Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тислӗк хапхи патӗнчен стена ҫумӗнче ҫӗрле хула тавра ҫаврӑннӑ ик хуралҫӑ ир сулхӑнӗнче тӗлӗрсе ларать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Юлашки юлнӑ ик динарпа эп ҫӑнӑх туянтӑм та ӑна ак ҫак пысӑк тӑм чашкӑ ҫине силлерӗм, килелле йӑтса кайрӑм.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗр ҫын, вилес умӗн, хӑйӗн пӗтем пурлӑхне ик ывӑлӗнчен пӗрне, тивӗҫлӗреххине, хӑваратӑп тенӗ-мӗн.Один человек, умирая, сказал, что он оставляет все свое имущество достойнейшему из двух его сыновей.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗри, астумасӑр, ик аллине те ҫӗкленӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Атте ик ҫул каярах вилнӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Е вӑл лӑх-лӑх кулма тытӑнать, пӗрре баспа, тепре ҫуйӑхакан ҫинҫе сасӑпа каҫса кайса куҫҫуль тухичченех кулать, унтан ик аллине сарса хурса манран ыйтать:
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Шӑв-шав хушшинче илтми пулса анраса кайнӑ, хурҫӑпа шыв ташши минретнӗ ик ураллӑ чӗрчун, хура тӗтӗмпе тата ҫупа вараланса пӗтнӗскер, аллисене шӑлавар кӗсйине чиксе, ман ҫине темле тӗлӗнмелле пӑхса тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл «пултараймастӑп» сӑмахне пуҫне пӑркаласах ҫирӗплетсе каларӗ, унтан лар ҫинчен анчӗ те, сухалне ик аллипе те тӑрмакаласа, пуҫне усса, суркаласа, пекарня урайӗ тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Эх! — вӑл ик аллипе пуҫне ҫавӑрса тытрӗ те лар ҫинче ларнӑ ҫӗртенех сулкаланма тытӑнчӗ.— Эх! — Он схватил себя за голову и закачался, сидя на ларе.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Акӑ вӑл, сасартӑк, ик аллипе хӑй кӑкӑрне туртса ҫурнӑ та, унтан чӗрине туртса кӑларнӑ та, ӑна пуҫсем ҫине ҫӳле ҫӗкленӗ.И вдруг он разорвал руками себе грудь и вырвал из нее свое сердце и высоко поднял его над головой.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Акӑ, ун ҫумӗнче, Прут хӗрринчен килнӗ хура мӑйӑхлӑ пулӑҫӑ; вилесси килменнипе йӗрет вӑл; хӑранипе шурса кайнӑ пичӗ ҫинчи куҫӗсем, ӗлӗк чух ҫиҫсе тӑраканскерсем, тӗксӗмленнӗ; куҫҫулӗпе йӗпеннӗ мӑйӑхӗ чалӑшнӑ ҫӑвар ик енӗпе хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Эпӗ чӳречерен йывӑҫ турачӗсем хушшипе тинкеререх пӑхатӑп та куратӑп; уйӑх ҫутатнипе юханшыв ҫийӗ кӑн-кӑвак, вӑл — шурӑ кӗпепе, пилӗкне икӗ вӗҫне ик еннелле янӑ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ — пӗр урипе кимӗ ҫине, тепринпе ҫырана пусса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки; эпӗ йӑмӑка хӳтӗлетӗп ҫеҫ, Илья Ильич мӗнле укҫа илнине пӗлместӗп.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр ик ҫултан ҫырать, — терӗ Тарантьев.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ик аллине те ман хулпуҫҫисем ҫине хучӗ те каласа памалла мар юратупа мана куҫран пӑхрӗ.Она положила обе руки мне на плечи и с невыразимой любовью поглядела в мои глаза.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ырӑ шӑршӑллӑ лӑссисенчен тӳпе-мачча ҫыхса та аякка-аякка тӑсӑлакан улӑпла пысӑк коридор туса, ик енлетсе те хӳпӗрлесе илнӗ пире ҫӳллӗ йӑрӑс хырсем.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ик эрнене яхӑн курман ӗнтӗ эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл хамшӑн мӗнлерех хаклӑ та ҫывӑх пулнине халӗ вара нихӑҫанхинчен те уҫҫӑн ӑнланса илтӗм.Почти две недели не видал я Олеси и теперь особенно ясно понял, как была она мне близка и мила.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Захар сӗтел ҫинчен помада, пуҫ тури, щетка илчӗ те унӑн пуҫне сӗрчӗ, ҫӳҫне ик еннелле уҫса, щеткӑпа якатрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ пырса ҫитнӗ чух ик хӗрарӑмӗ те килӗнчеччӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.