Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аванрах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ-сывӑ чух килӗрсене салансан, тен, аванрах пулӗ…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта никам та ҫук та, ҫапах шӑла ҫыртсан аванрах пулӗ.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та кӗҫӗр туя шӑв-шавсӑр ирттерсен аванрах пулӗ».

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— «Ҫути пур та, ӑшши ҫук» — ман шутпа, ҫапла аванрах пек туйӑнать, — терӗ Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑйлӑрах пултӑр тесе — сӑвӑлла куҫарсан аванрах пулӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрле пурӑнма аванрах.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ҫынсем ӑс пачӗҫ: «керенка» хут укҫана аршӑнпа виҫе-виҫе иличчен, табак туянни аванрах пулӗ», — терӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Зинаида Степановна ӑна ун пирки намӑслантарнӑ: нимшӗнех кӳренсен, ҫынпа ҫын пӗр кун та пурӑнас ҫук, ҫилленнинчен ытла пӗрне-пӗри каҫарни аванрах, тӑванпа тӑван хушшинче кӳренӳ пулмалла мар, тенӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун пек шӑнса выртиччен Штыкпа атакӑна кайни те аванрах пек туйӑннӑ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗн кайма та аванрах, — хӗпӗртеттерчӗ палламан ҫын.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырас мар тенӗччӗ, мансан аванрах пулӗ тенӗччӗ…

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫе кӗме пиччӗшӗ пулӑшни ҫинчен шарламарӗ Сашша: капла аванрах пулӗ, терӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку шӗшлӗ-пушӑт таврашне сӗтел ҫинчен пуҫтарсан аванрах пулӗ: пирӗн картла выляс килчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗн парӑмӗсем пысӑккине пӗлсе тӑнӑскер, инкек килсе тухасса Михала пӗлнӗ: суд урлӑ ҫӑмарта склачӗсене сутса яриччен, аренда шучӗпе вӗсене Ревер хуҫана пани аванрах.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакна вӑл хӑй тӗллӗн мар, сирӗнтен пӗлни аванрах.

Лучше, если она узнает все это от вас, чем самостоятельно.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Апла туманни аванрах, — хирӗҫлерӗ Гобсон, — унӑн ҫитменлӗхӗ: вӑл шыраса тупать те каялла таврӑнать — евитлеме.

— Лучше не делать так, — возразил Гобсон, — его недостаток тот, что он отыщет и возвратится: уведомить.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Хӑш-пӗр япала аякран аванрах курӑнать.

 — Некоторые вещи хороши издали.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫухалнӑ Гервака пур пӗрех шырама пуҫласси иккӗлентермест, анчах Моргиана Гервак упӑшки полицие икӗ кун иртмесӗр каймасса шанать, тен, пачах та каймасть, — ку тата аванрах.

При всяком положении розысков пропавшей Гервак, ее муж не обратится в полицию ранее, как через два дня, — скорее же не обратится совсем.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тарҫӑсем эсир шкап умӗнче пукан ҫинчен аннине курнӑ, эсир вара хӑвӑрӑн тӗлӗнмеллерех йӑрӑлӑхӑра кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксене аванрах курма кӑмӑл тунипе ӑнлантарнӑ.

Прислуга застала вас сходящей со стула у шкапа, а вы объяснили ей свою странную резвость желанием хорошенько рассмотреть живопись на стекле.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Апла тӑк каласам, тархасшӑн, эпӗ ӑна каҫ пулттипе, кӑштах сулхӑнлатсан кӗтетӗп; каҫхине мана чылай аванрах.

— Тогда скажи, пожалуйста, что я его жду к вечеру, когда будет не так жарко; вечером мне немного легче.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней