Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выльӑха (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑха вара нимӗн те тытса чарма пултараймасть.

А животное ничто не может, не должно удержать.

XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫав вӑхӑт тӗлне Ольховкӑран колхозри мӗнпур выльӑха хӗвелтухӑҫнелле хӑваласа кайнӑ.

К этому времени из Ольховки был угнан на восток весь колхозный скот.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сан пек выльӑха кирек мӗн чухлӗ тӑн кӗртсен те усса пымасть, эс пур пӗрех ӑнланас ҫук.

Такой скотине, как ты, сколько ни долби, все равно ни черта не поймешь.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫисе ярӗҫ те пире спаҫҫибӑ та каламӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйсене валли ҫав самӑр выльӑха мӗнле пысӑк учреждени хатӗрленине пӗлмӗҫ те вӗсем.

Съедят и спасибо нам не скажут, потому что не будут знать, какое высокое учреждение заготовляло им скот выше средней упитанности.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир илнӗшӗн ан пӑшӑрхан эсӗ: выльӑха Шахты хулине хӑваласа кайӗҫ, пуснӑ выльӑха шахтерсем кӑп-капах ҫисе ярӗҫ.

А за наши покупки ты не беспокойся: скот гоном отправим в Шахты, а убоинку шахтеры съедят за милую душу.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Выльӑха чӑннипех илетпӗр, укҫине те туллин тӳлетпӗр.

И скот на самом деле покупаем, и деньги сполна платим.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӑйракаллӑ шултра тата вакӑ выльӑха та, ҫавнашкалах сыснасем те илетпӗр, кайӑк-кӗшӗкпе халлӗхе интересленместпӗр.

Берем крупный и мелкий рогатый скот, а также свиней, птицей пока не интересуемся.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Колхозниксенчен хӑйсен килӗнче усракан выльӑха сутӑн илетпӗр.

— Покупаем у колхозников скот личного пользования.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

А ҫеҫен хирте вара, мур илесшӗ, сана хӗвел те иртен пуҫласа каҫчен ӑшалать, кӑнтӑрла сана пӑван та выльӑха ҫыртнӑ пек юнланиччен ҫыртать, сан ҫумма темле-темле путсӗр усал шӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ арӑмунтан кая мар ҫыпӑҫать, ҫӗрле вӑрӑм туна пӗр канӑҫ памасть.

А в степи, так твою и разэтак, и солнце тебя с утра до вечера насмаливает, днем и овод тебя, как скотиняку, до крови просекает, и всякая поганая муха к тебе липнет не хуже надоедливой жены, а ночью комар никакого спокою не дает.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн выльӑха тӗлӗкре те курмастӑр эсир, ӗненеп эп сана, кӗтсех тӑр!

Дюже вам снилась наша скотинка, так я тебе и поверил!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Выльӑха тухса пӑхмалли ҫук.

Не к кому выйти.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне, Гремячири партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпа колхоз членӗсен мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, вӗсен шутӗнче вак-тӗвек выльӑха та пӗрлештерес тесе йышӑнчӗҫ.

На следующий день на закрытом собрании гремяченской партячейки было единогласно принято решение обобществить весь скот: как крупный гулевой, так и мелкий, принадлежащий членам гремяченского колхоза.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑха кам ҫапла хӑйне ирӗккӗн апат ҫине кӗртсе ятӑр!

Кто же в вольную пущает?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кулӑ выльӑха кӑштах вӗчӗрхентерет, савӑнӑҫа хирӗҫ тӑратать.

Смех вызывает в животном легкое раздражение, враждебное веселью.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

— Мӗншӗн кӗртетӗн ҫав выльӑха ху патна? — асӑрхаттарчӗ Штольц.

— Зачем ты пускаешь к себе это животное? — заметил Штольц.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ах, пӗтерет выльӑха!

Ах, погубит скотину!

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ырӑ та лӑпкӑ выльӑха пӑрахса хӑварма вӗсене тем пекех шел пулнӑ пулин те, ним тума та мак килмен.

Но, как ни жалко им было бросать добрую и смирную животину, делать было нечего.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Планпа палӑртнӑ тӑрӑх, выльӑха хӗл каҫарма пурӗ 3135 тонна утӑ хатӗрлемелле.

По плану, для перезимовки скота всего необходимо заготовить 3135 тонн сена.

Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08

Паллах, ҫакӑн чухлӗ выльӑха тӑрантарма ҫими те нумай кирлӗ.

Помоги переводом

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Ҫырана тымарлантарма чылайӑшӗ хутшӑнмасть, килти выльӑха ирӗке ярать.

Помоги переводом

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней