Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шалта (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки хут затвора шакӑлтаттарса уҫса хупрӑм, шалта патрон ҫуккине манса, туртса ҫаптартӑм, пӑшал пеменнине астуса илсен тин нимӗҫсем ҫине пӑхрӑм.

В последний раз двинул затвором, щелкнул, позабыв, что патронов нет, и только тогда глянул на немцев.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шалта, пӳртре.

— Там, в халупе.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шалта, Григорин кӑкӑр шӑмми ӑшӗнче, атака умӗн юна пикенсех хӑваланӑ чӗре халӗ юман пек хытса кайрӗ: хӑлха янӑранипе сулахай ура пӳрнисем ыратнисӗр пуҫне, вӑл урӑх нимӗн те туймасть.

В середине грудной клетки Григория словно одубело то, что до атаки суетливо гоняло кровь, он не чувствовал ничего, кроме звона в ушах и боли в пальцах левой ноги.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн кӑкӑрӗнче, шалта, сулахай кӗтесре, темӗнле йывӑр кӗлеткеллӗ пӗчӗк ача пӗр вырӑнта тапӑртатса чупнӑ пек туйӑнать.

Будто кто-то маленький, но тяжелый, там, в левой стороне груди, делал бег на месте.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ ҫав тери таран, шӑтӑкӗ аллаппи кӗмеллӗх те пур, шалта сыпӑклӑ-сыпӑклӑ пыр, лаши сывланӑ май мӗнле чӗтренсе тӑни те курӑнать.

Глубокий, хоть ладонь суй, длинный порез, обнаженное коленчатое горло в судороге дыханья.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асар-писер пуҫланса кайрӗ шалта, — илтетӗп, хӑй кӑшкӑрать: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Тӑр хӑвӑртрах, лартса яр сӑмавар. Иван Авдеевич килчӗ!» — тет.

Поднялась там смятенья, — слышу, сам кричит: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Вставай скорей, ставь самовар, Иван Авдеич приехал!»

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ мӗн, Аксюша, — калаҫма тытӑнчӗ вӑл ерипен, сӑмахсене йӗркипе сыпӑнтарса пырса, — нимӗн канӑҫлӑх та ҫук капла, — таҫта шалта, кӑкӑрӑма темӗн ӗмет.

— Вот что, Аксинья, — заговорил он, медленно расстанавливая слова, — муторно так-то, сосет гдей-то в грудях.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ман аттен чӗри ытла шалта: ку ҫӗҫӗ ҫитейрес ҫук ун патне.

— У отца моего далеко сердце; он не достанет до него.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йывӑҫсем хушшинче, шалта, пӑч тӗттӗм, ҫулҫӑсем шӗпӗлтетеҫҫӗ, пур ҫӗрте те шӑплӑх.

В глубине деревьев было совсем темно, листья не шелестели, тишина царила вокруг.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл, пысӑк йыттине хуса янӑ та, кӑвакарнӑ ҫӑра куҫхаршисем айӗнче шалта ларакан куҫӗсемпе салтаксене васкамасӑр пӑхса илнӗ.

Она отогнала большого пса и неторопливо оглядела солдат глубоко сидящими глазами из-под густых седоватых бровей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Шалта кам пурри ҫинчен Егортан ыйтсан, вӑл Трухачевский ятне каларӗ.

Когда я спросил Егора, кто здесь, и он назвал мне Трухачевского.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Нарыжный, шалта кӗсйинче хыпашласа, тӑваткал хутлатнӑ хут таткине туртса кӑларчӗ те ӑна Федор Лукича пачӗ.

Нарыжный порылся во внутреннем кармане пиджака, достал сложенную вчетверо бумажку и передал Федору Лукичу.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тепӗр секундран пӗр танкӗ ҫав тери хытӑ сиксе силленсе илчӗ, шалта темскер сиксе ҫурӑлчӗ пулас, сиксе илчӗ те ҫавӑнтах татӑкӑн-татӑкӑн арканса сирпӗнчӗ, пӗлӗтелле вара палт! ҫеҫ тӗтӗм юпаланса хӑпарса кайрӗ.

Через секунду один танк так сильно вздрогнул, что, кажется, что-то внутри взорвалось, подскочил и тут же взорвался, и только дым поднялся в небо.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Снаряд ҫурӑласса кӗтнипе пӗтӗм чун-чӗри тӑвӑнса тӑрать пулин те, таҫта шалта, чунӗ тӗпӗнче, пӗчӗкҫеҫ ҫӑлкуҫӗ пек, ҫаплах-ха шанчӑк пекки, хуллен ҫеҫ пулин те, тапса тӑрать, ҫакӑ хӑрушлӑх чиперех иртсе каясса шанатех вӑл — унтан вара…

Но хотя все его существо и замирало от ожидания, где-то в глубине души, как родничок, все струилась и струилась надежда, что все кончится благополучно, и тогда…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрманалла илсе килекен ҫулсем, хӑвӑрах куртӑр ӗнтӗ, питӗ начар, вӑрманӗнче, шалта, тата япӑхрах.

Дороги, которые ведут к лесу, как вы видели, очень плохие, а в лесу еще хуже.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрманта, шалта ӗнтӗ тӗттӗм, анчах пӗчӗк уҫланкӑсенче, ҫутӑра, пӗччен чӑрӑшсем халь те-ха хӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑлса, йӑлкӑшса лараҫҫӗ.

В глубине леса уже стояли густые сумерки, а на полянках, при хорошем свете, горели в багрянце одинокие ели.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хупахӗ гостиницӑран инҫе мар; урам енчен курӑнса тӑракан тӗксӗм сӑн-сӑпачӗ те, кивӗ вывескисем те унӑн малтанхисемех, анчах палланӑ ҫынсенчен шалта никама та кураймарӑм, «Ишицзюй» та маншӑн ют пулса тӑчӗ.

Кабачок был не далеко от гостиницы и стоял на прежнем месте, да и с виду ничуть не изменился: тот же узкий, темный, сырой фасад, та же ветхая вывеска — только я не нашел там ни одного знакомого лица, начиная от хозяина и кончая последним официантом, в кабачке я тоже оказался чужим.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Тӗлӗнмелле, ӗнер пулма пултарайман пурнӑҫра кун пулнине те, каҫ пулнине те пӗлмен; ҫӳлте те, аялта та, пур енче те, таврара та, пур ҫӗрте те чул ҫеҫ пулнӑ, этеме мӗн май килне таран пурӑнма шалта пӗчӗк хушӑ кӑна юлнӑ.

Странная, вчера еще считавшаяся невероятной жизнь, где не было деления на дни и ночи, где сверху, снизу, со всех сторон, вокруг и везде был один сплошной камень и лишь выточенные в его толще глубинные пустоты были ничтожным пространством, в котором возможно существование человека.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Партизансен пуҫ тӗлӗнче хӑйсен усал ӗҫне тӑвакан нимӗҫсем ан илтчӗр тесе, шӑп пулма тӑрӑшса, хӑрушӑ сектор патне тухакан коридорсене, шалта, стенасене купаласа пӳлме тытӑнчӗҫ.

В полной тишине, чтобы не привлечь внимания немцев, продолжавших орудовать над самой головой у партизан, начали возводить внутренние стены и перегораживать ими коридоры, которые вели к опасному сектору.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя курчӗ; шалта, хыҫал енчен, амӑшӗ патне тахӑшӗ пычӗ те ун аллинчи ҫӗвӗ хатӗрӗсене илчӗ.

Володя увидел, как из глубины комнаты кто-то подошел к матери и взял у нее из рук шитье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней