Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ сиксе тӑрса кухньӑналла, алӑк патнелле ыткӑнчӗ, ҫав хушӑрах ҫенӗкре такам хӑвӑрт утни сисӗнчӗ, унӑн куҫӗ хуралса килчӗ, ҫапах та вӑл алӑк сули ҫумне тӗрӗнсе алӑка урипе тапса ячӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӑшт тӑхтарахпа ун хыҫҫӑн алӑк хупӑнса ларнӑ, ватӑ улпут майрин ҫурчӗ вара — вӑл унччен анчах шавлӑ алӑкӗсем уҫӑ пулнӑ, крыльцара иртен-ҫӳренсенчен темӗн ыйтса пӗлекен ҫынсем тӑнӑ — юнашар ҫуртсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑми пулса ларнӑ, унӑн алӑкӗ те ыттисем пекех тӗксӗм кантӑклӑ пулнӑ, унта тата ҫурт номерӗ: 1235.
XVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Йӗри-тавра хурлӑхлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, хӑйне хӑй пӗлмесӗр тенӗ пек алӑк патнелле темиҫе хут ярса пусрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хурал пӳлӗмне часовой кӗчӗ те алӑка хупса ҫӑрапа питӗрсе илчӗ, хӑй алӑк умӗнчи пукан ҫине ларчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юнашар пӳлӗм алӑкӗ кӑшт уҫӑлчӗ те, алӑк хушӑкӗнче Зинаида пичӗ курӑнчӗ: вӑл шурса кайнӑ, ҫӳҫне тирпейсӗррӗн каялла туранӑ; хӗр ман ҫине пысӑк сивӗ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те алӑка хуллен хупрӗ.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Громов алӑк еннелле лӳпперрӗн тайкаланса утса кайрӗ, аллипе ӳркевлӗн алӑк хӑлӑпне тытрӗ те сасартӑк, пӗрре сиксех, ҫенӗкрен тухса вӑркӑнчӗ, тулти алӑка урӑм-сурӑммӑн шалтлаттарса хупса, крыльцаран сикрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл алӑк уҫрӗ, пуҫне перес мар тесе алӑкран тухнӑ чух пӗшкӗнчӗ, малалла пӗрре ярса пусрӗ, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ… унтан сасартӑк хыҫалалла чакрӗ те алӑка хупса хучӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Вӑл алӑка хуллен, чӗриклеттермесӗр уҫнӑччӗ те ӗнтӗ, анчах хӑяккӑн тухаймасӑр хулпуҫҫипе алӑка ҫав тери хыта сулӑнчӗ, алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Электричество звонокӗн сасси пӗтӗм коридор тӑрӑх янӑрать, алӑксем уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ, пӗрре — урама тухмалли алӑк, тепре — кухня алӑкӗ.Электрический звонок наполнял коридор, хлопали двери, то парадная, то кухонная.
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм.Я попытался сбить замок, а двери выломать, но двери были дубовые, а огромный замок несокрушим.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Алӑк питӗрӗнчӗк пулнӑ; вӑл алӑк ҫумӗнчи шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарнӑ, пӗр-икӗ ҫеккунт хушши тем пекех йывӑррӑн кӗтсе ирттернӗ, унтан алӑк уҫҫи чӑнкӑртатнӑ та, ӑна уҫса кӗртнӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
3. Унтан вӑл шалалла иртрӗ, алӑк патӗнчи юпасене виҫрӗ: вӗсем икӗ чике пулчӗҫ, алӑкӗ ултӑ чике пулчӗ, алӑк сарлакӑшӗ — ҫичӗ чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун хуҫи ирех тӑнӑ та, ҫула тухма хатӗрленсе, алӑка уҫса тухнӑ: акӑ ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртать, аллисене алӑк урати ҫине тӑсса хунӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; 11. пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эх, раз, эх, два, — мӗн пулать те мӗн килет, атя! — ҫунатлантаракан, ӑсран тайӑлтаракан темле эмел ӗҫнӗн, чун-варлине ҫавӑтса, алӑксене шӑлтти-шалтти уҫса та хупса, Хурамалкинсен пӳртне хӑюллӑн кӗрсе тӑрать этем; электроҫутӑн алӑк патӗнчи тӳми ҫине шӑч пусать; чӑлт тӑваҫҫӗ лампочкӑсем.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ваҫук, алӑк ҫывӑхӗнче тӑраканскер, директор пӳлӗмӗн алӑкӗ патне такам пырса тӑнӑ пек те илтрӗ паҫӑр.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Шалтисем алӑк сассине илтмерӗҫ, мӗншӗн тесен алӑкӗ пӑрланса ларманччӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл, хӑпӑл-хапӑл тумланкаласа, алӑк патне чакса тӑчӗ, алӑк хӑлӑпне ярса тытсан тин сывлӑш ҫавӑрса илчӗ:
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫимун, алӑк хыҫҫӑн алӑк уҫса, виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫынсем капӑр кермене илемлӗ алӑк витӗр кӗреҫҫӗ авӑ, вӑл вара — «служебнӑй» алӑкран!
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.