Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ыран килсессӗн, эсӗ Бел хӑйне мӗн панине ҫисе яманнине курсассӑн — эпир вилӗпӗр е пире элекленӗ Даниил вилӗ, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫын, хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса, йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫларӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн вилӗ.18. Когда праведник отступил от праведности своей и начал делать беззаконие, - то он умрет за то.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тӳрӗ ҫынна чӗрӗ юлатӑн тенӗ пулсассӑн, анчах та вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхне шанса тӗрӗс мар ӗҫ тусассӑн, унӑн унчченхи пӗтӗм тӳрӗ ӗҫне асӑнмӗҫ — вӑл хӑй тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗшӗн вилӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «йӗркесӗр этем! санӑн вилӗмӳ ҫитӗ» тенӗ чухне эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑй ҫулӗнчен сыхланма каламарӑн пулсан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн вилӗ, анчах унӑн юнне санран шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 16. этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн; 17. пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса тӗрӗс мар тусассӑн, йӗркесӗр ҫын тӑвакан пӗтӗм ирсӗр ӗҫе тусассӑн, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? ӗнтӗ унӑн унччен тунӑ пӗтӗм ырӑ ӗҫне асӑнмӗҫ; вӑл халь тӑвакан усал ӗҫсемшӗн мӗнле ҫылӑха кӗнӗ, ҫав ҫылӑхсемшӗн вилӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ; ашшӗ айӑпӗ ывӑлӗ ҫине ӳкмест, ывӑлӗн айӑпӗ те ашшӗ ҫине ӳкмест, тӳрӗ ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унпа пӗрле юлӗ, йӗркесӗр ҫыннӑн йӗркесӗрлӗхӗ те унпа пӗрле юлӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн ашшӗ вара, тӑванне тискерле хӗсӗрленӗскер, ҫаратнӑскер, хӑй халӑхӗ хушшинче усал ӗҫсем тунӑскер, вӑл вара хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗшӗн вилӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ пур чун та — Манӑн: ашшӗн чунӗ те, ывӑлӗн чунӗ те — Манӑн; ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ.4. Ибо вот, все души - Мои: как душа отца, так и душа сына - Мои: душа согрешающая, та умрет.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун ҫине Хамӑн серепене ывӑтӑп, ӑна Хамӑн танатапа тытӑп, кайран Вавилона, халдейсен ҫӗрне, илсе кайӑп, анчах вӑл ҫав ҫӗре кураймӗ, ҫавӑнта вилӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн виҫҫӗмӗш пайӗ хӗн-суранпа асапланса вилӗ, хӑвӑр хушшӑрта выҫӑпа пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайӗ хӑвӑн таврашунтах хӗҫ айне пулса пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайне вара пӗтӗм ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ тӳрӗ ҫын умне такӑнмалли хурсан, вара ҫав ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем туса вилет пулсан, эсӗ ӑна ӑса кӗртме тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилӗ, ӑна ӗнтӗ унччен тунӑ ырӑ ӗҫӗсем те хӳтӗлеймӗҫ; Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна ӑс патӑн пулсан, анчах та вӑл хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмарӗ пулсан, хӑйӗн йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗпех вилӗ, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑварӑн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ!» тенӗ чухне эсӗ ҫав ҫынна чӗрӗ хӑварас тесе ӑна ӑс памасан, йӗркесӗр ҫынна йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен сыхланма хушмасан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен хӑтӑлаймасӑрах вилӗ, Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун чухне ӗнтӗ: «ашшӗсем пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» тесе каламӗҫ, 30. кашниех хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вилӗ; пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫиекенӗн чӑнах та шӑлӗ шанӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иудея патши Иосия ывӑлӗ Саллум ҫинчен — хӑйӗн ашшӗ Иосия хыҫҫӑн патшара ларнӑ, кунтан кайнӑ Саллум ҫинчен — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӑл ӗнтӗ кунта таврӑнаймӗ, 12. вӑл хӑйне тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗртех вилӗ, ҫак ҫӗре урӑх кураймӗ, тет.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать; 22. ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.