Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алшӑллипе (тĕпĕ: алшӑлли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ.

он вышел за дверь и поставил таз на скамейку, потом окунул мыло в воду и опять положил его на место; закатал рукава, осторожно вылил воду на землю, потом вошел в кухню и начал усердно тереть лицо полотенцем, висевшим за дверью.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нӳрӗ алшӑллипе е сӑмса тутрипе шӑлӑнмалла.

Вытираться влажным полотенцем или носовым платком.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӑх та — ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм алшӑллипе типшӗнет.

Смотрю - голая женщина полотенцем вытирается.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.

2. И во время вечери, когда диавол уже вложил в сердце Иуде Симонову Искариоту предать Его, 3. Иисус, зная, что Отец все отдал в руки Его, и что Он от Бога исшел и к Богу отходит, 4. встал с вечери, снял с Себя верхнюю одежду и, взяв полотенце, препоясался; 5. потом влил воды в умывальницу и начал умывать ноги ученикам и отирать полотенцем, которым был препоясан.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл пӗр алшӑллипе шӑлӑнсан тепӗр ҫынна куҫма пултарать.

Помоги переводом

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней