Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачи (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр хӗрарӑм ачишӗн алимент илеймест иккен, суд приставӗсем ӑна нимӗнпе те пулӑшман, алимент тахҫантанпах тӳлемен, ачи умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарман.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Тархасшӑн, кам мӗн чухлӗ пама пултарать? — ыйтрӗ Раккасси ачи Гурий Дмитриев.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫавракарах питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, яштака кӑна ҫамрӑк чӑваш ачи салтаксене хӑй малтанхи ҫапӑҫура пулни ҫинчен каласа парать.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑрланӑ япаласене ҫӗрулми ани ҫинче пытарнине кӳршӗ ачи курса тӑнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑваттӑмӗш ачи, Анна, ӳпке чирӗпе чирлесе ӳкрӗ.

Четвертый ребенок, Анна, заболел туберкулезом.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эпӗ ҫырма та, ӳкерчӗксем тума та юрататӑп, — терӗ виҫҫӗмӗш класс ачи ҫитӗннисен ӑс-тӑнне кӗме пултарайман кӑмӑл-туйӑмӗпе.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тупнӑ ачи тепӗр хут пытанать.

Найденный ребенок прячется ещё раз.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

— Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен завочӗ унӑн «ачи» тесех калатӑп.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Аня — Фроловсен чи кӗҫӗн ачи.

Аня - самая младшая у Фроловых.

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Куншӑн та ҫав тери хӗпӗртенӗ амӑшӗпе ачи.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

– Ара, леш ҫурт ҫинче ҫырнӑччӗ, – хыҫалалла сӗлтет ачи.

- Да на том доме было написано, - машет руками ребенок назад.

Мӗн вӑл филиал? // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Камӑн ашшӗ е ачи вилнӗ, вӗсен ҫӗрне илес тесен унӑн еткер хутне (наследство) ҫыртармалла, нотариуссем тӑрӑх ҫӳремелле, укҫа тӑкмалла, регистраци палати валли хутсем пуҫтармалла – йӑлтах района чупмалла.

У кого то умер отец или ребенок, чтобы получить их землю надо писать наследственную, ходить по нотариусам, тратить деньги, собирать бумагу для регистрационной палаты - все в район надо бегать.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ашшӗ-амӑшне ачи ҫулталӑка ҫитиччен ун сывлӑхне пур енлӗн тӗрӗслев ирттересси пирки аса илтерчӗ.

Помоги переводом

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр Тутарстан чиперукӗ 13 ҫулти Диана Димухаметова Парижра «Мини-мисс Планета» титула ҫӗнсе пире савӑнтарчӗ пулсан, ҫак кунсенче каллех савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ентешӗмӗр Хусан хӗр ачи 8 ҫулти Ромина Мингазова Египетра «Мини-мисс Вселенная» титула тивӗҫрӗ, маттур!

Помоги переводом

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Эпӗ – чӑваш ачи – казаксен Ҫарӗн полковникӗ.

Помоги переводом

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ытти ачи те ашшӗне аса илсе сӑмахсем каларӗҫ.

И остальные дети поделились воспоминаниями об отце.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ачи пултарать, – Элекҫее ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Володя.

Способный парень, — похлопал Володя Алексея по спине.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ачи пур-тӑк, ҫавӑн пек чипер хӗрарӑм упӑшкасӑр марах.

И ребенок есть, значит такая красивая женщина не без мужа.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн ҫичӗ ачи ҫут тӗнчене килнӗ, анчах кӗҫӗн хӗрне хӗвел ҫутипе киленсе ӳсме пӳрмен Турри, часах ҫӗре кӗнӗ вӑл, ун хыҫҫӑн Василий Архиповичӑн мӑшӑрӗ те ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Помоги переводом

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӗҫ ветеранӗсен виҫӗ ача, пилӗк мӑнук, мӑнукӗн ачи те пур.

У ветеранов труда трое детей, пять внуков, и один правнук.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней