Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аванрах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; 11. ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; 12. чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; 13. кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!

10. [Вооз] сказал: благословенна ты от Господа [Бога], дочь моя! это последнее твое доброе дело сделала ты еще лучше прежнего, что ты не пошла искать молодых людей, ни бедных, ни богатых; 11. итак, дочь моя, не бойся, я сделаю тебе все, что ты сказала; ибо у всех ворот народа моего знают, что ты женщина добродетельная; 12. хотя и правда, что я родственник, но есть еще родственник ближе меня; 13. переночуй эту ночь; завтра же, если он примет тебя, то хорошо, пусть примет; а если он не захочет принять тебя, то я приму; жив Господь!

Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫакӑ пӗтӗм халӑха эпӗ пӗччен йӑтса ҫӳрейместӗп, мӗншӗн тесессӗн маншӑн йывӑр вӑл; 15. Санӑн куҫу умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсассӑн, ҫапла тӑвиччен вӗлер мана, ку маншӑн аванрах пулӗччӗ, эпӗ хамӑн асапӑма курмӑттӑм, тенӗ.

14. Я один не могу нести всего народа сего, потому что он тяжел для меня; 15. когда Ты так поступаешь со мною, то лучше умертви меня, если я нашел милость пред очами Твоими, чтобы мне не видеть бедствия моего.

Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. «Ҫӗр хут илтнинчен пӗр хут курни аванрах», — тенине асра тытӑр.

Помоги переводом

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ку вируспа чирлисенчен аяккарах ҫӳресен аванрах, мӗншӗн тесен унран сывалма ҫав тери йывӑр /нумай ӗҫлемелле пулать/.

Помоги переводом

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫапах та вӗсем пахчаҫимӗҫе тата сӗте аванрах хакпа сутса тупӑш илес шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫурри ытла юлашки вӑхӑтра маларахринчен аванрах тупӑшнине асӑннӑ.

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней