Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вилӗ сăмах пирĕн базăра пур.
вилӗ (тĕпĕ: вилӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилет пулӗ ӗнтӗ мӗскӗн Рахима е ҫав тискер улана пула вилӗ ача ҫуратса парать.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй кайӗ те, амӑшӗ вилӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫапла каласа вӑл кашни вилӗ ячӗпе пӗрер витре шыв тӑкрӗ те, эпир киле кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилӗ тытнӑ, юн тымарӗсем аялалла, куҫ хупаххи ҫине анаҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурӑна киле ҫӑл типет, такам тӑшман унта вилӗ йытӑ пуҫӗ пырса чикнӗ, тет.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Арӑмӗн хӑлхине пырса кӗрсен кулса вилӗ ҫав.

Если, не дай бог, дойдет до ушей супруги — пиши пропало: запилит до смерти!

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Такам кулса вилӗ.

В самом деле смешно.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара лаша пуҫӗ патӗнчен иртрӗ те вӗренне салтма тапранчӗ — салтаймарӗ; вилӗ тӗвӗпе ҫыхса пурантарса лартнӑ-мӗн.

Обошел кругом и принялся распутывать веревку. Но та была завязана намертво, ее не то что мальчонке, здоровому мужику не под силу было развязать.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнать халь старик ҫавсен сӗткенӗпе ни чӗрӗ, ни вилӗ

Вот старик и существует благодаря им — не живой и не мертвый…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Тен, хӑех вилӗ? — тесе чӗтрене ернӗ Ивук та ури ҫине тӑрать.

— Может, сам скопытится? — дрожа, Ивук поднялся на ноги.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах куҫ умӗнче ун… вилӗ.

Помоги переводом

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унпа кам вилӗ — ачасене те бура шывӗ паратпӑр-ҫке пыр чӳхеме, хӑвӑрах ҫапла хушатӑр…

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хам лашапа мар ӗнтӗ, ӑна ав Валькка вилӗ турттарма кӑна юрӑхлӑ, терӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Клиникӑсем патӗнчен иртсе кайнӑ чух сасартӑк килкартинчен ҫынсем вилӗ йӑтса тухнине хирӗҫ пулчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лашине хапха унки ҫумне кӑкарса, больница картишне кӗрейнӗччӗ Михаил Николаевич, чассавни еннелле вилӗ йӑтса кайнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сыв пулӑр, — терӗ те канав хӗррипе хӑйсен вилӗ тӑприсем еннелле пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр утрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хуҫи пулмасан унӑн ҫемйи выҫӑ вилӗ, — хӑй те сисмерӗ, хӗрсе кайрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вилӗ шӑмминчен тунӑ теҫҫӗ пӗлекенсем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хуҫи пулмасан унӑн ҫемьи выҫӑ вилӗ, — хирӗҫлет хӑй ывӑлне Михалана та Элкей Микулайӗ.

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Йышӑнатӑп: эпӗ хам тӗлӗшпе, чӑн та, нимӗнпе те теветкелленместӗп, мӗншӗн тесен тарҫӑсем курса тӑнӑ чухне Бутлерпа килтӗм, Гез вара ҫав вӑхӑтра вилӗ выртнӑ ӗнтӗ.

Сознаюсь, — я ничем, конечно, не рисковал, так как пришел с Бутлером, на глазах прислуги, когда Гез уже был в поверженном состоянии.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней