Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫме (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тренировка туса пурӑнса урасӑрах вӗҫме вӗренме, каллех лайӑх лётчик пулма пултарассине ӗненсен, унӑн ҫав тери пурӑнас, ӗҫлес килсе кайрӗ.

С тех пор как он поверил, что путем тренировки сможет научиться летать без ног и снова стать полноценным летчиком, им овладела жажда жизни и деятельности.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Черетлӗ ҫырура вӑл хӑйӗн пур хуйхи-суйхи ҫинчен те пӗлтерсе тӑракан пӗртен-пӗр ҫын — Метеорологи сержанчӗ патне: эпӗ кунтан тухаймастӑп та пулӗ, тепӗр тесен — тухманни авантарах та вӑл, мӗншӗн тесен урасӑр лётчик — ҫунатсӑр кайӑк пекех, вӑл пурӑнма, ҫиме пултарать, анчах вӗҫме — нихҫан та вӗҫеймест, манӑн ҫавӑн пек ҫунатсӑр кайӑк пулас килмест, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн пурнӑҫ чи япӑххӑн вӗҫленнине те лапкӑнах кӗтсе илме хатӗр, пурнӑҫ вӗҫӗ часрах ҫиттӗрччӗ кӑна, тесе ҫырчӗ.

В очередном письме он сообщил даже «метеорологическому сержанту», кому единственно поверял теперь свои горести, что, пожалуй, ему отсюда уже не выйти, что это даже и лучше, потому что летчик без ног — все равно что птица без крыльев, которая жить и клевать еще может, но летать — никогда, что не хочет он оставаться бескрылой птицей и готов спокойно встретить самый плохой исход, лишь бы скорее он наступал.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пуҫӗнче ҫав вӑхӑтра пачах та кирлӗ мар ҫӗртен: «Упаленме ҫурални — вӗҫме пултараймасть», тенӗ сӑмах ҫаврӑнса тӑчӗ.

А в голове почему-то вертелась фраза: «Рожденный ползать — летать не может!»

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Акӑ вӑл, сывлӑшри ҫапӑҫура ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫме хӑнӑхнӑскер, тӗлӗнсе кӑна сӑнать: сывлӑшри ҫапӑҫу, ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ чух, питӗ вӑраххӑн та пӗрре те хӑрушӑ мар пек курӑнать, пуклак сӑмсаллӑ «ишачоксем» хуллен кӑна вӗҫеҫҫӗ, вӗсен пулемёчӗсен аслати пек сасси кунта кӑшт ҫеҫ илтӗнет, — вӑл темӗнле килти сасса: ҫӗвӗ машини сассине е хуллен ҫурӑлакан коленкор ҫатӑртатнине кӑна аса илтерет.

И вот он, привыкший к молниеносным скоростям воздушной схватки, с удивлением смотрел, каким медленным и нестрашным выглядит воздушный бой отсюда, как тягучи движения стареньких тупоносых «ишачков» и каким безобидным слышится сверху гром их пулеметов, напоминающий здесь что-то домашнее: не то стрекотанье швейной машины, не то хруст медленно разрываемого коленкора.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫӗр ҫийӗпе чикекен юр вӗҫме тытӑнчӗ.

Тучи колючего снега поволокло по земле.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тулли хырӑмпа ҫапла вӗҫме те пултаратӑн-и-ха эс?

Так ты даже с набитым брюхом так можешь летать?

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Вӑрӑмтуна каллех вӗҫме пикенет, сасси илтӗнет.)

(Опять слышен звук летящего комара.)

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Томӑн алли айӗнчех тыткалама питех те меллӗ тӑпра муклашкисем тупӑнчӗҫ, ҫав муклашкасем пӗр самантрах сывлӑшра вӗҫме тапратрӗҫ.

Комья земли, которых много было под рукой, замелькали в воздухе.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Самолетпа, вертолетпа вӗҫме юрӑхлӑ», - терӗҫ медкомиссире.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Хальхи вӑхӑтра самолетпа вӗҫме кӑмӑллакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.

В настоящее время значительно возросла востребованность авиаперевозок.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Урасем ҫӗре перӗни-перӗнми чухне — этем ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче: айра ҫирӗп никӗс ҫук, ҫӳлте вӗҫме — ҫунат.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Пӗри вӑл — чаплӑ пурнӑҫ шырани (кунта хайхи ачана лайӑхрах пурнӑҫ парас тесе, инҫе ҫула вӗҫме ҫирӗп ҫунатпа тӗревлеме тӳрех «великий русский языка» вӗрентни), тепри — вырӑс чӗлхи пӗтӗм таврана ҫупӑрласа илни (кунта хайхи «Пурте вырӑсла вӗрентеҫҫӗ пулсан ман ма ачана чӑвашла вӗрентес?» текенни), тата ытти, тата ытти те.

Помоги переводом

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Мечӗк тупни эсӗ ун пекех вӑйлӑ сикме, ҫӳлелле вӗҫме, ҫӗре ҫапӑнсан та арканмасса ӗненетӗн.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑхӑтран вӑхӑта пӳртре пӗчӗк лӗпӗш вӗҫме тытӑнсан кил хуҫи арӑмӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ – кӗве ернӗ.

Если дома время от времени начинает летать маленькая бабочка, домохозяйки пугаются - завелась моль.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ку таранччен пухнӑ мул та ҫилпе вӗҫме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней