Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харлаттарса ҫывӑран арӑмӗпе юнашар выртакан Майданников, тӗттӗм суккӑрлатнине пула нимӗн те курман куҫӗсемпе маччаналла тинкерсе пӑхнӑ май, шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать.

Об этом думал Кондрат, лежа рядом с похрапывающей женой, глядя в черные провалы темноты невидящими, ослепленными темнотой глазами.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен, эпӗ шӑпах пренире чӑм тара укесшӗн?

А может, я именно возопреть желаю?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте шӑпах пулчӗҫ.

Стала тишина.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпах ҫав вӑхӑтра Любишкин Титока пилӗкӗнчен пырса ыталаса илчӗ, анчах вӑйӗ сахал мар пулин те, вӑл ӑна тытса чараймарӗ.

В этот-то момент Любишкин и обхватил Титка поперек, но он не удержал его, несмотря на свою немалую силу.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей Разметнов хӑй ушкӑнӗпе Фрол Дамасков патне лешӗ килйышӗпе шӑпах кӑнтӑрлахи апат тунӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗ.

Андрей Размётнов со своей группой пришел к Фролу Дамаскову, когда тот с семьей полудновал.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хам шӑпах ҫак енпе ӗҫленине кура ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: манӑн тивӗҫ — шӑпах вируса путлантаракан эмелсем организма мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗслесси.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Кӑткӑс тӗслӗхсенче шӑпах врач-лаборант пулӑшӑвӗ нимрен хаклӑ.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Шӑпах ҫав кун унӑн ассистенчӗсенчен пӗри, Матвеев хушаматли, пӗчӗк хӗрӗ валли юрлакан Чебурашка йӑтса килнӗ те теттене ӗҫ вӗҫлениччен сӗтелӗ ҫинче тытнӑ.

В тот самый день один из его ассистентов по фамилии Матвеев купил для своей маленькой дочки мягкую игрушку — поющего Чебурашку и оставил его у себя на рабочем столе до конца рабочего дня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑпах ҫакӑ, — терӗ Женя шпион хатӗрне асӑрханса алла илнӗ май.

— Точно, — подтвердила Женя и осторожно взяла шпионский механизм руками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑпах вӑл вырнаҫтарчӗ те ӗнтӗ ҫӗнӗ йышши оборудование.

который все тут и устанавливал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑпах ӗнер тултартӑм, — суйрӗ Женя.

— Как раз вчера исполнилось, — нагло соврала Женя.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женьӑна тепӗр арҫынни ярса тытнӑ (машина уҫҫине хӗр ача шӑпах унран вӑрласа тарнӑччӗ).

Только теперь Женя опомнилась и, хотя ее тоже держал тот самый дядька, у которого она стянула ключи,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Телее, шӑпах вӗсене кирлӗ номер килсе чарӑнчӗ.

Им повезло, они сразу сели на нужный им номер

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑпах ҫак ответ хыҫҫӑн манӑн следовательница манпа тӳррӗн калаҫма пуҫларӗ.

Именно после этого ответа моя следовательница стала быстро съезжать с официального тона.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ахаль ҫынах, ҫавӑнпа та: общество шӑпах вӑхӑтра Николай Антоныч Татариновран тасалнӑ пулсан, ӑна (обществӑна) Ромашовпа тертленме те кирлӗ пулман пулӗччӗ, тесе калас килчӗ манӑн.

Но я был обыкновенным человеком, и мне захотелось сказать ему, что, если бы общество своевременно освободилось от Николая Антоныча Татаринова, ему (обществу) не пришлось бы возиться с Ромашовым.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл Татаринов капитанӑн хучӗсем хушшинче шӑпах хам тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫырусем пуррине пӗлмест-ха, вӗсем пирки хаҫатсенче те ҫырмарӗҫ.

Но он не знает — в печати об этом не появилось ни слова — о том, что среди бумаг капитана Татаринова обнаружены бесспорные, неопровержимые доказательства моей правоты…

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лӑпкӑ тӳпере тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ялкӑшаҫҫӗ, шӑпах пирӗн тӗлте ярӑнса улӑхаҫҫӗ те ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗн тӗпренсе чечекӗн саланаҫҫӗ.

Как бы не торопясь, озарялось багровыми вспышками спокойное небо, а потом прямо над нами быстро летели вверх и медленно вниз пёстрые цветные огни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Катя шӑпах амӑшӗ пек ӗнтӗ, тупата! — терӗ вӑл сывлӑшне тарӑнӑн ҫавӑрса.

— Но Катя так похожа, боже мой! — сказал он вздохнув.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑпах 17 сехетре эпӗ Слепушкин патне пытӑм, 18-мӗш сехетре мана ГУ кадрне кӗртрӗҫ те чи Инҫетри Ҫурҫӗре, хайхи Р. патне ӗҫе кӗме, командировка пачӗҫ.

Ровно в семнадцать часов я пришёл к Слепушкину, а в восемнадцать был уже зачислен в кадры ГУ с откомандированием на Крайний Север, в распоряжение Р.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм.

Всё это казалось мне совершенно необходимым, то есть моя жизнь в оставшиеся до поезда четыре или пять часов должна была состоять именно из этих забот.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней