Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

атӑ сăмах пирĕн базăра пур.
атӑ (тĕпĕ: атӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫула вӑл хресчен сӑхманӗ, кивӗ атӑ, кивӗ ҫӗлӗк тӑхӑнса утрӗ.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хальхи чӑваш хӗрӗсемшӗн пулсан, шупӑрсем, тухъясем, симӗс атӑ кунчине янӑ кӗмӗлсем тата ытти те ниме те пӗлтермеҫҫӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хытӑ пушмака хытӑ пластикран тӑвӑртарах тӑваҫҫӗ, шалта унӑн ҫемҫе «атӑ» (хӑш чухне ӑна ҫавӑн пекех «лайнер» теҫҫӗ, акӑлчанла «liner» сӑмахран) пур, ҫавна пула шалта ура ҫирӗп вырнаҫать.

Жесткий ботинок делается достаточно тесным, из твёрдого пластика с внутренним мягким «валенком» (иногда он также называется «лайнер», от английского «liner») и, благодаря этому, хорошо фиксирует ногу.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Уринче — атӑ.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тулти пӳртре атӑ сасси илтӗнсен, тем сиснӗ пек, чӗри кӑртах турӗ ун.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тир Иванӗнчен тирпе сӑран улӑштарса, Раюк Ҫтаппанне атӑ ҫӗлеттересшӗнччӗ вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атӑ йӗрӗсене курсанах, Маркел Петӗре ҫаннинчен туртрӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вут ҫутинче пахча урлах каҫнӑ атӑ йӗрне асӑрхарӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи танк ҫывхарса ҫитме пуҫласан, Макаров сержант шӑтӑкӗнчен тухрӗ те ун патнелле шуса кайрӗ, атӑ кӗлисем мӗлтлетсе пыни ҫеҫ курӑнать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уринче ун яланхи пекех атӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл тилӗ тирӗллӗ ҫухаллӑ хура пальто, сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл юнашар утакан хусах ҫине кӑтра ҫӳҫӗнчен пуҫласа купӑсла хутлатнӑ атӑ кунчи таранах пӑхса анчӗ: комбайнпа ӗҫлет пулсан та, кӑвак кӗпи те, хура хӑмӑр шӑлаварӗ те таса, вӗсене паян ир ҫеҫ якатнӑ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Аллисем кӗҫ-вӗҫ колоннӑран вӗҫерӗнес пек, урисем пӑрӑсран шуса каяс пек тӑракан Иринӑна Миша: «Ан хӑра, аллусене пушат та — малалла!» — тесе хушнипе вӑраннӑ пек пулса хӑйӗн вӑйне хӑй шанмасӑр такамӑн пысӑк атӑ тӗпӗн йӗрӗ яланлӑхах тӑрса юлнӑ бетон плита ҫине ярса пусрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стасик урине тир атӑ тӑхӑннӑ, шап-шурӑ кӗрӗкпе, пуҫӗнче лапсӑркка ҫӗлӗк, аллинче — тир алса.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Галифе, атӑ тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвак френчпа галифе, атӑ тӑхӑннӑ, пуҫӗнче сукна карттус.

Помоги переводом

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уринче ун атӑ, ҫийӗнче хура платье, фуфайка.

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те комбинезон, шлепке, атӑ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ ҫынна тӳрех палласа илчӗ: Стасик!

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Качча каякан хӗрӗн ытлашшипех ҫутатнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫуртӗнче, хӑнасене вырнаҫтариччен лайӑх тумланнӑ, хром атӑ тӑхӑннӑ каччӑ икӗ тусӗпе уттисене пичетлесе уяв сӗтелӗ тавра виҫҫӗ ҫаврӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫирӗм пилӗк ҫул хушши хӗсметре асапланса хӑйӗн урисем валли атӑ илсе те тӑхӑнайман тейӗҫ ялта.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней