Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тупаҫҫӗ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтисем хӑйсем мана шыраса тупаҫҫӗ — ӗҫне те, ӗҫ укҫине те сӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Студентсем ытарайми паха опыт пухаҫҫӗ, уҫӑ программӑлӑхӑн тӗнче специалисчӗсемпе паллашса туслашаҫҫӗ, эппин хӑйӗн резюме те илӗртӳллӗрех тӑваҫҫӗ, пуласлӑхра ӗҫ те тупаҫҫӗ!

Студенты получают бесценный опыт, знакомятся с мировым сообществом разработчиков свободного программного обеспечения и делают свое резюме более привлекательным для потенциальных работодателей!

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Ара, вӗсене ҫухатнӑ тӗслӗхсем час-часах вырӑн тупаҫҫӗ пирӗн хушӑра.

Ведь, часто в нашей среде встречают место примеры их потери.

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫемьеллӗ Тарасасем пурлӑха пысӑклатма май тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Мӗн чухлӗ хитререх сӑмах шыраса тупаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ янӑравлӑрах ят.

На сколько красивее найденное слово, тем ярче звучит ваше имя.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паллах, ытти тантӑшӗсем пекех вӗсем компьютер умне ларма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Мӗнле тупаҫҫӗ вӗсем сире?

Как находят они вас?

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗсем тӑрӑшнипех ҫывӑх тӑванӗсене ҫухатнӑ ачасем пурнӑҫра чи хаклине – ҫемье ӑшшине – тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ун хайлавӗсем тарӑн шухӑшлӑ, психологизмлӑ, ҫавӑнпах вӗсем халӑх чунӗ патне кӗске ҫул тупаҫҫӗ, вун-вун ҫул иртсен те чӗрӗ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ҫука тухмасть.

Его произведения с глубоким смыслом, психологизмом, поэтому они находят короткий путь к душе народа, и через десятилетия значимость живых слов не теряется.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Каччӑсем тулли ҫемьере ҫитӗнмеҫҫӗ пулин те вӗренӳре лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыма ҫеҫ мар, тӗрлӗ олимпиада-конкурсра пӗлӳ шайне тӗрӗслеме, общество ӗҫне хутшӑнма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Хотя и мальчики воспитываются в неполной семье, они не только хорошо учатся, но и проверяют свои знания и способности на различных олимпиадах и конкурсах, находят время для общественной работы.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Каникулта вулама панӑ кӗнекесемпе пикенсех паллашаҫҫӗ, ялти библиотекӑсене ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Знакомятся книгами, заданными на каникулярный период, находят время для посещения сельской библиотеки.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Светлана Николаевнӑпа Владимир Петрович вара ачисене тӑрӑшулӑхшӑн хавхалантарма яланах мӗн те пулин кӑсӑкли шухӑшласа тупаҫҫӗ.

А Светлана Николаевна и Владимир Петрович всегда придумывают что-нибудь этакое, чтобы воодушевить своих детей.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Манӑн ӗҫе ырлакан чылай, Интернет урлӑ та шыраса тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫак тӗллевпех вӗсем пурте юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленсе // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫак тӗллевпех вӗсем пурте юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Павловсен ӗҫ стажӗ - 93 ҫул // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.06

12. Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.

12. От дней же Иоанна Крестителя доныне Царство Небесное силою берется, и употребляющие усилие восхищают его.

Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать; 9. ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.

8. Большое было это дерево и крепкое, и высота его достигала до неба, и оно видимо было до краев всей земли. 9. Листья его прекрасные, и плодов на нем множество, и пища на нем для всех; под ним находили тень полевые звери, и в ветвях его гнездились птицы небесные, и от него питалась всякая плоть.

Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ӑс-хакӑл илет, ирех тӑрса Ӑна асӑнакансем Унӑн кӑмӑлне тупаҫҫӗ.

16. Боящийся Господа примет наставление, и с раннего утра обращающиеся к Нему приобретут благоволение Его.

Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тӳрӗлӗхе юратӑр, ҫӗр тӳрисем, Ҫӳлхуҫа ҫинчен ырӑ кӑмӑлпа шухӑшлӑр, Ӑна шырамашкӑн юмарт чӗреллӗ пулӑр: 2. Ӑна Турра сӑнаманнисем тупаҫҫӗ, Вӑл Хӑйне ӗненмен ҫынна курӑнмасть.

1. Любите справедливость, судьи земли, право мыслите о Господе, и в простоте сердца ищите Его, 2. ибо Он обретается неискушающими Его и является не неверующим Ему.

Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Маргарита Кирилловна шухӑшӗпе — союз хастарӗсем хӑйсем туса пынӑ ӗҫре — киленӗҫ, ҫынна ырӑ тунинче савӑнӑҫ тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней