Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртатӑп (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗнле: Сталин юлташ ӑна ҫырса кӑларнӑ та, хайхи, урӑхла каласан, Макар Нагульнов, палтах кайса ӳкнӗ! — выртатӑп хайхи ураран ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн таптаса лапчӑтнӑ ҫын пек пылчӑк ӑшӗнче ӳпне…

А эта статья такая, что товарищ наш Сталин написал, а я, то есть Макар Нагульнов, брык! — и лежу в грязе ниц лицом, столченный, сбитый с ног долой…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анне чупса пырса пӑхать, эпе ҫӗрте, йытӑ ҫурипе юнашар, кӳме урапа лартакан лупас патӗнче урасемпе тапкаланса выртатӑп иккен…

Мать прибежала, а я рядом со щенком лежу возле каретника на земле и ногами сучу…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хӑш чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшласа выртатӑп

Я и об этом иной раз ночами думаю…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тытӑҫура вӑл ҫапла: халӗ акӑ эпӗ аялта выртатӑп, хул калаккисемпе тӑпрана путарса лакӑмлататӑп, анчах тепӗр самантран эпӗ тӑшман ҫинче выртатӑп, ӑна лапчӑтатӑп.

А в драке так: зараз я под низом, лопатками землю вдавливаю, а глядь, через какой-то срок уж я сверху на враге лежу, выпинаю его.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ҫӑнӑх миххи ҫинче выртатӑп та ҫӳлтен аялалла лар патне пӑрахнӑ чӑпта ҫинче тӑсӑлса выртнӑ сухаллӑскерӗн мӑн кӗлеткине пӑхатӑп.

Я лежал на мешках с мукой и сверху вниз смотрел на его могучую бородатую фигуру, богатырски раскинувшуюся на рогоже, брошенной около ларя.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Халӗ эпӗ ҫывӑрма выртатӑп.

— А теперь я спать иду.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Эпӗ ҫеҫенхире, тӗттӗмелле пӑхса выртатӑп, сывлӑшра манӑн куҫ умӗнче Раддан патшасенни пек хитре те мӑнкӑмӑллӑ кӗлетки ярӑнса пырать.

Я смотрел во тьму степи, и в воздухе перед моими глазами плавала царственно красивая и гордая фигура Радды.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Эпӗ унтан инҫетрех мар пӑхса выртатӑп.

И я лежу неподалеку.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Эпӗ чекменпе лайӑхрах пӗркентӗм те Макарӑн хӗвелпе, ҫилпе хуралса ларнӑ ватӑ сӑн-пичӗ ҫине пӑхса выртатӑп.

Я закутался плотнее в шинель и, лежа, смотрел в его старое лицо, черное от загара и ветра.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Акӑ ҫакӑнта манӑн кил те, пахча та, ҫакӑнтах вилсе выртатӑп та! — терӗ вӑл, тарӑхнипе кӑмака саккине ҫапса.

Вот тут мой и дом, и огород, тут и ноги протяну! — говорил он, с яростью ударяя по лежанке.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ пур, — терӗ Обломов, намӑсланнӑ, хӑйне тивӗҫлипе хакламан ҫын сассипе: — кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшатӑп, ӗҫлетӗп, тепӗр чухне пуҫ ыратать, чӗре тапма чарӑнать, каҫсерен ҫывӑраймасӑр ҫаврӑнкаласа выртатӑп, пӗрмай, мӗнле тусан лайӑхрах пулать-ши, тесе шухӑшлатӑп… камсем ҫинчен?

— А я, — продолжал Обломов голосом оскорбленного и не оцененного по достоинству человека, — еще забочусь день и ночь, тружусь, иногда голова горит, сердце замирает, по ночам не спишь, ворочаешься, все думаешь, как бы лучше… а о ком?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…

Мне нравилось, оставшись одному, лечь, зажмурить глаза, чтобы лучше сосредоточиться, и беспрестанно вызывать в своем воображении ее то суровое, то лукавое, то сияющее нежной улыбкой лицо, ее молодое тело, выросшее в приволье старого бора так же стройно и так же могуче, как растут молодые елочки, ее свежий голос, с неожиданными низкими бархатными нотками…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ҫук, выртатӑп йӑваланса.

— Да нет, просто валяюсь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ клеенкӑпа ҫапса тунӑ диван ҫине выртатӑп.

Я ложусь на клеёнчатый низкий диван.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн пӗчӗк кӗтесӗмре шухӑша кайса выртатӑп.

А я лежала в своем тесном уголке и думала.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем темле пысӑк ӗҫсем ҫинчен калаҫатчӗҫ, эпӗ ҫыврам пек туса куҫа хупса выртатӑп.

Они говорили о чём-то серьёзном, и я поскорее закрыла глаза и притворилась, что сплю.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эп мӑштах-ха, ҫывранҫи пулса ҫеҫ выртатӑп, мӗншӗн тесен ку анне вӗт-ха, мӗншӗн тесен вӑл анне сасси пекех калать-калать те йӗрет…

Но я молчу и притворяюсь, что сплю, потому что это всё-таки мама и потому что она говорит и плачет, как мама…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мансӑр пуҫне пӗтӗм ҫут тӗнче ҫывӑрать; пӗр эпӗ ҫеҫ ҫак тӗттӗмре выртатӑп.

Весь мир спал, кроме меня; и только я лежал в темноте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн унпа текех калаҫас килмест, ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ ҫаплах-ха вырӑн ҫинче пӗрре ӳпне, тепре месерле, унтан ӳпне, унтан каллех месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна выртатӑп.

Но мне не хотелось больше говорить с ним, и поэтому я лежал и лежал на животе, потом на спине, потом снова на животе, упёршись в лицо руками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ выртатӑп, шухӑшлатӑп, пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, мӗн аса килет, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп.

Я лежал и думал, думал — о чём придётся, вовсе не только об этом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней