Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑккаларӗ, тӑккаларӗ – Апатне те хӑвармарӗ.

Солнце светит и лелеет – Мы танцуем и поем.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Тӑлӑх арӑм апатне те шӑнкӑрав тӑрӑх ҫиет, ҫывӑрма та шӑнкӑрав тӑрӑх выртать, тӑрассине те шӑнкӑрав тӑрӑх тӑрать, — пур ҫӗрте те ҫав тери ирсӗр тирпейлех, никам ҫынни те тӳсме пултарас ҫук ӑна.

Обедает вдова по звонку, спать ложится по звонку, встает по звонку — все у нее по порядку, где же человеку это вытерпеть!

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑвӑртрах шериф патне, апатне кайран та ҫиме ӗлкӗретер!

Ну, ступайте, да расскажите все это шерифу, а позавтракаете как-нибудь в другой раз!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апатне ҫисе ларнӑ хушӑра Том хӑй ӑҫта кайса мӗн-мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (пӑртак хушса хитрелетсе каларӗ).

Том пустился рассказывать о своих приключениях, безбожно их прикрашивая.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кил-йышӗ сӗтел хушшинчех ларать, анчах вӗсем ирхи апатне ҫисе пӗтернӗ.

Вся семья еще сидела за столом, но завтракать уже кончили.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Савӑтран сахӑр катӑкӗсем йӑкӑрта-йӑкӑрта каҫхи апатне ҫинӗ хушӑра Полли мӑнаккӑшӗ ӑна тӗрлӗрен, питех те чее ыйтусем пачӗ, хӑй лартакан «серепесене» Том пырса лекӗ те каламалла маррине те астумасӑр персе ярӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл.

Покуда Том ужинал, при всяком удобном случае таская из сахарницы куски сахару, тетя Полли задавала ему разные каверзные вопросы, очень хитрые и мудреные, — ей хотелось поймать Тома врасплох, чтобы он проговорился.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иртнӗ ҫул выльӑх апатне ҫителӗксӗр хывнӑран кӑҫал кукуруза, пӗр ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкне пысӑклатма палӑртнӑ.

Из-за того, что в прошлом году собрали недостаточное количество животного корма, в этом году запланировали увеличить площадь кукурузы, однолетних трав.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пӗчӗк чухнехи гастрит пулсан диета апатне шалча пӑрҫин нимӗрне кӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Апатне те чӑваш апачӗсенех хатӗрленӗ, сӑри те чӑн-чӑн чӑваш сӑри.

Помоги переводом

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Эпӗ вӗсен апатне ҫиместӗп.

Я их еду не кушаю.

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Выльӑх апатне пӗр вырӑна тӑкса паратчӗҫ те — карҫынккапа валеҫеттӗмӗр.

Из-за того, что еду для животных вываливали в одно место приходилось разносить корзинами.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тислӗке те алӑ вӗҫҫӗн кӑларнӑ, выльӑх апатне те, шыва та лашапа турттарнӑ.

И навоз вручную выносили, и корм для скотины, и воду на лошадке возили.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

– Кӑнтӑр апатне эпир хамӑрпа илетпӗр.

— Мы берем обед с собой.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Кӑнтӑр апатне вӑрмана илсе пымалла-и? – ыйтрӗ Эльза.

— Обед в лес привести? — спросила Эльза.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӑшӑ, хупӑ витесенче хӗл каҫакан кайӑксемшӗн йӗкехӳресем те хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫамрӑк тата хавшакрах кайӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ, вӗсен апатне ҫисе яраҫҫӗ, инфекци ертме пултараҫҫӗ.

В тёплых, закрытых курятниках для птиц могут быть опасными, они могут напасть на молодых или на слабых птиц, поедают их корм, могут занести инфекцию.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Апатне те хӑй пӗҫерет, урай ҫума та вӑхӑт тупать.

И обед сам сварит, и полы мыть находит время.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хывӑхпа пӗрле вӗсем выльӑх апатне каяҫҫӗ, ҫын валли крахмал юлать.

Они с отрубями уходят на корм скоту, для человека остается один крахмал.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Тутлӑ ҫисе те тӑкакланмасть (нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскер апатне тиркемест, арӑмӗ калашле, мӗн пуррине ҫиет).

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.

17. И увидел я одного Ангела, стоящего на солнце; и он воскликнул громким голосом, говоря всем птицам, летающим по средине неба: летите, собирайтесь на великую вечерю Божию, 18. чтобы пожрать трупы царей, трупы сильных, трупы тысяченачальников, трупы коней и сидящих на них, трупы всех свободных и рабов, и малых и великих.

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ.

20. Далее, вы собираетесь, так, что это не значит вкушать вечерю Господню; 21. ибо всякий поспешает прежде других есть свою пищу, так что иной бывает голоден, а иной упивается.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней