Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтака курсанах вӑл алӑк патӗнче чарӑнса, алӑк хӑлӑпӗнчен ярса тытса шартах сиксе: — Мӗн пулнӑ… мӗнле? — тесе шуралса кайнӑ тутисемпе ерипен ыйтрӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Давенант алӑк хушӑкне чикнӗ пӗчӗк икӗ сӑмсана курать, унтан Рой: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те алӑк тачӑ хупӑнчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Такси самаях капӑр алӑк тӗлӗнче чарӑнчӗ; Брентган иккӗмӗш хута хӑпарчӗ, «3» номерлӗ алӑк умӗнче чарӑнчӗ.Такси остановился у недурного подъезда, и Брентган взошел на второй этаж, к двери с номером 3.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Кӗмелли пӗр алӑк тӑррине ҫапла ҫырнӑ: «Арҫын пурнӑҫӗн хӑйне евӗрлӗхӗсем», теприн ҫинче: «Тӗрлӗлӗхри кирлӗлӗхсем», виҫҫӗмӗшӗ ҫинче: «Еткерлӗх», тӑваттӑмӗшӗ ҫинче: «Темперамент» тата малалла та; кашни алӑк тӑрринчех — чее, йӑпанӑҫ сӑмахсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Нурс Геннисона шанчӑк тӗрмине ертсе кайрӗ, алӑка уҫрӗ те электричество ҫутрӗ, алӑк урати ҫине тӑчӗ, сивӗ, ҫӳллӗ пӳлӗме скептикла пӑхса ҫаврӑнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Пӳлӗмре ӑнланмалла мар пулӑм: буфет алӑкӗ леш енче этем алли аппаланнӑ чухнехилле темӗн чӑнкӑртатать; алӑк ҫекӗле хӑпарать те анать; чӳрече карри ҫил вӗрнӗ самантрилле вӗлкӗшсе ҫӳлелле ҫӗкленет; пӳлӗм кӗтесӗсене уҫӑмсӑр, ҫӑнӑх тӗслӗ ҫутӑ юхса саланчӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Хӑпартланӑвӗн ҫутинче ун умӗпе япала хыҫҫӑн япала куҫса иртет, кӗҫех вӑл алӑка курчӗ, ӑна самантрах кӑмӑлласа пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен Дэзи кӗрсе тухакан алӑк шӑпах ҫапла сӑнарланнӑччӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Унтан итлемесӗр сарӑлакан урисемпе алӑк патнелле утӑмларӗ, анчах кӑмакаран пырса тӑрӑнчӗ; кӑмака патӗнчен каллех алӑк патне танкӑлтатрӗ, кӗҫех ӑна каллех кӑмака саламларӗ, вара ӑна Лорх хӑйӗн ытамӗнче пилӗк минут тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ҫивӗч туйӑмлӑ ҫын ҫапла, тусне кӗтнӗ май, вулать е ӗҫлет, унтан сасартӑк ҫӗкленет те алӑк патне тӳп-тӳррӗн утать, ӑна уҫать; тусӗ килсе ҫитнӗ-мӗн, анчах хуҫа, алӑка уҫнӑскер, саланкӑрлӑхне сирсе янӑ ӗнтӗ, хӑйӗн хусканӑвӗсем тӗрӗс пулнӑшӑн тӗлӗнет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Алӑк уратинчен ярса пуснӑ ҫын Энниок умӗнче чарӑнчӗ, ун ҫине темӗн пуласса кӗтнӗн пӑхса тата пуҫне кӑштах тайса хыҫалалла тытнӑ аллипе алӑка хупрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Алӑк каррине сирсен Аян умне пысӑк лапам-тӳрем евӗр зал тухса тӑчӗ; инҫетре татах алӑксем курӑнаҫҫӗ; пысӑк чӳречесенчен ҫутӑ пушӑлӑха витӗрех ҫапса хӗвелӗн хаваслӑ ҫумӑрӗ пӗрӗхет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— А-э-э-э, эс мана сутма-и! — пӗр-икӗ чалтлаттарса сиксех алӑк патне ҫитсе тӑнӑскер, хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ Калюков, ҫавӑнтах пӗрре Ехрем еннелле, тепре кӑмака хыҫнелле тӗллемесӗрех пере-пере ячӗ те ҫенӗке сирпӗнсе тухрӗ, хӑлӑпран ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана илсе, алӑка тул енчен ҫаклатса хучӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫенӗкӗнне те, пӳртӗнне те алӑкӗсене ҫӑрапах питӗрнине, вӗсене пултӑрӗ уҫҫипех уҫнине, алӑк хӑлӑпӗнчен тирпейлӗ ҫака-ҫака хӑварнине курсан, вӑл пӑртак лӑпланчӗ, ҫапах сыхлӑхне чакармарӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл алӑк умӗнче кӗтсе тӑнӑ, унтан алӑк вырӑнне тунӑ занавескӑна сирсе вигвама кӗнӗ.Он подождал у входа, потом откинул занавеску, заменявшую дверь, и вошел в вигвам.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑл хулпуҫҫийӗпе алӑка мӗнпур вӑйран тӗртрӗ: пӗр пӑта ҫинче ҫеҫ тӑракан алӑк питеркӗчӗ тӑпӑлса тухрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Тӗттӗмленсе ҫитет пулин те, Агриппина сарай алӑкне уҫрӗ те йывӑҫ пӑта ҫинчи ҫӗтӗк сӳсмене илсе ӑна юсама алӑк урати ҫине ларчӗ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Зала кӗмелли алӑк патӗнче такамсем усал сӑмахсемпе кӑшкӑрчӗҫ, алӑка пӗтӗм вӑйран прикладсемпе ҫапрӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Макҫӑм пӗшкӗннӗ, кукленнӗпе пӗрех хутланса алӑк хӑлӑпне шӑппӑн хыпаласа тупнӑ; алӑка хӑвӑрт уҫса янӑ та, хӑй кӗрсен, ҫаплах хӑвӑрт — пӗр сассӑр хупса хунӑ.
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Сасартӑк ун куҫне ҫакӑн пек тамаша курӑнса кайнӑ: каҫхине сӑлӑп хунӑ карташ енчи алӑк хӑй тӗллӗн хӑвӑрт кӑна уҫӑлнӑ та, пӳлӗме вӑйлӑ ҫил ӳлесе кӗнӗ; ҫилпе пӗрле, мӑкӑрланса ҫӗкленекен пасарнӑ сивӗ сывлӑш ӑшӗнчен, алӑк умне ҫӳлӗ старик тухса тӑнӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Тӗтӗм мана чыхӑнтарчӗ, ним курми туса лартрӗ, манӑн пичкене алӑк патне кустарса пыма аран-аран вӑй ҫитрӗ, алӑкра вӑл ланкса ларчӗ те малалла каймарӗ, сарай тӑрринчен ҫав вӑхӑтрах ман ҫине хӗмсем ӳксе ӳте сӑхрӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.