Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен шутӗнче Акульхӑпа Юлькӑн ашшӗпе амӑшӗ, Прыткова Натали сарӑ хӗр, Серафим Холодный тата Матвей Соколов — Гришаткӑна кун панӑскер, унӑн ашшӗ — пулнӑ.
Тоцкра // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Июль уйӑхӗн вӗҫӗнче, ун патне Петро курма килчӗ та, калаҫса ларнӑ чух, ашшӗ Гришка ҫине малтанхи пекех ҫилленсе пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ тата, сӑмах май, ашшӗ ӑна валли ҫар лаши илсе парас ҫуккине те пӗлтерчӗ: ан тив, вырӑнти командӑна каять, — тесе шутлать имӗш.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пилӗк ҫулсене ҫитнӗ тепӗр ачи, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, куҫӗсене телейлӗн выляткаласа ашшӗпе юнашар ларать, вӑл та пӑтӑ ҫиет, хушӑран-хушша ачашшӑн ашшӗ ҫумне йӑпшӑнкаласа илет.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ефим виҫӗ ҫул хушши кӳршӗ ялта, хӑйсен хурӑнташӗсем патӗнче пурӑнса ирттернӗ, кайран Аннӑна хӑйне юраттарса, ӑна качча илес шухӑшпа ашшӗпе килӗштерме шутланӑ, — ашшӗ пулӑшмасӑр вӑл хӑйне валли хуҫалӑх йӗркелесе ярайман пулӗччӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чи хӑрушши ҫакӑ пулнӑ: Володя ашшӗне пит лайӑх, чи вӑйлӑ, парӑнман ҫын тесе шутланӑ, вӑл ашшӗпе мухтаннӑ, унӑн хастар ҫамрӑклӑхне ӑмсаннӑ, пур ӗҫре те ялан ывӑлне пулӑшса пынӑ ашшӗ сасартӑк инкеке лекнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ ури сассине илтсен, Володя сиксе тӑчӗ те кӗнекине хӑй вырӑнне хучӗ: ашшӗ хӑйсӗр пуҫне кӗнекесене тӗкӗнме хушман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя тӑвӑл иртсе кайнине сисет, халӗ, амӑшӗ киличчен, ашшӗпе сӑмахлама шӑп вӑхӑт ӗнтӗ; ашшӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине канлӗрех ларчӗ те вӑл, тӳрех куҫӗнчен пӑхса, тахҫанах асаплантаракан ыйтӑва лартрӗ: — Атте, эс чӑнах градусникшӗн ҫапӑҫнӑ-и? — терӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах сасартӑк Володьӑн халех ашшӗпе юнашар пулас килчӗ, ашшӗ ан ҫиллентӗр тесе, вӑл тем тума та хатӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ ачисен енне хушӑран ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхкаласа илет, лешсем мӑшлатса, ҫивчӗ шӑлӗсене ним чухлӗ кантармасӑр авӑртаҫҫӗ; ашшӗ те ачисенчен кӑмӑллӑн кулкаласа: — Ҫийӗр, ҫийӗр, ачамсем, пысӑк пулӑр! Пено, эрех илсе кил-ха тата! — тет.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ӳссе ҫитӗнсен, ашшӗ ӑна сиктӗрмеллӗ урапа ҫине хӑйпе юнашар лартса, аллине тилхепе тыттарса фабрикӑна леҫме хушнӑ, вӗсем унтан уй-хире, купцасем патне хулана, ҫынсене курма, кайран мӗнле те пулин тӑм пӑхма кайнӑ; тӑма ашшӗ пӳрнипе тытнӑ, шӑршласа пӑхнӑ, тепӗр чухне ҫуласа та илнӗ, ывӑлне те шӑршлаттарнӑ, ӑна ҫав тӑм мӗнлине, мӗне юрӑхлине ӑнлантарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц — ҫурма нимӗҫ пулнӑ, ашшӗ енӗпе ҫеҫ: унӑн амӑшӗ — вырӑс пулнӑ; Штольц православнӑй тӗн тытнӑ; калаҫма та ачаранпах вырӑсла калаҫнӑ; вӑл ҫакна амӑшӗнчен, кӗнекесенчен, университетри аудиторисенче, ялти ачасемпе выляса, вӗсен ашшӗсемпе калаҫса тата Мускаври пасарсенче илтсе вӗреннӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Аслашшӗсемпе ашшӗсен вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Илья Ильич ашшӗ вӑхӑтӗнче те ҫаплах пулнӑ, тен, халӗ те Обломовкӑра ҫавнашкалах пурӑнаҫҫӗ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Михей, чӑнах та, ашшӗ каласа кӑтартнӑ ӗҫсен пӗтӗм теорине вӗренсе ҫитнӗ; унпа ӗҫре усӑ курмалли ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ, анчах ашшӗ вилсе кайнипе вӑл суда вырнаҫма ӗлкӗреймен; ӑна темле ырӑ ҫын Петербурга илсе кайса пӗр департаментра ҫыруҫа лартнӑ та кайран ун ҫинчен манса кайнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр сюртуках ашшӗ хывсан ывӑлӗ тӑхӑнать, ывӑлӗ хывсан — ашшӗ.Сюртук с плеч отца переходит на сына, а с сына опять на отца.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сашӑн ашшӗпе Алеша амӑшӗн, Софья Викторовнӑн, ашшӗ пӗртӑвансем пулнӑ.Отец Саши и отец матери Алеши, Софьи Викторовны, были родными братьями.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл нумайччен ашшӗ ҫумне ачашшӑн сӑтӑркаланчӗ, пуҫне ашшӗ чавси айне чикрӗ, унӑн хӗрлӗ кӑпшак мӑйне чуп турӗ.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗ, яланхи пек, каҫхине чуп тума пырсан, вӑл ашшӗ сухалӗ чикнине те сисмерӗ.Даже не почувствовал бороды отца, пришедшего, по обычаю, поцеловать его на сон грядущий.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ашшӗ патне ҫыру ҫыракан пулчӗ, тӗлӗнмелле вара — ашшӗ ӑна хутран-ситрен темле Варя ятлӑ инкӗшӗнчен салам ярать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ашшӗ мӗн ҫинчен те пулин шухӑш тытсан, Тарас Скотинин калашле, ун шухӑшне пӑтапа та хирсе кӑларма ҫуккине Алексей лайӑх пӗлнӗ, анчах Алексей хӑй те ашшӗ пекех пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех тавлашса парӑнтарма йывӑр пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936