Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урампа ӗҫлӗ халӑх сӗнкӗлтетет: хушӑран проспект урлӑ ӗҫе васкакан вырӑс мужикӗсем каҫаҫҫӗ, вӗсем извеҫпе вараланса пӗтнӗ атӑ тӑхӑннӑ, ку атӑсене ӗнтӗ хӑйӗн таса шывӗпе чапа тухнӑ Екатерински канал ҫуса тасатас ҫук.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Сурана ҫыхмалла ман, атту атӑ тулли юн юхса тулчӗ…
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл сассине ҫинҫететчӗ те, кӳреннӗ кӑркка чӗппи шимплетнӗ пек, селӗппӗн пийӗклетме пуҫлатчӗ: «Сийӗн — атӑ, манӑн ҫук! Сийӗн — атӑ, манӑн ҫук!»
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сулахай атӑ кунчи хӗррипе юн юхса анать, суранлӑ ури ҫине кашни пусмассерен, атти тӗпӗнчен чие ҫырли тӗслӗ хӗрлӗ шӗвек сирпӗне-сирпӗне тухать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл яштака, илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫын, Сергейрен пилӗк ҫул анчах аслӑ; Кавказ тумӗ тӑхӑнса, вӗҫкӗн ҫӳреме юратать: саран тыттарнӑ кӑвак пустав галифе тӑхӑннӑ, уринче шевро, кӗлесӗр ҫемҫе атӑ — атти вара ҫав тери ҫемҫе, утнӑ чухне утти те илтӗнмест; тӳрӗ ҫухаллӑ вӑрӑм кӗпи ҫинчен пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ; хӗлле кубанкӑпа пашник, ҫулла — качака ҫӑмӗнчен йӑваланӑ ҫемҫе шлепке тӑхӑнать.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫӳллӗ те хулӑнскер, пӗр ултӑ-ҫичӗ пӑта яхӑн туртакан казак; шалпар салтак тумӗ тӑхӑннӑ, «чӗрӗпле» кастарнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын; унӑн хытӑ аттисем тӗлӗнмелле шӑтӑр-шӑтӑр туса тӑраҫҫӗ, атӑ тӗпне кӑмакара хытӑ типӗтнӗ мӑйӑрсем хурса тултарнӑ пекех туйӑнать.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Крыльца ҫинче тата тепӗр нимӗҫ курӑнса кайрӗ: ҫӳлӗ те мӑнтӑрскер, урине вӑл сарӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ, атти тӗпне тимӗр ҫапнӑ пулас, чӑнклаттарса утнӑ сасӑ илтӗнет.На крыльце показался еще один гитлеровец: высокий, тучный, в желтых сапогах, гремящих железом.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Окопран инҫех мар, шӑши чупса ҫӳренӗ тӗлте, Лозневой хромовӑй атӑ выртнине курчӗ; аттин кӗлинче шпора йӑлтӑртатать.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав йӗрсем Лазарева пӑшӑрхантараҫҫӗ, атти, паллах, шукӑль, салтак тӑхӑнаканни мар, кунашкал атӑ тӑхӑннӑ ҫынна вӑл тахҫанах курнӑччӗ, анчах халӗ астумасть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Комитет членӗсене асӑннӑ ҫынсенчен урӑх ларура тата ҫаксем те пур: Илья Странджов, атӑ ҫӗлекен, ӗлӗк тӗрмере ларнӑскер, ним мар чикӗшме пултаракан ҫын, Христо Врагов, суту-илӳҫӗ, тата Димо Капасӑз, ӑнах Беспортев та теҫҫӗ, атӑ ҫӗлекен уксах — Редактор тесе тӑрӑхласа чӗнеҫҫӗ ӑна, ӗҫри пултарулӑхӗ вара — каварҫӑ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Нагульнов гимнастерка ҫинчи пиҫиххине тӳрлетрӗ, пирус тӗпне урайне пӑрахрӗ, тусанлӑ атӑ пуҫӗсем, вараланнӑ атӑ кунчисем ҫине пӑхса илчӗ те каллех йӑл кулчӗ:
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нумай шухӑшласа-туса тӑмасӑрах, вӑл пӳлӗме кӗчӗ те лампадкӑна вӗҫертсе илчӗ, йывӑҫ ҫуне ывӑҫ тупанӗ ҫине ярса, унпа хӑйӗн типсе хытсах ларнӑ аттисене сӗрчӗ, лампадкине вара атӑ кӗли ҫумне ҫапса ҫӗмӗрчӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мана, атӑ ӑстине, лайӑх атӑсемех ҫӗрте ҫӗрмелле пулни пӑшӑрхантарчӗ.Мне, как чеботарю, прискорбно, что добрые сапоги в земле сгниют.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ҫӳхе, кивӗ, анчах лайӑх, тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ урисем, килӗшӳсӗр тӑсӑлнӑ, вӗсем халех, ҫӗре атӑ кӗлисемпе чавса малалла шуса каяссӑн туйӑннӑ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Аттине тӑхӑнсан вӑл кӑшт мухтанарах атӑ кӗлипе шаклаттарса илчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗрсем атӑ тӑхӑнни те сайра тӗл пулать, кӗрӗкне те часах ҫӗлетсе памаҫҫӗ ⎼ ҫитӗнсе ҫитсен тин.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Чавса кӑларнӑ атӑ ҫӗтӗкӗсем тата тимӗр такансем ҫавна ҫирӗплетеҫҫӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Дунай тӑрӑхӗнчи авалхи пӑлхарсем ⎼ чӑвашсемпе ҫывӑх хурӑнташлӑ пулнӑ йӑхсем ⎼ ҫӳллӗ конус евӗрлӗ, тӗпеклӗ калпаксемпе ҫӳренӗ, чӗркуҫҫирен иртекен кӗпепе сӑхман, йӗм тата кӗске атӑ тӑхӑннӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.