Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Тепӗр кун ирхине, Давид вӑрансассӑн, Гад пророка — Давид витӗркуранне — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 12. пыр, Давида кайса пӗлтер: Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп; хӑв валли вӗсенчен пӗрне суйласа ил — сана ҫавӑ ҫитӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид вара Авессана каланӑ: халӗ Бихри ывӑлӗ Савей пирӗншӗн Авессаломран та усалрах ӗҫ тӑвӗ; хуҫу тарҫисене ил те ӑна йӗрлесе кай — ҫирӗплетнӗ хуласене ан тартӑр вӑл, пирӗн куҫран ан ҫухалтӑр, тенӗ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ӑна Ҫӳлхуҫа тӗп тутӑр е, кунӗ ҫитсессӗн, хӑех вилӗ, е вӑрҫа кайса пӗтӗ; мана вара Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклеме ирӗк ан патӑрах; 11. унӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнчи сӑннине тата шыв савӑтне ил те, хамӑр патӑмӑра кайӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Священник каланӑ: акӑ Голиафӑн — Юман айлӑмӗнче хӑв тӗп тунӑ филистимӑн — хӗҫӗ, тумтирпе чӗркенӗскер, вӑл ефод хыҫӗнче выртать; кӑмӑлу пулсассӑн, ил; унсӑр пуҫне кунта урӑххи ҫук, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар; 18. ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кисӑн, Саул ашшӗн, ама ашаксем ҫухалнӑ, вара Кис хӑйӗн ывӑлне Саула каланӑ: хӑвпа пӗрле пӗр тарҫӑ ил те ама ашаксене шырама кай, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, 20. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр; санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет, кунҫулу вӑрӑма пырасси ҫакӑнтан килет, ҫапла эсӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑн.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана [тата тӑлӑх арӑма] тӗрӗс мар сут ан ту, тӑлӑх арӑмӑн тумтирне салука ан ил; 18. асӑнта тыт: эсӗ ху та Египетра чура пулса пурӑннӑ, сана унтан Ҫӳлхуҫа [Турру] ҫӑлса кӑларнӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑна ху патӑнтан ирӗке яма тивнӗшӗн чунна йывӑра ан ил: ӗнтӗ вӑл сана ултӑ ҫул хушшинче тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳленинчен икӗ хут ытларах ӗҫлесе панӑ; вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пӗтӗм тӑвас ӗҫӳнте пиллесе тӑрӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн, 17. эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ; 3. ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Левий йӑхӗнчен, аҫу ӑрӑвӗнчен, тухнӑ тӑванусене те ху патна ил: вӗсем сан таврашӑнта пулччӑр, сана пулӑшса тӑччӑр, эсӗ вара хӑвӑн ывӑлусемпе пӗрле Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫле; 3. вӗсем сана кӗлӗ йӗрки тума пулӑшчӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пӗтӗм ӗҫе туса тӑччӑр; анчах сӑваплӑ вырӑнӑн япалисене, парне вырӑнне ан тӗкӗнччӗр, вӗсен те, сирӗн те вилмелле ан пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла левитсене Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса ил, левитсем Манӑн пулччӑр.14. И так отдели левитов от сынов Израилевых, чтобы левиты были Моими.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 5. ил вӗсенчен; кусем пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ; левитсем тумалли ӗҫсем мӗнлине кура ҫакна вӗсене пар, тенӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.