инсаров ӗҫе нимӗҫсенчен те тирпейлӗрех тата вӑхӑтра туса пыни малтанах культурӑсӑртарах пек, кӑштах кулӑшла пек те туйӑнатчӗ; анчах часах вӑл ҫакна хӑнӑхса ҫитрӗ те, ҫак тирпейлӗхе хисеплӗ йӑла вырӑнне хумасан та, лайӑх тесе йышӑнчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ӑна эпӗ килӗшнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ: анчах эпӗ уншӑн ытла та ҫӑмӑлттай, эсӗ вара типтерлӗ ҫын, йӑла тӗлӗшпе те, кӗлеткӳпе те чыслӑ, ку пӗрремӗшӗ, — эсӗ тӑхта-ха, эпӗ каласа пӗтермен, — эсӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ вӑтам энтузиаст, наукӑна чунтан парӑнса ӗҫлекенсен чӑн-чӑн представителӗ, вӗсемпе, ҫук вӗсемпе мар, вӗсене вырӑссен вӑтам дворянстви тивӗҫлипе мухтать!
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ун пирки эп хам та иккӗленнӗччӗ: юрать-и пӗр ҫуртах ача-пӑча сачӗ, магазин, парикмахерски, столовӑй, йӑла ыйтӑвӗсене пурнӑҫлакан комбинат тата клуб вырнаҫтарма?
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак хӑйне майлӑ йӑла пур ҫӗре те ҫитет, пурӑнӑҫри чи пӗчӗк ӑҫти-ҫуксене те вӑл хӑйне пӑхӑнтарма пуҫлать.Этот своеобразный обычай регулирует и вмешивается во всё, даже мельчайшие, проявления жизни.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Дюмон-Дюрвиль ҫак йӑла ҫинчен питех те тӗплӗн каласа парать.Дюмон-Дюрвиль сообщает любопытные подробности об этом обычае.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Кӑна вӗсем каннибалла хӑтланнине тӗрӗсе кӑларас тесе ҫеҫ мар, ҫынна ҫиес йӑла мӗн пирки тухса кайнине ӑнланса илес тӗлӗшӗпе пӗлмелле пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ан манӑр, — тесе хушса хучӗ вӑл, — Европӑри цивилизациленсе ҫитнӗ халӑхсен аслашшӗсен аслашшӗсем те тахҫан авал ҫынна ҫинӗ, ан кӳренӗр, майор, сӑмахран, шотландецсен те ҫынна ҫиес йӑла пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Фиджи утравӗсемпе Торрес проливӗ патӗнчи пекех, Ҫӗнӗ Зеландире те ҫынна ҫын ҫиес йӑла питех те сарӑлнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫынна ҫын ҫиесси хуть те ӑҫтан тухса кайнӑ пултӑр, — пире ҫакӑнта вӑл йӑла пуррине пӗлни те, хамӑрӑн ҫавӑн ҫинчен кӑна шутламалла пулни ҫинчен пӗлсе тӑни те ҫитет!
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫынна ҫын ҫиес йӑла ӑҫтан тухса кайнӑ-ха: турра ӗненнинчен, е выҫлӑхран?
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ку йӑла вӗсен хӑйсен вилнӗ ҫулпуҫӗ умӗнче чӗтӗресе тӑнипе мар, ытларах тутлӑ какайпа ҫуланса пӑхас килнипе тухса кайнӑ темелле, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене вӗлерсен, леш тӗнчене каймалли тарҫӑсен ӳчӗсене те ҫавӑнтах ҫисе яраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӑван курнӑ мӑшкӑлшӑн юнпала тавӑрас йӑла пур ҫӗршывра Такури, паллах, хӑйӗн тӑванне Сюрвиль кӑтартнӑ мӑшкӑла манма пултарайман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак ӗҫ пире пурӑнӑҫпа йӑла ҫинчен калаҫтарчӗ, унӑн мӗн пур усӑллӑ енӗ те ҫавӑ ҫеҫ.Этот случай заставил нас заговорить о быте, это единственно положительное во всем деле.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Йӑла ыйтӑвӗсем пӑхса тухакан ӗҫе пӗтӗмпех аяла хупласа хӑварчӗҫ.Вопросы быта, личных взаимоотношений и партийной этики заслонили разбираемое дело.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.