Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вуланӑ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн мана хамӑн сочинени калама ҫук япӑх пек туйӑнма пуҫларӗ.

После этих книг мое сочинение начинало казаться мне дьявольски скучным.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗнчере сӑтӑрҫӑсем пуррине эпӗ пӗлнӗ, ҫамрӑк натуралистсем халиччен никам курман паха ҫимӗҫсем ӳстерни ҫинчен те сахал мар вуланӑ, ҫамрӑк музыкантсем мӗнле лайӑх вылянине те чылаях илтнӗ.

Я знала, что есть на свете вредители, что наши юные натуралисты выращивают действительно невиданные овощи, я слышала, как хорошо играют ребята-музыканты.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хаҫат вуланӑ чух ҫакӑн пирки шухӑша кайрӑм эпӗ.

Я думал над этим, читая газеты.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вара вӗсен ҫине ӑшшӑн пӑхса пӗрне хулӗнчен тытать, унтан вара лекци вуланӑ чух аллине пӗр вӗҫертет, пӗр каллех ярса тытать.

и он, оглядев их светлыми, живыми глазами, хватал одного за рукав и, читая лекцию, то отпускал, то снова хватал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑр вуланӑ ҫырусене аса илме тытӑнтӑм.

Я стал вспоминать письма, которые мы читали.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шпионсем ҫинчен эпир шкулта нумай вуланӑ.

Мы в школе читали много книг про шпионов.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вуланӑ.

— Читала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа эпир ребус вуланӑ чух туслашрӑмӑр.

Мы с ним подружились за ребусами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вуланӑ хушӑрах тата кӑвакала нимӗҫле капла та, французла ҫапла калаҫҫӗ тесе каласа кӑтартатчӗ.

Мимоходом она сообщала нам, что по-немецки утка так-то, а по-французски так-то.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫтан вара эсир, Григорьев? — ыйтрӗ Николай Антоныч хутне вуланӑ май.

— Откуда ж ты, Григорьев? — читая бумагу, внушительно спросил меня Николай Антоныч.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Родина» журнал ҫумне хушса кӑларнӑ пӗр-пӗр князьсен, графсен ҫемьери пурнӑҫӗ, юратӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вуланӑ чух вӑл пӗтӗм графсем, князьсем хайӗн кӳршинчех пурӑннӑ пек шутлатчӗ.

Семейные и любовные дела разных князей и графов, героев приложений к журналу «Родина», тетя Даша разбирала так, как будто все князья и графы жили на соседнем дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫлӑх тӑхӑнса ют ҫынсен ҫырӑвӗсене, ҫурхи шывпа хамӑр килхушшине юхса килнӗскерсене, вуланӑ чухне (вӑл вӗсене халь те вулатчӗ-ха) вӑл маншӑн карчӑк пекех туйӑнатчӗ.

А мне она казалась настоящей бабушкой, в особенности, когда, надев очки, она читала по вечерам чужие письма, занесенные на наш двор половодьем (она их еще читала).

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑшпӗр каҫсем урӑхла пулатчӗҫ: манӑн тӑван мар атте пуласси сасӑпа вуласа ларатчӗ, анчах та вӑл вуланисем пӗрре те эпир Петька Сковородниковпа Собор садӗнче вуланӑ пек марччӗ.

Бывали и другие вечера: случалось, что мой будущий отчим читал вслух, – и как не похожи были эти чтения на наши с Петькой Сковородниковым в Соборном саду.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫырӑва вуланӑ чух пӗр-вӗҫӗмрен вӗсем ҫине пӑхрӑм.

Я все время смотрел на них, пока читал письмо.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак кӗнекене вуланӑ чух юлташлантӑмӑр та ӗнте эпир.

За чтением этого «Письмовника» мы и подружились.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малта, пуп вӑрӑммӑн тӑстарса вуланӑ ҫӗрте кӑна, ҫуртасем ҫунаҫҫӗ.

только спереди, где протяжно читал поп, горели свечи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан, ҫырӑва уҫрӗ те ҫур сасӑпа вулама тытӑнчӗ, вуланӑ майӗпе, хӑйӗнчен сӑмах хушкаласа, хӑй шухӑшне палӑртать.

Он распечатал письмо и стал читать его вполголоса, делая свои замечания.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Княгиня ҫынна хушкалама хӑнӑхман пулас; хӗрӗн ӑс-хакӑлне те пултарассине хисеплесе пӑхать, хӗрӗ Байрона акӑлчанла вуланӑ, алгебра та пӗлет: Мускаври хӗрсем вӗренме туртӑнаҫҫӗ иккен ку чухне, лайӑх та-ҫке, чӑнах!

Княгиня, кажется, не привыкла повелевать; она питает уважение к уму и знаниям дочки, которая читала Байрона по-английски и знает алгебру: в Москве, видно, барышни пустились в ученость, и хорошо делают, право!

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ун ҫырӑвӗсене темиҫе хут вуланӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн начар енӗсемпе айӑпӗсем ҫинчен хӑйне чӗрне хури чухлӗ те хӗрхенмесӗр, чӗри хушнипе ҫырса пынӑ тесех ӗненетӗп эпӗ.

Перечитывая эти записки, я убедился в искренности того, кто так беспощадно выставлял наружу собственные слабости и пороки.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ку ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн Мересьева кичем пулса кайрӗ.

Тепло и грустно стало на душе у Мересьева от этого письма.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней