Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аванрах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир пенӗ ҫав ҫынсене хӑйсене вӑрӑ-хурахла, графла, чухӑн-ыйткалаканла тата урӑхла кӑтартнӑшӑн шалу тӳлеҫҫӗ, ултав мӗн чухлӗ аванрах — вӗсене ҫавӑн чухлӗ ытларах юратаҫҫӗ, вӗсем, тӗрӗссипе, никама та усал тумаҫҫӗ.

Эти люди, в которых вы стреляли, получают жалованье за то, что прикидываются разбойниками, графами, нищими и так далее; чем лучше введут в обман, тем больше их любят, а яла они никому не делают.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

— Акӑ мӗн, — терӗ шӑнса кӳтнӗ матрос чӗтре-чӗтре, — эсир чарӑнни аванрах пулмалла.

Коченея от холода, заговорил матрос: — Вы лучше бы помолчали, вот что.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Эсир ыттисем пекех, нимӗнпе те аванрах мар.

Вы такой же, как и все, нисколько не лучше.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Унтан шлепкине пичӗ ҫине антарса хурса хальлӗхе кунтах, хиртех, стенасемпе хытӑ япаласем ҫук ҫӗртех юлни аванрах та хӑрушсӑртарах-тӑр тесе тӗв турӗ.

Затем, сдвинув на лицо шляпу, решил, что лучше и безопаснее остаться пока здесь, в поле, где нет стен и твердых предметов.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Карчӑк ун тӗлне лекменни чылай аванрах пулмаллаччӗ.

Для старухи было бы лучше не попадаться ему на глаза.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

— Антӑрани аванрах! — ахӑлтатса кулса ячӗ Лей.

— Лучше я его опущу! — расхохотался Лей.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Орт, эсир мана вӗлерни аванрах! — терӗ вӑл.

— Лучше бы вы убили меня, Орт! — сказала она.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Эсборн кӑмӑлӗ улшӑннӑшӑн хӑраса та канӑҫсӑрланса ӳкрӗ, вара пуҫне киле ирхине таврӑнсан аванрах пулӗ текен шухӑш пырса кӗчӗ, ҫапла вӑл ҫӗрӗн юлнӑ вӑхӑчӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр, асаплантармасӑр иртессе шанчӗ, хӑй мӗншӗн таврӑнайманнине арӑмне ӑнсӑртран вӑрӑма кайнӑ, ӑнланма ҫук хӑтлану пек кӑтартас терӗ.

Он был испуган, расстроен своим состоянием, и ему пришло на мысль, что лучше явиться домой утром, чтобы избежать расстройства и тяготы всей остальной ночи, тем более, что утром он надеялся представить жене все как нелепую, случайно затянувшуюся выходку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

— Эпӗ сире ӗнерех асӑрханӑччӗ; курманни аванрах пулмаллаччӗ те… маншӑн.

— Я вас, кажется видел вчера; лучше, если бы этого не было… для меня.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

— Эсӗ мана аванрах тӳпкенӗ «хутсене» кӑна шутларӑм эп.

— Я считаю только те разы, когда ты меня бивал.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Кӗске калав, тӑванӑмсем, нумай ыйтса тӗпченинчен аванрах.

Короткий рассказ, братцы, лучше долгих расспросов.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Унччен аванрах выляттӑм, — терӗ вӑл.

— Я раньше играл лучше, — сказал он.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Тимӗр булавка аванрах, — терӗ Нок.

— Хорошо, что булавка железная, — сказал Нок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑрушлӑхра тата паллӑ марлӑхра хамӑр кӑна юласран «Рикшӑна» хӑйсемпе лартса каймашкӑн ыйтма сӗнекенсем те пулчӗҫ, анчах хӑравҫа ҫийӗнчех вырӑна лартрӗҫ, тӑна кӗртрӗҫ те ӑнлантарчӗҫ: кунти паллӑ марлӑх паян пысӑк ҫӗр-шывсенче пулса иртнинчен аванрах.

Было внесено даже предложение просить «Рикшу» взять нас с собой, чтобы не оставаться одним в страхе и неизвестности, но труса немедленно пристращали и образумили, объяснив ему, что неизвестность лучше происходящего ныне в больших странах.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Каласа пӗтермелли, тӗрӗссипе, нумаях та юлмарӗ, ҫакӑ, кирек мӗн тесен те, тӗрлӗ элек валли шӑтӑк-хушӑк хӑварнинчен аванрах, — ҫавӑнпа та хӑйӗн йышӑнӑвӗ ӑна ӗҫлӗ те вырӑнлӑ туйӑнчӗ.

Решение, что осталось досказать, в сущности, немного и что это, во всяком случае, лучше, чем хоть какая-нибудь лазейка для сплетен, показалось ей дельным.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сире йышӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерсен — тата аванрах.

И если будет выражено желание принять вас тем лучше.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Машук каланӑ тӑрӑх, таврари ялсенче Калюковпа ҫыхӑннӑ ҫынсене тыта-тыта кайнӑ, вӑл хӑй те чӗтресе кӑна пурӑнать, ҫавӑнпа, Антун килнӗшӗн ҫав тери хӗпӗртет пулин те, унӑн ялтан хӑвӑртрах кайсан аванрах

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, капла, тен, аванрах та.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таҫтан кӳрсе киличчен, ҫывӑхрах тупсан аванрах та ҫав, ну, ӑна-кӑна хӑвӑр пӗлӗр.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата Васильева вӑрттӑн ӗҫсем тума хушсан аванрах, Варламова кунта пурте пӗлеҫҫӗ…»

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней