Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Турӑ, ҫӗклен, Хӑвӑн ӗҫне хӳтӗле, ӑссӑр ҫын Хӑвна куллен мӑшкӑлланине асна ил; 23. тӑшманусем кӑшкӑрашнине, Сана хирӗҫ пӑлханакансем вӗҫсӗр шӑв-шав ҫӗкленине ан манӑҫла.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп: 9. Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя, 10. Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт; Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп. Эй Филисти ҫӗрӗ, мана хавассӑн кӑшкӑрса кӗтсе ил!» терӗ.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл пӗлтернӗ саккуна йышӑн, Унӑн сӑмахӗсене чӗрӳ варрине ил.22. Прими из уст Его закон и положи слова Его в сердце твое.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпир ӗнтӗ акӑ мӗн пӗлсе ҫитрӗмӗр; чӑнах та ҫапла вӑл: итле те ҫакна — тӑна ил.27. Вот, что мы дознали; так оно и есть: выслушай это и заметь для себя.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша Амана каланӑ: [лайӑх каларӑн эсӗ;] ху каланӑ пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умӗнче ларакан Мардохей иудее ҫавӑн пек чысла; ху каланинчен нимӗн те сиктерсе ан хӑвар.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачусене ил те 4. Миди ҫӗрне куҫса кай, эпӗ пӗлсех тӑратӑп: Иона пророк каланӑ пек, Ниневи арканӗ; Миди ҫӗрӗнче вара пӗр тапхӑр лӑпкӑ пулӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та эсӗ мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсен тӗтӗркӗч ил те унта пулӑ чӗрипе пӗверне хурса тӗтӗр; 18. шуйттан ҫав шӑрша сиссенех тухса кайӗ те урӑх нихӑҫан та каялла килмӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир вара — санпа пӗрле: сывлӑш ҫавӑрса ил те ӗҫе тытӑн! тенӗ.4. Встань, потому что это твое дело, и мы с тобою: ободрись и действуй!
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Давид ҫыннине, витӗркуран Гада, ҫапла каланӑ: 10. пыр, Давида кайса пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп, вӗсенчен пӗрне хӑвна валли суйласа ил, — Эпӗ сан ҫине ҫавна ярӑп, тет, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан [Елисей] каланӑ: ҫӗмренсем ил, тенӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?»
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Елисей: ил, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сонам арӑмӗ кӗрсессӗн, Елисей: ил хӑвӑн ывӑлна, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Елисей ӑна каланӑ: эсӗ халь килне кай, пушӑ савӑтсем пуҫтар, вӗсене кӳршӳсенчен те ил; нумайрах пуҫтар, 4. вара хӑв хыҫҫӑн, ывӑлусем хыҫҫӑн алӑка питӗр те ҫав мӗнпур савӑта ҫу тултар; туп-тулли тултарса ларт, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Навуфее чулпа персе вӗлернӗ тенине илтсессӗн, Иезавель Ахава каланӑ: тӑр, Изреель ҫынни Навуфей кӗмӗлле парасшӑн пулман иҫӗм пахчине хӑвӑн аллуна кайса ил: Навуфей чӗррисем хушшинче ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвпа пӗрле [Турӑ ҫынни валли] вунӑ ҫӑкӑрпа пашалусем, пӗр чӳлмек пыл ил те кай ун патне: вӑл сана ачана мӗн кӗтни ҫинчен калӗ, тенӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.