Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тупаҫҫӗ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлтен паллӑ мар, ҫурри ишӗлнӗ аякри шӑтӑксене шыраса тупаҫҫӗ те, ҫӳле тухса каяҫҫӗ.

Они выискивали далекие, незаметные с поверхности, полуобвалившиеся ходы и выползали через них наверх.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсем ҫӗнӗ тинӗссем, ҫӗнӗ ҫӗршывсем шыраса тупаҫҫӗ, тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ хӑюллӑ тӑраҫҫӗ, баррикадӑсем ҫинче ҫапӑҫаҫҫӗ.

Они открывали новые моря и материки, они резко бросали вызов несправедливости, дрались на баррикадах…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пур пек укҫисене тӑккаласа пӗтерсен вара пуян Силистра уесне таптараҫҫӗ, унта вӗсем хӑйсем валли укҫа та ӗҫ те тупаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри тата пуймашкӑн та хайла ҫитерет.

А разорившись, уходили наживаться в Силистрийский уезд — дикий край изобилия, где все они легко находили себе дело и заработок, а иные даже богатели.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ҫаксем вӗсем пурте китаецсен ӑнланӑвӗ тӗлӗшпе кӑна, хӑйсем вӗсем ӑнланассинче пӗр-пӗрин хушшинче кашни ҫынна кура пысӑк уйрӑмлӑхсем пуррине тупаҫҫӗ.

Но все это опять только по отношению к понятиям китайцев, а сами между собою они находят очень большие разности понимания, по разности натур.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ.

Взлом на одном приводит к получению доступа сразу на нескольких ресурсах.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Нумайӑшӗ, тырпул хатӗрлевӗ йӗркипе вӑрлӑхлӑх тырра та парса ятӑмӑр, тесе сӑлтав тупаҫҫӗ.

Многие ссылались на то, что будто бы сдали по хлебозаготовке и семенное.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е кӳрше каҫса лараҫҫӗ те, чӗнме пырсан та, ял Советне е бригада штабне каяс марччӗ тесе, канӑҫсӑр куна кӳршипе пӗрле хӳтӗ вырӑнта ирттерме май тупаҫҫӗ.

Или уйти к соседу и вместе с ним переждать в укромном месте тревожный день, чтобы не являться по вызову в сельсовет или штаб бригады.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.

Дарил также царь своей возлюбленной ливийские аметисты, похожие цветом на ранние фиалки, распускающиеся в лесах у подножия Ливийских гор, — аметисты, обладавшие чудесной способностью обуздывать ветер, смягчать злобу, предохранять от опьянения и помогать при ловле диких зверей; персепольскую бирюзу, которая приносит счастье в любви, прекращает ссору супругов, отводит царский гнев и благоприятствует при укрощении и продаже лошадей; и кошачий глаз — оберегающий имущество, разум и здоровье своего владельца; и бледный, сине-зеленый, как морская вода у берега, вериллий — средство от бельма и проказы, добрый спутник странников; и разноцветный агат — носящий его не боится козней врагов и избегает опасности быть раздавленным во время землетрясения; и нефрит, почечный камень, отстраняющий удары молнии; и яблочно-зеленый, мутно-прозрачный онихий — сторож хозяина от огня и сумасшествия; и яснис, заставляющий дрожать зверей; и черный ласточкин камень, дающий красноречие; и уважаемый беременными женщинами орлиный камень, который орлы кладут в свои гнезда, когда приходит пора вылупляться их птенцам; и заберзат из Офира, сияющий, как маленькие солнца; и желто-золотистый хрисолит — друг торговцев и воров; и сардоникс, любимый царями и царицами; и малиновый лигирий: его находят, как известно, в желудке рыси, зрение которой так остро, что она видит сквозь стены, — поэтому и носящие лигирий отличаются зоркостью глаз, — кроме того, он останавливает кровотечение из носу и заживляет всякие раны, исключая ран, нанесенных камнем и железом.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тупаҫҫӗ, тупаҫҫӗ, — терӗ Федя, чӑхсем ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Найдут, должны найти, — сказал Федя, не сводя с кур глаз.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ачасене пӑхса ҫитӗнтеретӗн, хӑйсем тупаҫҫӗ: вӗсене ҫул кӑтартса пама пултар…

— Детей воспитаешь, сами достанут; умей направить их так…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.

Помоги переводом

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Вӗсем унта ӑшӑ та канлӗ ӳтлех тупаҫҫӗ, вӗсене яланах пӗр пек, кӑмӑлсӑр мар пулсан та, сивлемесӗр кӗтсе илеҫҫӗ.

Они находили теплый, покойный приют и всегда одинаково если не радушный, то равнодушный прием.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ньютон вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫӗр ҫултан пӗр ҫуртӑн маччи ҫинче, выртакан ҫӗтӗк-ҫатӑкпа ӑпӑр-тапӑр хушшинче сӳслене пуҫланӑ кивӗ ҫырусен ҫыххине тупаҫҫӗ.

Через сто лет после смерти Ньютона на чердаке одного дома среди груды разного тряпья и хлама нашли связку старых, полуистлевших писем.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Унӑн арчинче кӗнекесем, тетрадьсем, уйрӑм заметкӑсем тупаҫҫӗ.

В его сундучке нашли книги, тетради, заметки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Вырӑссем нихӑҫан та парӑнмаҫҫӗ, май ҫуккине тума та май тупаҫҫӗ.

— Русские никогда не сдаются, находят способ сделать невозможное.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Халӗ ӑна кӑларса пӑрахмасан эпир вӗсенчен ниҫта та тарса хӑтӑлаймастпӑр, сана та, пире те шыраса тупаҫҫӗ.

Если его не найти, то они найдут тебя снова. И нас тоже. Мы ведь от тебя ни на шаг.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пире тупаҫҫӗ — анчах та кам пӗлет?

Нас найдут, но… кто знает?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, пире шыраҫҫӗ, ҫил-тӑман палӑртнӑ трассӑран аяккалла илсе кайрӗ пулин те, пире пурпӗрех тупаҫҫӗ.

Без сомнения, нас ищут — и найдут в конце концов, хотя пурга отнесла нас в сторону от намеченной трассы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Темӗнле судовладелец тинӗсе тухса каяс умӗн командӑна чӗнсе илнӗ, радиотелеграфа ҫав тӗри хӗнпе кӑна тупаҫҫӗ, ӑна та радист пулман пирки хӑварма тӳрӗ килет, тем те пулнӑ унта.

 — Какой-то судовладелец снял команду перед выходом в море, с большим трудом достали радиотелеграф, и его пришлось оставить, потому что не достали радиста, и еще что-то, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрисем пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, теприсем ҫав хушӑрах уяв кӗрекине ларма та, ӑшӑ енне кайса канма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней