Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӑшман сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑшман (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Башня тӑшман лагерӗнчен: «Сирӗнпе калаҫма юрать-и?» тесе ыйтать, тӑшман лагерӗ: «Юрать» тесе ответлет.

Голосом трубы башня обращалась к лагерю: «Можно ли с вами говорить?», и лагерь голосом рожка отвечал: «Да».

X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Революцин тӑшман пур — кивелнӗ тӗнче, революци ӑна, хирург хӑйӗн тӑшманне — шыҫӑ чирне хӗрхенмен пекех, хӗрхенмест.

У революции есть враг — старый мир, и она не знает милосердия в отношении его, точно так же как для хирурга гангрена — враг, и он не знает милосердия в отношении ее.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хула йӗри-тавра стенасемпе хапхасем пулман, хула пур енчен те уҫӑ пирки тӑшман тапӑннине чарса тӑма та кансӗр пулнӑ; апла пулин те тӑшмана аслӑ урам чарма пултарнӑ.

Город был совершенно открытый, не имел ни стен ни ворот; так что он не мог бы выдержать осады; но на улице можно было, благодаря топографическим особенностям, держаться довольно долго.

II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хресченсем ҫапӑҫу хирӗнче хӗрес е часовни курсан, тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра е атака вӑхӑтӗнче пулсан та, пурпӗрех пурте чӗркуҫлене-чӗркуҫлене ларнӑ, картечь айӗн кӗлӗ вуланӑ, чӗрӗ юлнисем вара кӗлӗ пӗтерсен ҫеҫ тӑшман ҫине тапӑннӑ.

Во время самого боя, встречая в минуту атаки крест или часовню, бретонцы становились на колени и читали молитву под градом пуль; по окончании ее, те, которые остались в живых, поднимались на ноги и бросались на неприятеля.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пирӗн вӑхӑтра малта пыракан пӗтӗм этемлӗх, капитализм халӑхсем хушшинчи мирлӗ пурнӑҫӑн тӑшманӗ пулнӑ пекех, прогресшӑн та тӑшман пулнине курса ӑнланать вӑл.

В наше время все передовое человечество видит и понимает, что капитализм враждебен прогрессу, как он враждебен и миру между народами.

VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Саша, ҫаннипе питне хупласа, тӑшман ҫине айккӑн пырать, ун хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш «Б» класс ачисем ушкӑнӗпе утса пыраҫҫӗ, хӗрачасем те наступление пулӑшаҫҫӗ, тӑшмана аякран юрпа персе тӑраҫҫӗ.

Закрываясь руками, он боком шел на врага, сзади него стеной двигались ребята из четвертого «Б», и даже девочки поддерживали наступление, обстреливая неприятеля со стороны.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Каялла чакса кайнӑ чух, тӑшман калама ҫук хытӑ персе тӑнипе ялтан тухса кайнӑ чух вилнисем те, яла ирӗке кӑларма килсе, ӑна тӑшман аллинчен туртса илнисене те пӗр масар шӑтӑкӗ пӗрлештернӗ.

Общая могила соединила тех, что погибли, отступая, что под ураганным огнем неприятеля покидали деревню, и тех, что пришли ее освободить, что вырвали ее из рук врага.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Тӑшманӑн артиллери складне сирпӗнтерсе ярсан, диверси группи тӑшман йышӑннӑ вырӑнтан чиперех тухрӗ те вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Взорвав неприятельский артиллерийский склад, диверсионная группа благополучно выбралась из расположения противника и углубилась в лес.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Фролов, яланхи пекех, тӑшман ҫинчен, мӗнпур хӗн-хурпа асапшӑн, юншӑн тавӑрса пӗтереймен тӑшман ҫинчен кӑна шухӑшларӗ.

Но, как всегда в минуту боя, Фролов думал только о враге, с которым еще не были кончены счеты.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл ӑнланать: шӑпах та ҫакӑ — ҫӗнтерӳ тӑвассине чунтан-чӗререн ӗненни, тӑшман темиҫе хут вӑйлӑрах пулсан та, тӑшмана ҫӗнтерме калама ҫук хӑватлӑ вӑй парать.

Теперь он уже понимал, что именно эта нерушимая вера в победу и дает большевикам силу побеждать врага даже в том случае, если он сильнее их.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах хулана ҫӗнӗ тӑшман шиклентерет, ҫӗнӗ тӑшман — чугун ҫулсем ӗҫлейми пулни, унӑн хыҫӗнчен выҫлӑх тата сивӗ ҫитсе килни.

Но новый враг угрожал городу — паралич на стальных путях, а за ним голод и холод.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Малтанах Димка разведчик пек пулчӗ, урӑхла каласан, чӗркуҫҫисем ҫинче упаленсе пычӗ, хӑрушӑ минутсенче, тӑшман ҫывӑхрине тавҫӑрса илме май пулнӑ вӑхӑтсенче, ҫӗр ҫине выртрӗ, вара, питӗ асӑрханса малалла шунӑ май, тӑшман вырнаҫнӑ вырӑна тӗплӗн сӑнарӗ.

Сначала Димка изображал разведчика, то есть ползал на коленях, а в критические минуты, когда имел основание предполагать, что неприятель близок, ложился на землю и, продвигаясь дальше с величайшей осторожностью, высматривал подробно его расположение.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Малтанах чӑрсӑрлӑхпа хӑтӑлма шутласа хунӑччӗ; ҫӗнӗ тӑшманпа халтан кайнӑ тӑшман хушшинче уйрӑмлӑх пур: пӗрре хӑраса ӳкнӗ ула курак тӗмерен те хӑрать теҫҫӗ…

И с самого начала именно через дерзость мыслилось спасение; к тому же свежий враг и потрепанный — не одно и то же: пуганая ворона куста боится…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл туять ӗнтӗ ачасем хӑй ҫине мӗнле ырӑ кӑмӑлпа хавасланса пӑхасса, «тӑшман» сарчӗ ҫине вӑл ялав лартни ҫинчен кӑна та мар, «тӑшманӑн» хӑрушӑ шухӑшне те вӑлах уҫни ҫинчен пӗлӗҫ ӗнтӗ вӗсем.

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Хӑй куҫласа хунӑ тӑшман ҫине вӑл, ытти казаксем пекех, ӑна сылтӑм аллипе касасшӑн пулнӑ пек, ун патне лашипе сулахай енчен пырса тухрӗ; Григорипе тытӑҫас тӑшман та ҫапла тума тӑрӑшать.

Он вел коня на выбранного противника, как и обычно все, заходя слева, чтобы правой рубить; так же норовил и тот, который должен был сшибиться с Григорием.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тата ӗнер кӑна хӑй казаксене: «Мужик — тӑшман, анчах хӗрлисем майлӑ каякан казак халӗ икӗ тӑшмана тӑрать!

Вчера же сам он говорил казакам: «Мужик — враг, но казак, какой зараз идет с красными, двух врагов стоит!

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темиҫе кун вӗсем тӑшман тылӗнче ҫавӑрттарса ҫӳрерӗҫ, нимӗҫсене, кӗтмен ҫӗртен пыра-пыра ҫапса, пысӑк ҫухатусем кӳчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах тӑшман атакисене те ӑнӑҫлӑн сире-сире пычӗҫ.

Каруселил в тылу, бил врага и сам принимал удары.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн тӑшман вӑл — хӑвӑр пекех улталаннӑ Австрипе нимӗҫ салтакӗсем мар, сирӗн тӑшман — хӑвӑр патшӑр, хӑвӑр промышленниксемпе улпутсем.

Враг ваш не австрийский и немецкий солдат, такой же обманутый, как и вы, а собственный царь, собственный промышленник и помещик.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑшман ҫарӗн командованийӗ хӑйсем ҫине атакӑпа тапӑнасса пӗлнӗ пулӗ-и е сиссе кӑна илнӗ-и тен, анчах ак ҫапла ӗҫ пулса тӑчӗ: ҫӗрле, ыран 29-мӗш числа тенӗ чух, тӑшман ҫарӗсем хӑйсен окопӗсенчен тухса кайнӑ та пилӗк-ултӑ ҫухрӑм чакса тӑнӑ; кунта вӗсем пулемётлӑ засадӑсем кӑна тӑратса хӑварнӑ, — ҫавсем пӑлхантараҫҫӗ те ӗнтӗ пӗтӗм участок тӑршшӗпех вӗсене хирӗҫ тӑракан пирӗн пехотӑна.

Случилось так, что неприятельское командование или узнало о готовящейся атаке, или предугадало ее, но в ночь на 29-е неприятельские войска покинули окопы и отошли верст на шесть, оставив засады с пулеметами, которые и тревожили на всем участке противостоящую им нашу пехоту.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫумма-ҫуммӑнах, нимӗн йӗркесӗр килеҫҫӗ; сӑнакансем тӑшман ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен килессе кӗтнӗ, анчах тӑшманӑн разъезчӗ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен сиксе тухрӗ.

Ехали они, тесно скучившись, в беспорядке; ехали с юго-западной стороны, в то время как наблюдатель ждал их с северо-запада.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней