Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иккӗленмелли (тĕпĕ: иккӗлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маркиз пӗтет, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, Симурден ҫакӑншӑн пӑшӑрханмасть.

Маркиз обречен; на этот счет Симурдэн был спокоен.

VI. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вандейӑн ҫав пайӗнче республика пачах ҫӗнтерчӗ, ун пирки иккӗленмелли ҫук.

Во всей этой части Вандеи республика взяла верх — в этом не могло быть ни малейшего сомнения.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Кама та пулин тытма хатӗрленнӗ пирки иккӗленмелли те ҫук…

Очевидно, кого-нибудь преследовали.

III. Шултра саспаллисен усси // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсенче пулмалла, — ҫакӑн пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

В северных странах, — в этом не было и сомнения!

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир вулкан пырӗ тӑрӑх хӑпарнӑ тӗлӗшпе нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Мы, положительно, находились в жерле вулкана, в этом нельзя было сомневаться.

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах халӗ ҫак хамӑрӑн куҫ умӗнчех курӑнса тӑракан япала пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Но сомнение было бы оскорблением, нанесенным науке!

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫапла нимӗн иккӗленмелли те юлмарӗ: тӑвӑл вӑхӑтӗнче эпир асӑрхайман хушӑрах ҫил улшӑнса, пирӗн сулла каялла, хамӑр тапранса кайнӑ ҫыран хӗррине, пичче питех инҫене юлчӗ тесе шутланӑ ҫӗре хӑваласа пынӑ иккен.

Таким образом, не оставалось никакого сомнения, что во время бури ветер незаметно для нас переменился и пригнал плот обратно к тому самому берегу, который дядюшка считал оставленным далеко позади.

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ун пирки иккӗленмелли ҫук, ҫитмелле.

— Да, несомненно.

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗрре те иккӗленмелли ҫук.

Конечно!

XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

— Вне всякого сомнения.

XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ку вырӑсран тухнӑ ҫын пулни пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Это — человек безусловно русского происхождения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

— Безусловно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Иккӗленмелли ҫук.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Халӗ Воропаев калаҫакан чул пекех пулса тӑчӗ, ӑна нумай тӗрлӗ ӗҫ шанса пама пулать, тата вӑл ҫав ӗҫсене тӑвайӗ-ши, тесе иккӗленмелли те ҫук, мӗншӗн тесен унӑн урӑх нимле ӗҫ те ҫук тата вӑл яланах пӗр вырӑнта.

Теперь Воропаев сделался как бы говорящим камнем, которому можно поручить множество дел, с уверенностью, что он их выполнит, потому что ничем не занят и вечно на месте.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Манӑн — пурте, — тутисемпе кӑна тавӑрчӗ вӑл, Воропаев ҫине пӗрре те иккӗленмелли ҫук тарӑн та уҫӑ куҫсемпе пӑхса.

— У меня — все, — одними губами ответила она, взглянув на него таким глубоким, обнаженным и до конца преданным взглядом, что сомневаться было нельзя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Иккӗленмелли те ҫук.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ку документ чӗлхи — кӑнтӑр енчи пӗр-пӗр чӗлхе, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Следовательно, мы имеем дело с одним из южных языков.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫук ӗнтӗ, халь иккӗленмелли пӗтнӗ — ку часовой ӑнсӑртран персе яни пулман.

Нет, нет сомнений не было — это не случайный выстрел часового.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Чӑн та, иккӗленмелли пулман.

Да, никаких сомнений быть не могло.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Адмирал господин, — терӗ хыттӑн Павлин, — кунта иккӗленмелли нимӗн те ҫук, пӗр факта кӑна шута илес пулать: Российӑри пӗртен-пӗр законлӑ власть вӑл — совет влаҫӗ.

— Господин адмирал, — резко сказал Павлин, — следует считаться только с тем несомненным фактом, что единственная законная власть в России — это советская власть.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней