Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апатне епле хатӗрлеҫҫӗ?

Как готовится пища.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫи хуть.

— Да ты хоть поешь.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫиме ӗлкӗрӗп-ха, — терӗ Сергей.

— Поесть еще успею, — сказал Сергей.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тем тесен те, арӑму вырӑн та хатӗрлесе хурӗ, апатне те пӗҫерӗ, чейне те вӗретсе лартӗ…

Как там ни говори, а жена и постель приготовит, и обед сварит, и чаю согреет…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтанхи кунсенчех ӑна пысӑк ӗҫсем те, пӗчӗк ӗҫсем те хупласа илчӗҫ, ӗнтӗ виҫҫӗмӗш уйӑх вӑл канса курман, машинӑрах ҫывӑрнӑ, апатне вӑхӑтра ларса ҫиеймен, — е пӗр-пӗр трактор бригадинче, е фермӑра, е хирти станра ҫинӗ.

С первых же дней большие и малые дела так захватили Сергея, что вот уже третий месяц он не знал отдыха, спал, сидя в машине, обедал на ходу — то в тракторной бригаде, то на ферме, то в полеводческом стане.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Часах Прохор апатне кӑна мар, пӗтӗм тӗнчене манса кайрӗ.

Однако вскоре Прохор забыл не только о еде, но и обо всем на свете.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫие-ҫиех Митька Кушнарев вӑрҫӑра осколок татса кайнӑ шӗвӗр пӳрнине кӑтартрӗ, хӗрсем вара, теме курса, йӑванса кайичченех ахӑлтатрӗҫ.

Митька Кошнарев не отходя от обеда показал отрубленный осколком на войне палец, а девушки, увидев его, хохотали, что даже опрокинулись.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне пурте пӗрле курӑк ҫине ларса ҫирӗҫ, кашниех нумай, пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пек ҫинӗ.

Обедали все вместе, усевшись на траве, ели много и торопливо, точно наперегонки.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫиме пулать.

А повечерять можно.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне те ҫирӗмӗр, чӑлхине те илтӗмӗр, анчах та эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: хыпса ҫунчӗ иккен ман кӗпе-йӗмӗм!

Пообедали и купили, но я в отчаянии: ухнуло мое белье!

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апатне лайӑх ҫирӗҫ, сӗтел хушшинче вӑрах ларчӗҫ.

Ели основательно и долго.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑнтӑр апатне васкаса ҫырткаларӗҫ.

Обедали на-скорях.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, хуранӗнчи апатне кашӑкпала пӑтратса, йӗри-тавра ларакан казаксене халап каласа кӑтартать:

Помешивая ложкой в котле, рассказывал сидевшим вокруг казакам:

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апатне лайӑх ҫитереҫҫӗ (кунти такасем пирӗн патрине, Запорожьеринех ҫитеймеҫҫӗ те), ма пурӑнас мар-ха, мӗнле те пулин?»

Провиянт дают хороший, хотя бараны здешние совсем не то, что у нас на Запорожье, — почему ж не жить как-нибудь?..

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Воронин васкамасӑр, киленсе кайсах, хресчен апатне ҫирӗ, Румянцев вара — ирӗксӗррӗн чӑмларӗ, час-часах сӗтел патӗнчен пӑрӑнса, хӑйӗн ҫырса пымалли кӗнеки ҫине темскерле паллӑсем тукаларӗ.

Воронин не спеша и с удовольствием ел крестьянский обед, а Румянцев — принужденно жевал, часто отходя от стола, делал какие-то заметки в своей записной книжке.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Арӑм вӑхӑтра тирпейленӗ: чейне те ӗҫрӗм, ирхи апатне те ҫирӗм…

— Жена своевременно побеспокоилась — и чай пил, и завтракал…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗлесчӗ санӑн епле апатне!..

И что за обед, если б ты только знал!..

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл хӑйӗн ирхи апатне мӗн тери ӑслӑн тутанса ҫисе выртнине те хӑвӑрах куртӑр.

Вы видели, с какой сверхъестественной мудростью оно вкушает свой утренний завтрак.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

— Вӑл халӗ апатне те кӑнтӑрла тӗлӗнче выҫӑхса ҫитнӗ хористкӑсем ҫинӗ пекех пыран ҫиет.

— У нее отличный аппетит, как у хористки в час ночи.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Вӑл, салхуллӑскер, апат ҫиме ларсан та, апатне тӗкӗнмерӗ, арӑмӗ ҫине пӑхмарӗ, сапаланчӑк уссине сылтӑм аллинчен кӑлара пӗлмерӗ.

Был он мрачен, сел завтракать, но к пище не притрагивался, на жену не смотрел, а правая рука так и не выпускала сильно помятые усы.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней