Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Аст 19

Раздел: Библи –> Саккуна астутарни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.29 23:19

Предложений: 8; Слово: 453

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.

4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм. 8. Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн, 9. эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш, 10. ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.

11. Анчах та [сан патӑнта] кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн тӑшман пулса ӑна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет пулсассӑн, ӑна вӗлерес тесех вӗлерет пулсассӑн, унтан ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳкет пулсассӑн, 12. вӑл пурӑннӑ хулари аслӑ ҫынсен ӑна каялла илсе килмешкӗн ҫын ямалла, ӑна юншӑн тавӑраканӗн аллине вӗлерме тытса памалла; 13. ӑна куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр; Израиль ҫинчен айӑпсӑр ҫыннӑн юнне ҫуса яр, вара сана ырӑ пулӗ.

14. Ҫывӑх ҫыннун хир чиккине ан пӑс, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе паракан ҫӗрӳнте сана тивӗҫес пайпа унӑн пайне мӑн аслаҫусемех чикӗленӗ.

15. Кама та пулсан мӗнле те пулин айӑпӗшӗн, мӗнле те пулин усал ӗҫӗшӗн, мӗнле те пулин ҫылӑхӗшӗн айӑплама пӗр кӳнтелен кӑтартса пани ҫителӗксӗр: [кирек мӗнле] ӗҫе те икӗ кӳнтелен сӑмахӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ татса парать. 16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура. [Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине кам мӗнле сиен кӳрет, ӑна хӑйне ҫапла тумалла.].

Сайт:

 

Статистика

...подробней