Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Обломов тӗлӗкре урӑх вӑхӑта курчӗ: вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗллехи каҫ, Илья няни ҫумне именчӗклӗн лӑпчӑнать, няня ӑна темле паллӑ мар ҫӗршыв ҫинчен пӑшӑлтатса калать; унта каҫ та, сивӗ те пулмасть, яланах тӗлӗнмелле япаласем пулса иртеҫҫӗ, пылпа сӗт ҫырмисем юхса выртаҫҫӗ, унта ҫулталӑк хушшинче никам та нимӗн те ӗҫлемест, Илья Ильич пек паттӑр каччӑсем кунӗ-кунӗпе выляса-кулса ҫӳреме ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери чипер вӗсем, халапра каласа пама та, перопа ҫырса кӑтартма та май ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳртрен, йывӑҫсенчен, кӑвакарчӑн йӑвинчен те, галерейӑран та, пуринчен те тем вӑрӑмӑш мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ.От дома, от деревьев, и от голубятни, и от галереи — от всего побежали далеко длинные тени.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗнӗ хваттерте, — терӗ Илья Ильич, куҫасси ҫинчен шухӑшласа: — виҫӗ кунта вырнаҫтарса пӗтереймеҫҫӗ, нихӑш япали те вырӑнӗнче мар: картинӑсем стена ҫумӗнче ҫӗрте выртаҫҫӗ, калушсем вырӑн ҫинче, атӑсем чейпе, помадӑпа пӗр ҫыхӑра.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ватӑ улпутсем вилнӗ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем килте юлнӑ та халӗ таҫта мачча ҫинче йӑваланса выртаҫҫӗ пулӗ; ӗлӗкхи пурнӑҫпа чаплӑ хушаматсем ҫинчен калакан халапсем манӑҫа тухсах пыраҫҫӗ, е ялта пурӑнакан ватӑсен асӗнче ҫеҫ упранаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Диван ҫинче манӑҫнӑ алшӑлли выртать; сӗтел ҫинче кашни ир тенӗ пекех, ҫӗркаҫхи апатран юлнӑ турилккепе тӑвар суланчи лараҫҫӗ, кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑпа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем выртаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӗтел ҫинче кӗнекесем, уҫнӑ папкӑсем, ал ҫырӑвӗн листисем выртаҫҫӗ.На столе аккуратно разложены книги, раскрытая папка, листы рукописи.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сехет ҫумӗнчех симӗсрех тӗслӗ минерал татӑкӗ тата алюмини шӑранчӑкӗ выртаҫҫӗ.Тут же рядом с часами лежит кусок зеленоватого с прожилками минерала и слиток алюминия.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун сӗтелӗ ҫинче Новиков кӗнекисем, запискисем выртаҫҫӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫынсем ҫывӑрма выртаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӗҫӗннисем вунӑ сехетре, аслӑраххисем пӗр сехет каярах ҫывӑрма выртаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унта авкаланса юрӑхсӑра тухнӑ, тутӑхнӑ хӗҫ-пӑшал, снаряд ванчӑкӗсем, йӗтресем, пульӑсемпе пӑшал кӗпҫисем йӑваланса выртаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Йӗри-тавра ҫӳп-ҫап куписем сӑрт-ту пек курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн курак-ҫӑхан явӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вараланчӑк, ҫурри татӑлнӑ кӗпи айӗнче тарланӑ кӑкӑрӗ йӑлтӑртатать, чӑмӑртанӑ алли ҫинче алӑ тымарӗсем вӗрен пек ҫыхланса выртаҫҫӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сулахай аллин сарса янӑ пуҫ пӳрни ҫине палитра тӑхӑнтарнӑ, вӑл картининчен те илемлӗрех — тӑрӑхла ҫаврака хӑма, ун ҫинче пӗтӗм краскасем — тинӗсӗн тӗрлӗ тӗсӗсем, пӗлӗт, тӑм, сирень, курӑк, шурӑ пӗлӗт тӗсӗсем юмахри пек илемлӗ сапаланса выртаҫҫӗ…
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йӗри-тавра мӑнкун ҫӑмартисен хупписем выртаҫҫӗ, масар стени тулашӗнче утлӑ полицейскисен картузӗсем курӑнаҫҫӗ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тимӗр картасем ӑшӗнче, сиреньпе сарӑ акаци тӗмӗсем хушшинче, мрамор плитасем выртаҫҫӗ.За железными оградами лежали мраморные плиты, окруженные кустами сирени и желтой акации.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юпа тӑрринче парне — бритвӑпа помазок выртаҫҫӗ, вӑл юпа ҫине улӑхакана пулать.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Икӗ чӳрече хушшине хунӑ пурҫӑн хутпа мамӑк та унтах выртаҫҫӗ.Лежал валик пожелтевшей ваты, посыпанной настриженным гарусом, между рамами.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949