Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫме (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ӑмӑрткайӑкӗ ката тӗлне вӗҫсе ҫитрӗ те ун тӑрринче ҫаврӑнса вӗҫме тытӑнчӗ, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ, унтан ҫӗрелле анма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ваттисем калашле, хӑвна кайӑк тесе куратӑн пулсан вӗҫме те пӗл.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑван лӑплансан, сывлӑшра сӑпсасем вӗҫме тытӑнаҫҫӗ:

Помоги переводом

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

— Чиркӳ тӑрринчен сикме хӑрушӑрах пуль, Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫме пит инҫе, ҫӑлтӑрне те юмахра ҫеҫ антараҫҫӗ.

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Космос аппарачӗ орбитӑна тухайман пулин те, юнкун ӑна хута яма май килни, 85 процентне 3D-принтерпа пичетленнӗ ракета кӑткӑс условисене чӑтма, вӑл вӗҫме пултарнине ҫирӗплетсе панӑ.

Хотя космическому аппарату не удалось выйти на орбиту, запуск в среду доказал, что ракета, которая на 85% напечатана на 3D-принтере, может выдержать суровые условия взлета.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Вӑл 300 кг таять, авӑрличчен чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа 40 минут таран вӗҫме пултарать.

Он весит 300 кг и может летать с максимальной скоростью до 40 минут, прежде чем потребуется дозаправка.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Вӑл ҫӗр ҫийӗн 20 метр ҫӳллӗшне хӑпарма тата 80 км/сех хӑвӑртлӑхпа вӗҫме пултарать.

Он способен подниматься над землей на высоту 20 метров и развивать скорость до 80 км/ч.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Халь вӑл вӗҫме ӳркенет.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ахаль те вӗҫме юратманскерсем, ҫумӑрпа йӗпенсен пӗртте вӗҫеймеҫҫӗ, тет.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лариса Симӑна чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫме юратакан лӗпӗш пек туйӑнать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ку вӑл тин ҫеҫ вӗҫме вӗреннӗ кайӑк чӗппине чулпа персе амантнӑ пекех пулчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Кӑт! — сас пачӗ чӑх, халь-халь аялалла вӗҫме хатӗрленсе.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Юрать-ха, чӑххисем ӑслӑ пулнӑ, хамӑр еннелле вӗҫме ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Унта эсӗ пултаруллӑ чӑваш ҫыннисемпе ҫывӑх паллашӑн, ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленсе, вӗҫме ҫунат хушӑн…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иккӗмӗш хут вӗҫсе хӑпарсан, Баймашкин хӑй йӑнӑшне тӳрлетрӗ, ана вӗҫне тухмассерен асӑрханса вӗҫме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Эпӗ ҫунатлӑ ҫуралнӑ, вӗҫме ҫуралнӑ», — тетчӗ пӗр летчик.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каллех вӗҫме тытӑнатӑп.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗр ман ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те: — Чӑн та Ӑмӑрт кайӑк мар эсир, Баймашкин юлташ. Вӗҫме мар, хырӑмпа шуса ҫӳреме ҫуралнӑ эсир! — терӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ӑна хам ӗҫӗме хытӑ юратни ҫинчен, хам вӗҫме «ҫунатлӑ ҫурални» ҫинчен хавхаланса каларӑм.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ — вӗҫме ҫуралнӑ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней